Виççӗмӗш ачашăн хушма тӳлев – 100 пин тенкӗ
Социаллă тема
Çӗнӗ Упи ялӗнчен Екатерина Петровнапа Анатолий Витальевич Фоминсен çемйи виҫҫӗмӗш ачине ҫуратнӑшӑн 100 пин тенкӗ хушма пулăшу илнӗ
Ялта пурӑнакан ҫамрӑк ҫемьесем ҫине тимлӗх çулсерен ӳсет. 2020 ҫулта районта 53 ҫемье патшалӑхран 50 тата 100 пин тенкӗ хушма тӳлев илнӗ пулсан, кӑҫалхи çулăн виҫӗ уйӑхӗнче 11 ҫемье çавăн пек пулăшу илнӗ. Çавсенчен 10шӗнче – пӗрремӗш ача, пӗринче виҫҫӗмӗш ача çуралнă.
Ҫак пулӑшӑва илессишӗн хӗрарӑмсен сахалтан та виҫӗ ҫул ялта пурӑнмалла. Ялта пурӑнса, пӗрремӗш ачине 25 ҫулччен çуратнă хӗрарăмсем – 50, виççӗмӗш ачине 29 ҫул тултариччен çуратнă аннесем 100 пин тенкӗ хушма тӳлев илме пултараççӗ.
Фоминсен ҫемйинче тӑватӑ ӑру представителӗ: 90 ҫулхи Петр Павлович Фомин, унӑн ывӑлӗ Виталий тата кинӗ Алевтина, мӑнукӗн Анатолийӗн ҫемйи тата вӗсен ачисем пӗр-пӗрне ӑнланса, туслӑ пурӑнаҫҫӗ.
Екатерина Чӑваш Енри Комсомольски районӗнче ҫуралса ӳснӗ. Района техникума повар-кондитер профессине алла илессишӗн вӗренме килнӗ тата 2016 ҫулта Ҫӗнӗ Упи ялӗн каччипе Анатолийпа çемье çавăрса, кунта тӗпленсе юлнă. Ҫемье пуҫлӑхӗ Анатолий вара вахта мелӗпе ӗҫлесе çӳрет. Аслă хӗрӗ Александра – 4 ҫулта, вӑл ача садне ҫӳрет, иккӗмӗш хӗрӗ Ульяна 2 ҫулта, кӗҫӗн ывӑлӗ Павел виҫӗ уйӑхра кӑна-ха.
– Районти социаллă хӳтлӗх уйрӑмӗнчен шӑнкӑравласа, пире виҫҫӗмӗш ачана ҫуратнӑшӑн 100 пин тенкӗ укçа пама тивӗçлине тата хăвăрт хушăра мӗнле документсем пуҫтарма кирлине каларӗç.Тав тунисӗр пуçне ытти сăмахăмăр çук. Укҫана та ачасемшӗн тытатпӑр, – тет Екатерина.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев