Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ветерансене хисеплесе

«Аттене ҫӗрле илсе кайрӗç»

Лидия Ивановнӑна, аслӑ ӑру ҫынни пулнă май, пурнӑҫри йывӑрлӑхсене нумай тӳсме тӳрӗ килет. Анчах, мӗнле кăна сăнавсем ун çине тиенсен те,  хуçăлмасть – пурнăçне малалла тăсать.

Вăл питӗ ир ашшӗсӗр тăрса юлать. Кулаксем тесе, ашшӗн лавккине туртса илеççӗ, ӗнисене, лашисене, сурӑхӗсене те илсе каяççӗ.

– Паянхи пекех асăмра, эпӗ 5 çултаччӗ, аттене пӗрремӗш хут çӗрле илме килчӗҫ, ӑна шӑлаварне те тӑхӑнса тăма ирӗк памарӗҫ, анне çав шӑлаварне тытса, хыҫӗнчен чупрӗ. Виҫӗ ҫултан аттене кӑларчӗҫ. Анчах ҫак савӑнӑҫ нумая пымарӗ, 1937 ҫулта ӑна çӗнӗрен тытса кайрӗç. Вăл вăхăтра ăна курмасăрах юлтăмăр. Ульяновск ҫулӗ ҫинче хӑма сутма кайнă çӗртен илсе кайнӑччӗ. Икӗ уйӑх хыççăн ӑна персе вӗлерни ҫинчен телеграмма килет. Юлашки хут эпир аттене пурте пӗрле тӗрмене курма кайнăччӗ. Стена ҫинчи пӗчӗк шăтăк витӗр курни асăмра, çакă юлашки тӗлпулу пулчӗ. Анне вăл вăхăтра  йывӑр ҫынччӗ,таврăннă чухне çул çинче ывăл ача ҫуратрӗ, анчах  8 ҫулти ҫак ача тата икӗ пӗртӑванăмăр виҫӗ эрне хушшинче чирлесе вилчӗç. Пире вара 1939 ҫулта «халӑх тӑшманӗн çемйи» пулнă май Çӗпӗре  ӑсатрӗç, – тесе аса илет хӑйӗн йывӑр ачалӑх çулӗсене Лидия Ивановна.

Унтан Тăван çӗршывăн Аслă вӑрҫи пуҫланать, вӗсен ҫемйи Ленинград облаҫӗнче тăрса юлать. Чугун ҫул тунӑ ҫӗрте хутшӑнаççӗ. Мӗн чухлӗрен-тӗр  Çӗпӗре ăсатнă çемьесене килӗсене яраҫҫӗ. Унтан вӑл ялти пӗр ушкăн хӗрсемпе Хусанта ФЗра вӗренет, тӗрлӗ профессисем алла илет. 1944 ҫулта 2 ушкӑн вăрçă инваличӗ пулса таврăннă Николая качча тухать.

Степановсен ҫемйинче ултӑ ача çут тӗнчене килет, анчах виҫҫӗшӗн ӗмӗрӗсем вӑрӑм пулмаççӗ. Пурнăçри юлташӗ те ир,  54 ҫулта вилет. Лидия Ивановна паянхи кунпа кӑмӑллӑ, сывлӑхӗ мухтанмалăх пулмасан та, ăсӗ лайăх, кăмăлӗ ырă унӑн.

Темăна малалла тăсса

Районăн чи аслӑ çулсенчи тата хисеплӗ хӗрарӑмӗсенчен пӗри пулнă Лидия Ивановна Степанована саламлама район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, унӑн çумӗ Алексей Ярухин, Упи, Звезда ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем Александр Ярухин, Марина Денисова килнӗччӗ. Лидия Ивановна икӗ ҫул ӗнтӗ Упи ялӗнче хӗрӗ патӗнче пурӑнать, унччен вӑл Анат Вăрманай Шăхалӗнче, ывăлӗ патӗнче пурӑннӑ.  Юбиляра Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн В.В. Путинăн саламлă ҫырăвне тата парнесем пачӗç, ырлăх-сывлăх сунчӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев