Вера Родионова: “Ҫулсем иртсессĕн те, чун ялан вунçиччĕре”
Ачаранах юрра-ташша ǎста хĕр пĕрчи ӳссе çитсессĕн те Культура енне туртǎннǎ. Паянхи статьян тĕп геройĕ – Вера Петровна Родионова пулĕ. Ун çинчен очерк шǎрçаламашкǎн та, мана паян, çакă пысǎк сǎлтав пулчĕ.
Вера Родионова Ҫĕпрел районĕнчи Аслǎ Аксу ялĕнче 1966 çулта ноябрĕн 15-мĕшĕнче, нумай ачаллǎ çемьере 9-мĕш пепке пулса çут тĕнчене килет. Тирпейлĕ те туслǎ çемьере 13 ача кун çути курнǎ. Шел, ун умĕнхи икĕ тетĕшĕ пĕчĕккĕлех чирлесе вилнĕ. Вера Петровнан ашшĕпе амǎшĕ вунпĕр ачана тĕрĕс-тĕкел ӳстерсе пурнǎçǎн анлǎ çулĕ çине кǎларнǎ.
Родионова нумай ачаллǎ çемьере ӳснĕ пулин те, ачалǎхне паянхи кун та ырǎ кǎмǎл-туйǎмпа аса илет, ашшĕпе амǎшне тивĕçлĕ воспитани парса ӳстернĕшĕн тав сǎмахĕ калать.
Аслǎ Аксури вǎтам шкула ǎнǎçлǎ вĕçлесен, хĕрпĕрчи ялти шкулта аслǎ пионервожатǎй пулса ĕçлеме пуçлать. Хǎйĕн пултарулǎхне кура ǎна музыка, труд тата рисовани урокĕсене ертсе пыма та шанса параççĕ. Виçĕ çул ĕçленĕ хыççǎн вǎл, Кивĕ Йĕлмел каччипе – Николай Родионовпа – çемье çавǎрать. Ăс-тǎнпа тавракурǎмлǎ хĕрпĕрчие ют ялта та сǎнаççĕ, çамрǎкскере шкула ĕçлеме чĕнеççĕ. Кунта вǎл чǎн-чǎн педагог пулса кĕрет, чǎваш чĕлхипе литература предмечĕсене вĕрентме пуçлать. Виçĕ çул шкул сукмакне такǎрлатнǎ хыççǎн, Вера Родионова çамрǎк мǎшǎрĕпе пĕрле Кивĕ Ҫĕпрел ялне куçса килет. Шǎпах çак вырǎнта çамрǎк хĕрарǎм хǎйĕн чǎн-чǎн телейне тупать… Юрра-ташша ача чухнех кǎмǎллаканскер, районти Культура çуртне методист пулса ĕçлеме вырнаçать. Пǎрчǎкан пек вǎр-вар хĕрарǎм хǎйне шанса панǎ ĕçне тӳрĕ кǎмǎлпа пурнǎçлать. Кĕске вǎхǎт хушшинчех ĕçтешĕсем хушшинче хисепе çĕнсе илет.
Малалла Вера Родионована Кивĕ Йĕлмел ялне, клуба ĕçлеме куçараççĕ.
Паянхи кун та Родионова çак ялти клубра тǎрǎшать, хǎйне Турǎ панǎ пултарулǎхпа çынсен чун-чĕрисене савǎнǎç кӳрет. Шкулпа тата ял халǎхĕпе тачǎ çыхǎну тытса ĕçлет, кашни çынпа пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Шкул ачисене юрлама, ташлама, купǎспа та калама вĕрентет.
Вера Петровна культурǎра кǎна мар, ытти сферǎри ĕçсене те çǎмǎллǎн парǎнтарать. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ унǎн – 36 çул. Ҫак сахал мар çул хушшинче вǎл тĕрлĕ яваплǎ ĕçсенче тǎрǎшать, шанса панǎ тивĕçне тӳрĕ кǎмǎлпа пурнǎçлать.
Паянхи кун Вера Родионова 96 çулхи йывǎр чирлĕ выртакан хунямǎшне пǎхса пурǎнать. Мǎшǎрĕ Николай Родионов вилнĕ хыççǎн иккĕшĕ кǎна кун кунлаççĕ. Хĕрĕ – Алена Николаевна – Матак ялне, Мердеевсен çемйине качча кайнǎ. “Амǎшне пǎхса хĕрне качча ил”, – теççĕ халǎхра. Чǎннипех те çапла, Алена Мердеева амǎшĕ пекех питĕ пултаруллǎскер. Аслǎ пĕлӳллĕ педагог Кивĕ Ҫĕпрел ялĕнчи “Солнышко” ача садĕнче логопед пулса тǎрǎшать.
Пушǎ вǎхǎтра та кĕрĕк арки йǎваласа лармасть Вера Петровна. Алǎ ĕçĕпе аппаланать, юрǎсем кĕвĕлет. Ҫуллахи вǎхǎтра вара, унǎн кил-çурчĕ илемлĕ чечексен ǎшне путать. Пурне те ĕлкĕрет пирĕн ĕçтешĕмĕр.
Вера Родионова пек пуян чун-чĕреллĕ çыннǎн шǎпи те телейлĕ пулать. Урǎхла пулмасан та çук. Мĕншĕн тесессĕн лайǎх кǎмǎл-туйǎмпа пурǎнакана Турǎ та пулǎшса пырать.
“Иртсе кайнǎ кун-çулшǎн куллянмастǎп, ыранхишĕн пǎшǎрханмастǎп, паянхи куншǎн чун-чĕререн савǎнатǎп. Юратнǎ ĕçпе киленетĕп, çывǎх çынсем пурришĕн Турра тав тǎватǎп”, – тет чечек пек хӳхĕм Вера Родионова.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев