Виноград ӳстернӗшӗн Сертификат
Ульяновск хулинче Виноград кунне ирттерчӗç.
Мероприятире опытлӑ виноград ӳстерекен ӑстасем тӗрлӗ йышши ҫырлисемпе паллаштарчӗҫ.
Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнчи Ильдус Валиуллов та унта хутшӑнчӗ. Паян унӑн садӗнче 20 яхăн виноград сорчӗ ӳсет.
Виноград кунӗ — йӑлана кӗнӗ уяв, ăна темиҫе ҫул каялла Ульяновск облаҫӗнче ирттерме пуҫланӑ. Унта тӗрлӗ облаҫсемпе регионсенчи виноград ӳстерекенсем хутшӑнаҫҫӗ, мастер-классем иртеҫҫӗ.
Уяв пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, район ҫыннине «Чи тутлӑ сорт» номинацире 15 пин тенкӗлӗх Сертификат панӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев