Виктор Карабаев: «Кирек ӑҫта пурӑнсан та, ӗҫлес пулать»
Виктор Карабаевăн хуҫалӑхӗ Чӑваш Паснапуç ялӗнче самаях анлӑ лаптӑк йышӑнса тăрать. Кунта выльӑх-чӗрлӗх валли здани те, ҫулла уҫӑ сывлӑшра ӗнесем усрамалли карта та, апат усрамалли ытти сооруженисем те пур
Виктор Петрович Чӑваш Паснапуç ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Мӗн пӗчӗкренех ялти пурнӑҫа хăнăхса ӳсет. Шкултан вӗренсе тухсан ялтан аякка тухса кайма васкаман, колхозрах юлать, комбайн ҫине ларса тырпул пухса кӗртес ӗҫе хутшӑнать. Анчах колхозсене салатса янӑ, вӑл ҫулсенче хуҫисем те улшӑннӑ, ӗҫ те пулман. Ӗҫлесе илес тӗллевпе ҫамрӑк ҫын вахта меслечӗпе ӗҫ тупать, çапах та яла пăрахмасть, тара кӗрӗшсе ӗҫлеме тытӑнать. Ҫапла 15 ҫула яхӑн вахта меслечӗпе тӗрлӗ стройкӑра ӗҫлесе çӳренӗ.
– Ялта выльăх-чӗрлӗхсӗр пурăнаймăн. Малтан пӗр ӗне пурччӗ пирӗн, майӗпен выльӑх-чӗрлӗх йышне ӳстерме шутларăмăр. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Храмов та, тытăн та ҫемье ферми туса хур, патшалӑхран пулӑшу илӗн, ӗнесен йышне те ӳстерӗн, терӗ. Малтан аптраса тăтăмăр. Унтан унăн сӗневне йышӑнтăмăр, – тет ҫемье пуҫлӑхӗ.
Паллах, çак ӗçе ҫемьепе пуçăнаççӗ вӗсем. 24 ӗне валли шутланнă ҫемье ферми тӑвас енӗпе «Тутарстан Республикинче 2017-2020 ҫулсем валли ҫамрӑк фермерсене пулӑшу» программине кӗресси çинчен пӗлтереççӗ. Пур ыйтăва лайăх енчен татса параҫҫӗ. Виктор Петрович 24 сӑвакан ӗне валли шутланнă ҫемье ферми тӑвас проекта ӑнӑҫлӑн хӳтӗлесе, 3 миллион тенкӗлӗх грант çӗнсе илет. Ҫав укҫа-тенкӗпе вӑл ӑратлӑ 24 пӑру туянать, ферма туса хурать. Тӗрлӗ стройкӑсенче ӗҫлесе, строительствӑра сахал мар опыт илнӗ Виктор фермӑна тӗплӗ, вӗçне-хӗрне çитерсе туса хурать, ҫавӑнпа ферма вӑхӑт ыйтнисене пӗтӗмӗшпех хуравламалăх килсе тухать. Ӗне сӑвассине те кунта механизациленӗ аппаратпа çыхăнтарнă, выльăхсен вырăнӗсене таса тытассишӗн транспортер ӗҫлесе тăрать.
Карабаевсем утӑпа тырӑ туянса, выльӑх-чӗрлӗх усрани усӑсӑр пулнине те лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Ҫавăнпа та тӑванӗсемпе хӑш-пӗр ял ҫыннисен пай ҫӗрӗсене арендӑна илнӗ, 35 гектар лаптӑк çинче нумай ҫул ӳсекен курӑк – люцерна ӳсетереççӗ. Тыррине вара хальлӗхе туянаҫҫӗ-ха. Хăйсен «МТЗ-82» маркӑллӑ тракторӗ, УАЗ тата «ГАЗ-53» маркăллă автомобилӗсем пур. Паянхи кун вӗсем хăйсен хуҫалӑхӗнче 40 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх пур, вӗсенчен 24-шӗ сӑвакан ӗне. Ӗнисене Викторăн мăшăрӗ Алиса тата ялти Надежда Мусаткина сӑваҫҫӗ. Сӗтне пухакансене параҫҫӗ, пӑрусем сутаççӗ.
Çемьере 4 ача ҫитӗнет. Хӗрӗсем Ева, Яна, Софья, Кристина хальлӗхе шкулта вӗренеҫҫӗ.
– Ялсенче ҫамрӑксем юлманнин сăлтавӗ – ӗҫ тупайманнинче. Пирӗн ял хуларан инҫе вырнаçнă, анчах ҫулӗ пур, яла çити асфальт, ытти урамсене чул сарнă. Кӑмӑлӗ пуррисен ялта та пурӑнма пулать. Халӗ ялта та хулари пек пурӑнатпӑр вӗт. Кирек ӑҫта пурӑнсан та, ӗҫлес пулать ӗнтӗ, – тет Виктор Карабаев.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев