Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ветерана асӑнса чысларӗҫ

Хальхи вăхăтра ҫамрӑксене патриотла воспитани парасси обществӑра уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ те хаклӑ

Ҫитӗнекен ӑру хушшинче патриотла ӗҫе вӑйлатас тӗллевпе районта Тăван çӗршывăн Аслă вӑрҫин ветеранӗсене тата çар юхăмӗсенче хутшӑннă, геройсене халăх асӗнче хăварас тӗлӗшпе мероприятисем анлăн иртеççӗ.

Вӗсене хисепленине палӑртса, районта монумент палӑкӗсем, мухтав тата астăвăм кӗтесӗсем уҫӑлаҫҫӗ, ҫавӑн пекех воин-патриотсем, пирӗн ентешсем пурӑннӑ çуртсен стенисем çине астăвăм хăмисене вырнаçтарса тӑраҫҫӗ. Сăмахран, сентябрӗн 1-мӗшӗнче Кӗçӗн Аксу ялӗнче Раҫҫей пограничникӗсен союзӗпе «Щит Отечества» обществăлла организаци тӑрӑшнипе Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранне, Анат Чакă ял тӑрӑхӗн пӗрремӗш пограничникне Сергей Иванович Волкова асăнса, астăвăм хӑмине вырнаçтармалли мероприяти йӗркелерӗç.

Çак акцие йӗркеленӗ çӗрте, Альберт Сулейманов ертсе пынипе, ҫар юхăмӗсен ветеранӗсем хастар хутшӑнчӗҫ. Унта Кӗҫӗн Аксу ялӗнчи Владимир Солдатовӑн юлташӗсем, çавӑн пекех, пограничниксен районти союзӗнчен килнӗ Виктор Кудряшов, Фарит Аббазов тата Шаукат Хайруллин та хутшӑнчӗç.
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсем çинчен çырса кăларнă «Они вернулись с Победой» ятлă кӗнекере, 87-мӗш страницӑра, Сергей Волков ҫинчен кӗске информаци пур. Унта ун çинчен «1917 ҫулта ҫуралнӑ, 1941 ҫулта мобилизациленнӗ, хӗрӗх пиллӗкмӗш ҫулта демобилизациленнӗ, 1989 ҫулта Кӗҫӗн Аксу ялӗнче пытарнӑ» текен йӗркесем çырăннă. Вăл 72 ҫул пурӑннӑ.

Вӑл, ҫӗршывшӑн ансат мар вӑхӑтра, 1934 ҫулта Хулаçырминчи ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкултан ӑнӑҫлӑн вӗренсе тухнӑ, ҫакă кашни вӗренекене пӳрмен. Сергей Волкова 1938 ҫулта ҫар службине илеççӗ, Инҫет Хӗвелтухӑҫ ҫар округӗн çумӗнчи, Чикӗ хӗрринчи ҫарсенче присяга йышӑнать, 1940 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче васкавлӑ службӑна вӗçлет. 

Тăван çӗршывăн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан вара, ӑна Чкалов ячӗллӗ танксен ҫар училищине ҫулталӑклăх офицерсен курсне вӗренме илеççӗ, лейтенант ятне илнӗ хыҫҫӑн, танк взвочӗн командирӗ пулса тӑрать. Çак должноçра Брянск фронтӗнче 15-мӗш танксен корпусӗн составӗнче 1942 ҫулхи август уйӑхӗнчен пуҫласа сентябрьччен вăрçăри хирӗç тăрусенче хутшăнать.

Унтан вӑл 1945 ҫулхи февраль уйӑхӗнче аманнӑ хыҫҫӑн, Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче Хӗрлӗ Ҫарта унчченхи пекех службӑна малалла тӑсать. Сергей Иванович, сывалсан, хӑйӗн ентешӗпе, савнă хӗрӗпе Анна Андреевӑпа туй туса, çемье çавăрать. Ҫемьере сакӑр ача çут тӗнчене килеççӗ.

Хальхи вӑхӑтра икӗ ывӑлӗ — Юрийпе Валерий тата икӗ хӗрӗ — Валентинӑпа Антонина сывă пурăнаççӗ. Ҫак ҫуртра «Тăван çӗршывăн Аслӑ вӑрҫӑ тата чикӗ хӗрринчи ҫар ветеранӗ Сергей Иванович Волков (1917-1989 ҫ.) пурӑннӑ» текен астăвăм хăмине вырнаçтарма халалланă митинг тивӗçлипе иртрӗ.

Кӗҫӗн Аксу ялӗнчи Мичурин урамӗнчи 15-мӗш ҫурт патне çар юхăмӗсенче хутшăннă активистсем, пограничниксем, ҫывӑх тӑванӗсем, кӳршисем пухӑннӑччӗ. Хальхи вӑхӑтра Волковсен ҫуртӗнче кӗҫӗн ывӑлӗн Александрăн тӑлӑх арӑмӗ Лидия пурӑнать.

Ҫак акцире, Кӗçӗн Чакă ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Албутов палӑртнӑ тӑрӑх, паян хӑйсен пурнӑҫне пирӗн пуласлӑхшӑн панӑ ҫынсене асра тытни питӗ пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен иртнине пӗлмен тата ӑнланасшӑн пулман ҫын пирӗн асаттесемпе ентешӗмӗрсен пархатарӗсӗр.

Районти Пограничниксен союзӗн ертӳçи Альберт Сулейманов пухӑннӑ тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене пурне те саламларӗ, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи чӑн-чӑн патриота, Ҫар пограничникне манманшӑн, хӑйсен мăн аслашшӗне, аслашшӗне, ашшӗне асра тытнăшăн, тав турӗ. Сергей Волковăн ачисен ячӗпе Ульяновск хулинче пурăнакан унӑн ывӑлӗ Валерий, тав сăмахӗсем каларӗ, ҫав вӑхӑтрах вӑл кирлӗ те чаплӑ «Эпир хамăрăннисене манмастпăр» акцие ирттернӗшӗн мӗнпур активистсемпе организаторсене тав турӗ.
Унпа пӗрле ӗлӗк кӳрши тата пограничник тусӗ пулнӑ, Биробиджан хулинче ҫитмӗлмӗш ҫулсенче, çавăн пекех Инçет Хӗвелтухăçӗнче службӑра тӑнӑ Виктор Кадушкин та килнӗччӗ. Вӑл Çар мухтавӗн кунӗсенче, ҫав шутра — февралӗн 23-мӗшӗ, майӑн 9-мӗшӗ, Пограничник кунӗсенче икӗ тус, кӳршӗсем пулнă май, яланах пӗрле аса илнине, паллă тунине пӗлтерчӗ. 

Ҫак патриотла мероприятие ирттерес енӗпе пуҫаруçă пулнисенчен пӗри — Викторăн шăллӗ Василий Кадушкин та кӳршисен, ҫывӑх тӑванӗсен ячӗпе тухса калаçса, ҫар юхăмӗсенче хутшӑннисене, активистсене, запасри воинсене тата ытти ҫынсене пурне те тав турӗ.

Эпӗ никама та манманнине, нимӗн те манăçманнине шаннине пӗлтересшӗн. Ҫавӑн пекех, пирӗн хальхи патриотсем Украинӑра, аттесемпе асаттесен çар тивӗçне малалла тăсакансем пулнă май, Раҫҫей контрактникӗсем тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан мобилизациленнисем ырă-сывă, çӗнтерӳпе таврӑнасси пирки иккӗленместпӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев