Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ватлӑхӗ унăн телейлӗ

Халӗ кăна эпир Шамсеруй Миннебаевна Сагдеевана 90 ҫул тултарнӑ ятпа саламланăччӗ пек, хăш вăхăтра çакăн чухлӗ вăхăт иртнӗ, акă ялти аслă çулсенчи çыннăмăрăн 95 ҫулхи юбилейӗ те килсе çитрӗ...

Анат Хураката ялӗнче ҫуралса ӳсет вăл. Пурнӑҫӑн ытларах пайӗ те унтах иртет. Ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн, амӑшӗ урӑх ҫынна качча тухать. Шамсеруй вара шӑпа сăнавӗсене парăнмасть.

Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчен инвалид пулса таврӑннӑ Мусапа çемье çавăрса, 10 ача çуратса ӳстерет. Анчах шӑпа питӗ йывăр сăнавсем ярать. Ачисенчен тӑваттӑшне питӗ ҫамрӑклах пытарать амăшӗ. Ывӑлӗ Джамиль инвалид пулса ҫуралать. 

Кӗҫӗн хӗрӗ Альфия 12 ҫулта чухне мӑшӑрӗ те пурнăçран уйрăлса каять. Ачисене выçă çӳретес мар тесе, вӑл яланах ӗҫлет. Чирлӗ ывӑлне те 59 ҫула ҫитиччен пӑхать амăшӗ, юлашки ҫула ӑсатать. 

Хальхи вӑхӑтра Шамсеруй аппа, Тутар Паснапуç ялӗнче, хӗрӗпе Альфияпа пурăнать. Ветеранăн ватлăхӗ телейлӗ: унӑн ачисем, 18 мӑнук, 36 кӗçӗн мӑнук, 6 мӑнукӗн те ачисем пур. Вӗсен тимлӗхӗнче, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗн тӑлӑх арӑмӗ валли туса панă ҫуртра, вӑл телейлӗ ватлăхне ирттерет.

Хураката ялне те тунсӑхлӑн аса илет.

Сумлă юбилей ячӗпе ӑна районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳçин ҫумӗ Айрат Залялов тата ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рафик Замалетдинов саламласа, Раҫҫей Президенчӗн В. Путинăн Саламлă çырăвне тата район пуҫлӑхӗн парнине пачӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев