Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Виççӗмӗш ăру» ăмăртрӗ

Нумай ҫул ӗçлесе, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ пенсионерсене «Виҫҫӗмӗш ӑру ҫыннисем» теҫҫӗ.

 

Ҫак кунсенче ирттернӗ спорт ӑмӑртӑвӗсенче хутшӑнса, вӗсем унчченхи пекех чун-чӗрисемпе ҫамрӑк пулнине, чӑн-чӑн спортсменсем пулнине те кӑтартрӗҫ.

Районти пурнӑҫа аслă çулсенчи çынсем хастар хутшӑнаҫҫӗ. Обществăлла пурнӑҫра, культура, спорт мероприятийӗсенче хутшӑнаҫҫӗ, хальхи техникӑна алла илме пултарнине кӑтартаҫҫӗ, ҫитӗнекен ӑрушӑн тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ. Çаплах, республика шайӗнче çӗнсе илнӗ ăнăçăвӗсем та пайтах.

Сывӑ пурнӑҫ йӗркине илсе пыни ӳт-пӗве çирӗплетни кӑна мар, чун хушнипе ӗҫленине те палӑртаҫҫӗ вӗсем.

– Спортпа интересленни – вăл сывлӑх, мышцӑсене ҫирӗплетни кӑна мар вӗт-ха, тӗлпулу вырӑнӗ те, ăмăрту вырӑнӗ те пирӗншӗн. Кружоксене питӗ кăмăлласах ҫӳретпӗр, – тет Нурлезиган Айметдинова.

Раҫҫей пенсионерӗсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн ертӳçи Дилюза Азизова ҫак организацийӗн хастарӗсем ҫулсеренех темиҫе километр чупнă, шывра ишнӗ çӗрте, сӗтел теннисӗ, перес енӗпе, дартстра хутшӑнни ҫинчен мӑнкӑмӑллӑн каласа парать. Кӑҫалхи Спартакиада мероприятийӗсенче ҫапла пулчӗ.

Калăпăр, 73 ҫула ҫитнӗ пулин те, Владимир Ильич тӑтӑшах чупать, хӗлле йӗлтӗр ăмăртăвӗсенче хутшӑнать. Вӑл тата 40 пенсионер район шайӗнче дротиксемывӑтас, перес, теннис, ҫӑмӑл атлетика, шывра ишес енӗпе ăмăртрӗç. Чи хасатар та чи ӑстисем çӗнтерӳҫӗсем пулса тӑчӗç. Вӗсене парнесем пачӗҫ.   

Ҫӗнтерӳҫӗсем вара май уйӑхӗн вӗҫӗнче Хусанта иртекен республикӑри спартакиадӑра хутшӑнӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев