Вăйлисем шăпана та парăнтараççӗ
Пётр Мускатинов – ял каччи. Аслӑ Аксу ялӗнче ҫуралса ӳсет. 10 ҫулта чухне хӑрушӑ трагедие лекни ăна пурнăç çине урăхла пăхма хистет
Ҫуллахи пӗр илемлӗ кун, каҫ енне, Пётр вӑрмана тарса кайнă пӑрусене шырама каять. «Хӑлхара пӑшал пенӗ сасă янăраса кайрӗ те – тӗнче тӗттӗмленчӗ. Урӑх нимӗн те астумастӑп», – тет вӑл, ҫак куна питех аса илесшӗн мар пулса.
Пӗр-пӗр сунарҫӑ тискер чӗрчун тесе, ӑна ҫапла перет-ши – ку уçăмланмасăр çапла юлать. Анчах ҫак пӑшалпа пени ӳссе пыракан каччăн икӗ урине те утайми тăвать. Йӗтре çурӑм шӑммине сиенлет.
– Суранланнă хыҫҫӑн, вырӑн ҫинче выртса кăна тăма пултарайманнине ӑнлантăм. Анчах та мӗнле хусканусем тумалла-ха? Урасем ҫук. Алӑсем пур вӗт! Вӗсене ӗҫлеттерме пуçларăм. Атте те, халӗ пирӗн хушăра çук ӗнтӗ, тӗк тăма ирӗк памарӗ. Алăк умӗнче турник турӗ. Унта кашни кун йăтăнса, унтан тата гирсем ҫӗклесе мускулсене çирӗплетрӗм. Коляска çине ларса кӳршӗ яла пулла çӳреме тытăнтăм. Пӗр енчен алăсем ӗҫлеҫҫӗ, тепӗр енчен пулӑ тытса таврăнатăп. Пулӑшăва никамран та кӗтмерӗм, кӗтмелли те çукчӗ. Ял пурнӑҫӗ, кил-ҫурт тулли выльӑх-чӗрлӗх. Кашнин валли ӗҫ ҫителӗклӗ, – тет Пётр ҫав ҫулсене аса илсе.
Кăмăлӗпе малалла ӑнтӑлнă, ӳт-пӳ хусканăвӗ енчен ҫитменлӗхлӗ пулсан та, шăпине парăнман каччă чи малтан Сабантуйсенче иртекен ӑмӑртусене хутшӑнма пуҫлать. Турник çинче йăтăнас енӗпе хăйпе танлашакансем пулманнине курать. Ыттисем 28-30 хутчен туртăнсан, Пётр 45-50 хут йăтăнса, нумайӑшне тӗлӗнтернӗ. Ҫапла вара вӑл 10 ҫул хушши район шайӗнче 1-мӗш вырӑн йышӑнса пырать.
Пурте лайăх пулассине шанакансене ҫулӗсем те хăйӗнчен-хăйсем уçăлса пыраççӗ. Пётр Мускатинов та пӗррехинче армрестлинг енӗпе Тутарстан Чемпионатне ирттернине илтет. Аллисем ҫирӗп пулнине шаннă каччӑ ҫак ӑмӑртусенче те вӑйне тӗрӗслесе пӑхма шутлать. 2008-2011 ҫулсенче вӑл çак тата йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗсенче хутшӑнать, анчах каччăна ăнăçусем тума май килмест. Пӗр вăхăт унăн кăмăлӗ пусарăнать, спортпа интересленме пăрахма шутлать.
Ҫак ҫулсенче вӑл пулас мăшăрӗпе Анжеликӑпа, дискотекӑра паллашать. Хӗрӗн тăванӗсем малтан ҫав хутшӑнусене хирӗҫ пулсан та, юлашкинчен ҫамрӑксем пӗр-пӗрне юратнине курсан, вӗсем тунӑ йышӑнупа килӗшеççӗ.
– Маншӑн ырă пурнӑҫ пуҫланчӗ. Çумăмра савнă мăшăрăм. Ывӑлăмăр ҫуралчӗ. Ҫурт-йӗр туса лартрăмăр. Ҫапах та мана темӗн ҫитмест пек туйӑнатчӗ. Ăмӑртусенче паллашнӑ туссем пӗр вӗҫӗмсӗр шӑнкӑравлани, вӗсемпе çыхăнура тăни, хам та ахаль ларса тăма пултарайманни мана каллех спорта тавăрчӗ. Анжелика та ман шухӑшпа килӗшрӗ. 2015 ҫулта тата Тутарстанра иртнӗ армрестлинг енӗпе Чемпионатра хутшӑнма шут тытрӑм, – тет Пётр.
Хальхинче ӑна телей хăй кӗтсе тăнă пекех пулать – вӑл 1-мӗш вырӑна çӗнсе илет! 2016 ҫултан пуҫласа Раҫҫей Чемпионатӗнче хутшӑнма пуҫлать. Тата Пётр Мускатиновшӑн спортпа унӑн ҫемйи пурнăçра уйрӑлми пай пулса тӑрать. Вӑл Тутарстан командин составӗнчи ӑмӑртусене хутшӑнса, ултă çул пӗр ретрен армрестлинг енӗпе Раҫҫей Чемпионӗн ятне çӗнсе илет. Кăçал вара Орел хулинче иртнӗ ӑмӑртусенче 2-мӗш вырăна йышăнни ăна Раҫҫей командин составне спортсмен пулса кӗме пулăшать. Ҫавна май вăл Раҫҫейӗн пухăннă командинче майăн 14-23-мӗшӗсенче Алитус хулинче (Литва) иртекен Европа чемпионатӗнче тата сентябрӗн 7-26-мӗшӗсенче Грузийӗн Батуми хулинче Тӗнче чемпионатӗнче хутшӑнать.
– Ăмӑртусене тӗплӗн хатӗрленетӗп. Кунсерен 65 кг йывăрăшӗнчи гирсем çӗклетӗп. Тата питӗ нумай тӗрлӗ хăнăхусем тăватăп. Тӗллевӗм – ҫӗнтересси, – тет алӑпа кӗрешес енӗпе малта пыракан.
Унӑн пурнӑҫӗнче, паллах, телейлӗ самантсем нумай. Йывӑрлӑхсене пӗрле тӳссе ирттернӗ Анжелика, ывӑлӗсем: Николайпа Владимир çинчен калаçнă чухне сăн-питӗнче савăнăç палăрать. Çывӑх ҫыннисене пурлӑх енчен тивӗҫтерессине те вӑл, чӑн-чӑн арҫынла, хăй çине илнӗ. Килти ӗҫсене те кăмăлласа пурнӑҫлать, машинӑна та хăех çӳретет вăл. Картиш тулли выльӑх-чӗрлӗх усраççӗ, пахчара ҫӗрулми, пахчаҫимӗҫ ӳстереççӗ. Ҫулла уттине те пӗрле хатӗрлеҫҫӗ.
Урисемпе çӳрейменнине пула инвалид коляскинче ларнă ҫак арҫыннӑн тунă ҫитӗнӗвӗсем, пурнăçа хаклама хушаççӗ, кӑмӑлу пулсан тулли пурнӑҫпа пурӑнма май пулнине кӑтартакан тӗслӗх пулса тӑрать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев