Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Вируспа чирленисемшӗн  диспансеризаци

2021 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа Раҫҫейре COVID-19па чирлесе ирттернӗ çынсемшӗн анлă диспансеризаци пуҫланчӗ

Çак мероприяти мӗншӗн кирлӗ-ха? Граждансене мӗн кӗтет? Ҫак ыйтусем ҫине районти тӗп больницăн поликлиникин заведующийӗ Надир Тагиров хуравлать.

– Надир Хабибуллович, коронавируспа чирленӗ хыççăн анлăлатнă диспансеризаци мӗн вӑл тата мӗнрен паха?

– 2021 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнчен коронавируспа чирленӗ  Раççейӗн кашни гражданӗн диспансеризаци иртме ирӗк пур. Ку  обязательнăй мера мар, анчах сывлăхӗ çинчен пăшăрханакан кашни çын ăна иртме тивӗçлӗ.

– Çак планпа пӑхăннӑ диспансеризаци мӗнле тӗллевсене шута илет?

– Вӑл темиҫе тӗллеве шута илет. Пӗрремӗшӗнчен, граждансене медицина тишкерӗвӗсемпе тивӗҫтерессине анлăлатасси. Патшалăх 2024 ҫулччен халӑхăн 70 процентне диспансеризаци ирттерессине йӗркелеме планлать. Тепӗр тӗллев, Раҫҫей çыннисен сывлӑхӗн шайне контрольте тытасси. Çакă питех те  коронавирус инфекцийӗпе чирлесе ирттерекенсемшӗн кирлӗ, мӗншӗн тесен ҫак чире кăларса тăратнă пӗтӗмлетӳсем хальлӗхе медицина наукине паллă мар. Диспансеризаци, профилактика тĕрĕслевĕн тĕллевĕ – шала кайнă чирсене сиплеме май пур таран маларах тупса палăртасси. 

– Программăра ковидпа чирленисем кăна-и е ытти çынсем те хутшăнма пултараççӗ?

– Çак мероприятире хутшӑнассишӗн çул çитни пулмалла. 18 ҫултан кӗçӗнрех çынсене çак  программа пырса тивмест. Врач «COVID-19» диагноз лартни пулмалла. Нимӗнле паллăсăр чирленӗ е коронавируса «ура çинче» кăна ирттернӗ тата çакна антителасене анализ пӗтӗмлетӗвӗпе кăна пӗлнӗ çынсем çак  программăпа усă курма пултараймӗç. Пӗрремӗш черетре,  чирленӗ хыççăн сывалмалла та. Сывалнă хыççăн икӗ е унтан та ытларах уйăх иртнине кӗтмелле. Диспансеризацие чирӗ вӑтам е йывӑр формăра иртнӗ çынсене чӗнтерӗҫ. Ыттисем, чӗннине кӗтмесӗр, ирӗклӗ майпа ҫырӑнма пултараҫҫӗ.

Чи малтан вӗсене тухтӑр тишкерет. Тӗпчев процедури икӗ этапра иртӗ. Пӗрремӗш этап шутне кӗнӗ процедурӑсем: сатурацие (юнри кислород çăралăхӗ) виҫесси. Процедурăшăн юн илмеççӗ, пульсоксиметр –  пӳрнене кислород шайне палӑртакан прибора хурса илеççӗ. Ун хыççăн, ултӑ минут утнă хыççăн, сатурацие тепӗр хут виçеççӗ – пациентăн хăçан сывлăш пӳлӗннине сăнаççӗ. Çак теста çын сывлӑш çитменнипе, пӳлӗннипе ӳпкелешсен ирттереççӗ. Ятарлă прибор, спирометр, тӗрӗслевӗ ирттереççӗ  – тулашри сывлав функцине тӗрӗслеççӗ.  Ун хыççăн пӗтӗмӗшле юн анализӗ илеççӗ. Юнри гемоглобин, эритроцитсен тата ытти юн клеткисен шайӗн калăпăшӗ палăрать. Холестерин, лактодигидрогенез, креатинин тата ытти шайсене уçăмлас енӗпе юнăн биохими анализне те тăваççӗ. Юнри D-димер-тромбăсем сарăлнă чухне килсе тухнă белокăн фрагменчӗ.  Ун хыççăн флюорографи (енчен кăçал иртмен пулсан) иртмелле пулать.

Терапевт тӗрӗслевӗн тата анкетăланин тӗллевӗ – организмӑн пӗрлехи тӑрӑмне анализлани, вӑл е ку чирсем пулнипе пулманнине тишкерни.

Иккӗмӗш этап вара пӗрремӗш этапра проблемăсем уçăмланнă вăхăтра иртет. Кунта эхокардиографи, чӗрене УЗИ тăваççӗ. Сатураци 94%ран сахалрах, хускану вӑхӑтӗнче тест пӗтӗмлетӗвӗсем начар пулса ирттереççӗ. Компьютер томографийӗ те палӑртаççӗ.

Енчен D-димер концентрацине анализ ирттерсе, юнри D-димер концентрацийĕн анализĕ юн тымарĕсенчи тромб пулассин паллисене кăтартсан, урари юн тымарӗсенчи юнăн хӑвӑртлӑхне виҫӗç.

– Коронавируспа чирленӗ çын хăйне ковидран хыççăн диспансеризаци  иртмеллине мӗнле пӗлме пултарать?

– Коронавируспа чирлесе ирттернӗ çынна хыпар килет. Телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтернӗ май, СМС, электронлӑ почта урлă е патшалăх пулăшăвӗсен порталӗнче хыпарланă май пулма пултарать – гражданин хӑй çинчен информацие больницăра хӑварнине пăхса, хыпарта диспансеризаци иртмелли вӑхӑта тата вырӑна кӑтартӗç.

Палӑртса хунӑ кун паспортпа ОМС (обязательнăй медицина страховани) полисне илсе тата поликлиникăна диспансеризацин пӗрремӗш этапне иртме килмелле пулать. Тишкерӳ пӗр кунран те ытлашши вăхăта илмест.

Пӗрремӗш этапăн кӑтартӑвӗсем япӑх пулсан, ҫынна иккӗмӗш тапхӑра чӗнӗҫ.

Çын процедурӑна хӑй тӗллӗн иртме кăмăлӗ пулсан, унӑн патшалăх пулăшăвӗсен порталне кӗмелле тата унта, вăхăта хăй тӗллӗн суйласа, диспансеризацие хăй те çырăнма пултарать.

–          Калаçăвăршăн тавтапуç, Надир Хабибуллович. Чи пахи – чирлер мар!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев