Ветеран паян та хастар
Кивӗ Шемӗршел ялӗнче пурӑнакан Сабрия Галиулловна Ахтямова 95 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ
Çак паллă кунӗ ячӗпе хисеплӗ ветеран район пуҫлӑхӗн ҫумӗнчен Алексей Ярухинран тата Кивӗ Шемӗршел ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗнчен Ильгамия Мухитоваран саламсем йышӑнчӗ.
Хӑнасем юбиляра РФ Президенчӗн ятӗнчен саламлă открытка, район пуҫлӑхӗн ятӗнчен парне тата чечексем пачӗҫ.
Сабрия Галиулловна – Кивӗ Шемӗршел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ӗмӗрӗпех колхозра ӗҫленӗ. Юбиляр хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл звеньевой пулса ӗҫленӗ, чӗкӗнтӗр тата пахчаҫимӗҫ ӳстернӗ.
– Манăн звенора ялăн аслӑрах ҫулсенчи хӗрарӑмсемччӗ. Пирӗн коллектив питӗ туслӑччӗ, уйӑхсерен пурне те ӗҫ укҫипе пӗрле премисем тӳлетчӗҫ, эпӗ хампа пӗрле ӗҫленӗ пур ҫынна та тав тӑватӑп. Иртен пуҫласа каҫчен тăрăшса ӗҫлерӗмӗр, вӑхӑчӗ ҫавӑн пекчӗ, лайӑх ӗҫленӗшӗн мана Хусантан преми те ҫырса панăччӗ. Вӑл вӑхӑтра эпӗ качча кайма хатӗрленеттӗмччӗ. Хусантан килнӗ преми укçи мана питӗ пулӑшрӗ, – тесе аса илӗвӗсене çӗнетрӗ Сабри аппа.
Мӑшӑрӗпе Амиршапа вӗсем 5 ача ҫуратса ӳстернӗ, шел, вӗсенчен пӗри вилнӗ. Паян ӗнтӗ Сабрия аппан мăшăрӗ те çук. Мăшăрӗ те, Сабрия аппа пекех, ӗмӗрӗпех колхозра ӗҫленӗ, арманçă пулнӑ.
Паян Сабрия Галиулловнан 7 мӑнук тата 9 кӗçӗн мăнук та пур. Сабрия аппан ачисемпе мӑнукӗсем пурте амӑшӗпе кукамӑш-асламăшне юбилей ячӗпе саламлама килнӗччӗ.
Паянхи кун ӗҫ ветеранӗ Рамиль ывӑлӗпе пӗрле хӑйӗн килӗнче пурӑнать. Сабрия аппӑн паян та ӑс-тӑнӗ питӗ лайӑх, вӑл иртнӗ ҫулсенчи пур пулӑма та астӑвать, хаваслӑ, уҫӑ кӑмӑллӑ, ҫулӗсене пӑхмасӑр хастар, хӑнасене питӗ хавас пулчӗ, саламланӑшӑн пурне те тав турӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев