Ветерансем ачасемпе тӗл пулчӗç
Ыркăмăллăх
Мероприяти ачасене пирӗн районта пурӑнакан халӑхсен культура еткерне явӑҫтарас шайра иртрӗ.
Приютри ачасем патне районти ветерансен совечӗн активисчӗсем, 1 номерлӗ «Солнышко» ача сачӗн заведующийӗ Елена Нуретдинова тата аслӑ воспитатель Эльвира Амерханова, районти социаллӑ хӳтлӗх управленийӗн çемьесене тата ачасене пулӑшу парас уйрăмăн психологӗ Альфия Айнуллова килнӗччӗ.
«Ӑшӑ ҫурт» социаллӑ приютра паян республикӑри тӗрлӗ районсенчен 30 ача воспитани илет
Приютри ачасене районти ветерансен совечӗн ертӳçи Роза Насибуллина çывхарса килекен Çӗнӗ çул ячӗпе ӑшшӑн саламларӗ, вӗренекенсене пурне те телей тата ăнăçусем сунчӗ. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче приютри ачасене «Солнышко» ача садне çӳрекен ачасен юрри-ташшисене çыртарса илнӗ видеороликсем сӗнчӗç. Ачасене видеороликсем пӑхма питӗ килӗшрӗ, вӗсем хӑйсен тантӑшӗсем сӑвӑсем каласа панине, ташланине, юрланине интересленсе пăхрӗç. Приютри ачасем Альфия Айнуллова социаллӑ хӳтлӗх управленийӗн психологӗ сӗннӗ тӗрлӗ вӑйӑсенче хаваслансах хутшӑнчӗҫ.
Районти ветерансен пултарулӑх коллективӗн юрри-ташшисене вара ачасем савӑнӑҫлӑн алӑ ҫупса кӗтсе илчӗҫ, унтан ветерансемпе пӗрле ташлама та пуçларӗç. Çакна та палӑртмалла, пултарулӑх коллективӗ наци тумӗсемпеччӗ. Ачасем наци костюмӗсене, пуҫа тăхăнмаллисене, купӑсҫӑсем купăспа вылянине интересленсе сӑнарӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев