Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ватăсене тимлӗх тата парне

Ырă картиш

Светлана Антипова, директор çумӗ.

Районти ачасен искусство шкулӗнче «Добрый дворик» проекта пурнӑҫлас енӗпе яланхи майпа мероприятисем  ирттереҫҫӗ.

Ватăсен декади  вӗренекенсен аслă çулсенчи çынсен тӗлӗшпе ыркăмăллăх туйăмӗ мӗнле шайра пулнине кăтартать.

Сентябрь уйӑхӗнчех искусство уйрӑмӗн вӗренекенӗсем ватӑ ҫынсене саламлӑ открыткӑсем хатӗрлеме пуҫларӗҫ. Çак ӗҫре вӗрентекенсем Г.Захарова, К. Ускова вӗренекенсене композици тата материал суйланă çӗрте пулăшрӗç. Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунӗнче ачасем «Саламлӑ открытка» акцине пӗлтерсе,  хӑйсен аллисемпе тунӑ çак открыткӑсене асламӑшӗсемпе аслаш-шӗсене, кукашшӗсемпе кукамăшӗсене пачӗҫ.

Музыка уйрӑмӗнче вӗренекенсем те ватăсене тимлӗхсӗр хăвармарӗç. Баян класӗнче вӗрентекен Л.Сабирзянова вӗренекенсене репертуар суйлама пулăшрӗ. Ильгиза Айсина, Айнур Низамов тата Ильназ Хайруллин баянпа халӑх кӗввисене вылярӗҫ, асламăшӗсемпе пӗрле юрӑсем юрларӗҫ, Айнур Низамовăн аслашшӗ вара, ташларӗ те. Пирӗн шкулӑн 1 класӗнче вӗренекен Гадель Махмутов Шланка ялӗнче пурăнакан кӳршишӗн вылярӗ, вӑл вара ун çумне хушăнса юрларӗ. Ҫакăн пек пӗрлехи мероприятисем, паллах, манӑҫми ҫемье ӑшшине тата савăнăçлă туйӑм парнелерӗç.

Вӗрентекен Л.Замалетдинова ачасен паркӗнче «Кӗрхи калейдоскоп» тесе ят панă тематика урокӗ ирттерчӗ. Хореографи  уйрӑмӗнче вӗренекенсем «Добрый дворик» проекта пурнăçлассишӗн паркри ачасемшӗн вырнаçтарнă вăйă лаптăкӗнче тӗрлӗ хăнăхусем пурнăçларӗç, кăмăллă канчӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев