Вĕрентекен профессийĕ чыслӑ та сумлӑ
Вĕрентекен профессийĕ чыслӑ та сумлӑ шутланать, асли те, кĕҫĕнни те сума сӑвать хисепе тивĕҫлисене, пуҫ таять.
Юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче П.Дементьев музейӗнче Çĕнĕ Упири тĕп шкулта вĕренекенсем хутшӑннипе Вĕрентекен кунне халалланӑ «Сто к одному» ӑс-хакӑл вӑййи иртрӗ.
Вӑййа хутшӑнакансен «Вĕрентекен аллинче мӗн тытса тӑрать?», «Мӗншӗн класра шӑп?», «Мӗнле тетрадьсем пулаҫҫӗ?», «Нумай пӗлӳ паракан професси» пек ансат ыйтусем тавра шухӑшламалли нумай пулчĕ.
Хаклӑ вӗрентекенсене уяв ячӗпе саламлатпăр! Ырӑ кӑмӑллӑ, тӳсӗмлӗ пулнӑшӑн, тӑрӑшнӑшӑн тата вӗҫӗмсӗр ӑнланнӑшӑн тав тӑватпӑр. Сире ҫирӗп сывлӑх, пурнӑҫра ытларах савӑнӑҫ, харпӑр ырлӑх-пурлӑх, лайӑх, пархатарлӑ, юратакан вӗренекенсем сунатпăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев