Ватăсене пулăшу, тимлӗх
Татьяна Задурова, Чăваш Çĕпрел ялĕ.
Октябрӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа 10-мӗшӗччен пирĕн районта ватăсен декади пырать. Чăваш Çĕпрел тулли вăтам шкулĕнче вĕренекен ачасем çак декадăра ватăсене пулăшма çӳрерĕç. Вĕсене хĕле кĕрес умĕн пахчисене, кил-çурт таврашне тасатса пама васкарĕç.
Октябрӗн 7-мĕшĕнче, эпир, 8-мĕш класра вĕренекен ачасем, класс ертӳçипе пĕрле ялта пурăнакан 92 çулхи Анастасия Ильинична Молофеевана пулăшма кайрăмăр. Вăл пире тарават кĕтсе илчĕ, пулăшма килнĕшĕн питĕ хĕпĕртерĕ. Эпир Натя аккан пӳрт умĕнчи çăка йывăçĕсен çулçисене пуçтарса мишуксене тултартăмăр. Сисмерĕмӗр те ăмăрта-ăмăрта 20 мишук çулçă пуçтарса та хутăмăр. Натя акка пирĕнпе пĕрле шӳтлесе калаçса тăчĕ. Эпир те унпа ăшшăн калаçрăмăр, ĕç çинчен ваттисен сăмахĕсене аса илсе ăна каласа патăмăр. Натя акка хăй ĕмĕрне колхозра, ача çуртĕнче ĕçлесе ирттерни, вăрçă çулĕсенче ырми-канми вăй хуни çинчен каласа пачĕ. Хăйӗн пек ватă çынсене манманшăн тав сăмахĕсем каларĕ, хăй пек вăрăм ĕмĕрлĕ пулма, атте-аннене итлеме, шкулта лайăх вĕренме сунчĕ.
Пирĕн, пулас ăрури çамрăксен, ватăсене пулăшса тăрса хавхалантармалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев