Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ӗҫ ветеранне – медаль

Аслă çулсенчи                   район çыннисемшӗн      çакăн пек парнене илесси питӗ савăнăçлă тата     чыслӑ.

 

Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳçин социаллӑ ыйтусем енӗпе çумӗ Айрат Залялов ветерансен совечӗн ертӳçипе Роза Насыбуллинапа пӗрле Кивӗ Çӗпрел ялӗнче пурӑнакан Клара Ибрагимовна Мухаметзянова патӗнче пулчӗç. Вӑл 85 ҫуллăхне палӑртса иртрӗ.

Айрат Залялов район йӗркеленнӗренпе 90 ҫул çитнӗ ятпа кăларнă асӑнмалӑх медаль пачӗ. 

Çак медале Ҫӗпрел районӗнчи социаллӑ-экономика аталанӑвне пысӑк пай кӗртнӗ çынсене параççӗ. Аслă çулсенчи район çынни ҫак парнене савăнса йышăнчӗ.

Клара Ибрагимовна амӑшӗпе кăна ӳснӗ. Амӑшӗ клубра пӳлӗмсене тирпейлекен пулса ӗҫленӗрен вӗсем хӗлле Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи кивӗ клуб зданийӗн пысӑках мар пӳлӗмӗнче пурӑннӑ. Хӗрачашăн пӳлӗм декорацисемпе тулли пулни тӗлӗнмелле те интереслӗ пек туйӑннă. «Декорацисенчен пӗринпе, е тепрехинче тепӗр тӗрлипе илемлетсе хураттăмăр та,  пӳлӗмӗр яланах ҫӗнӗлле курӑнатчӗ, юсама та кирлӗ марччӗ пек», – тесе кулкаласа аса илет ачалăхне  Клара аппа.

Чӑннипе вара, пурнӑҫ ҫӑмӑл пулмасть. Каярахпа вӗсем амӑшӗпе Кемеровӑна  лайӑх пурнӑҫ шыраса тухсакаяççӗ. Унта  20 ҫула яхӑн пурӑнаҫҫӗ тата ӗҫлеҫҫӗ. Ватăлса пынăçемӗн амӑшӗ чун-чӗрипе тӑван ене ăнтăлать, ҫавӑнпа та  вӗсем çӗнӗрен района таврӑнаҫҫӗ.

Клара Ибрагимовнан кайранхи ӗҫӗ-хӗлӗ вара «Сельхозтехникăпа» ҫыхӑннӑ. Тивӗçлӗ канăва  тухиччен ӗҫлет унта вăл. Тивӗçлӗ канăва кайнă хыҫҫӑн та темиҫе ҫул ӗçне малалла тăсать.

«Эсир – пуриншӗн те тӗслӗх, чи пахи – çамрăк ӑрушăн», – тесе палӑртса иртрӗ Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин çумӗ Айрат Залялов, ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр сунчӗ.

Ветерансен совечӗн ертӳҫи Роза Насыбуллина та аслă çулсенчисен ячӗпе  парнесем пачӗ, ырӑ сунăмсем сунчӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев