Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ватăсем – пирӗн тӗрек

Ветерансем

Пӗтӗм тӗнчери ватăсен декадинче кӑҫал та нумай тӗрлӗ – ярмăрккă ирттересси, кучченеç валеçесси, саламласси пек мероприятисем палăртнăччӗ

Нумай курнӑ, нумай тӳссе ирттернӗ аслă ӑру представителӗсене    кучченеҫ валеҫрӗç,   ярмăркка ирттерчӗç, тӗрлӗ çӗрте тӗрлӗрен тимлӗх  пачӗç.

Ярмăрккă кӗрлерӗ

Ир-ирех пасар территорине кирлӗ япала илсе юлма ӗлкӗрес тесе, халӑх пуҫтарӑнчӗ. Паллах, ярмăрккӑна килекенсенчен нумайӑшӗ аслă çулсенчи çынсемччӗ. Çак мероприятие йӗркелекенсем вӗсене ял хуҫалӑх продукцийӗн анлӑ ассортиментне сӗнме тӑрӑшрӗҫ. Ҫак кун «Ак Барс-Ҫӗпрел», «Низамов А.А.», «Цильна» тата ытти организацисем хăйсен продукцийӗсене сутрӗç.

Уйрӑм предпринимательсем, хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем те айккинче юлмарӗҫ. Пыл, ҫӗрулми, тӗрлӗ кӗрпесем  – пурне те тупма пулатчӗ. Ҫӑкӑр завочӗ хăйӗн кулинари изделийӗсене, ҫӑкӑр-булкăсем  сӗнчӗ.

Ярмăрккăра продукци сутасси мӗнле пыни тата район халăхӗн шухӑш-кӑмӑлӗпе район ертӳçи те паллашрӗ, ватӑ ҫынсен ыйтăвӗсене итлерӗç.

Районти нумай предприятисемпе организацисем çакăн пек ярмăрккӑсене хутшӑнни яланхи пулӑм. Çулсерен вӗсенче социаллӑ хӳтлӗх управленийӗн ӗҫченӗсем те хутшӑнаҫҫӗ, вӗсем ватӑ ҫынсене туяннӑ ял хуҫалӑх продукцине килӗсене леçсе пама пулӑшаҫҫӗ.

– Кăçал уйрӑмах урпа, тулӑ, ҫӑнӑх, сахӑр песукӗ нумай сутăнчӗ. Халӑх вӗсене михӗпе туянчӗ, – тет «Пăшăрхану» центрӗн директорӗ Ильгизяр Вафин.

Кивӗ Йӗлмел ялӗнчен Любовьпа Петр Трофимовсем:

– Ялта  выльӑх-чӗрлӗх усрамасăр пурăнма пулмасть. Ярмăрккăна та вӗсем валли апат илме тухрӑмӑр, – тесе йӗркелӳҫӗсене тав тунине пӗлтерчӗç.

Çулсерен ярмăрккӑна  Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурăнакан  Гульсина Алиуллова  та кӗтсе тăрать. «Ӗнтӗ шултра выльăх усраймасан та,  чăх-чӗпсем пур. Тырă илме тесе  тухрăмăр», – тет вăл та.

Ҫак кун уява çаврăнчӗ, музыка янăрарӗ, культура ӗҫченӗсем ярмăрккӑра хутшӑнакансене тата хӑнасене, хӑйсен юррисене парнелерӗҫ икерчӗпе вӗри чей ӗçме те май пулчӗ.

Хисеп тата тимлӗх

Районăн аслă çулсенчи çыннисем «Ак барс» холдинг компанийӗнчен (ертӳҫи Иван Егоров) вун-вун ҫул ӗнтӗ парнесем те илеҫҫӗ. Ҫак  çăнăх евӗр парнене 55 ҫултан аслӑрах хӗрарăмсене тата 60 ҫултан аслӑрах арçынсене параççӗ. Кӑҫал холдингран Ҫӗпрел районӗнчи пенсионерсем валли 31 тонна ытла ҫӑнӑх кӳнӗ, ватăсене пурне те пачӗҫ.

Кӗҫӗн Чăнлă ялӗн ватӑ ҫыннисене вара кашни ҫулах октябрӗн 1-мӗшӗнче «Цильна» обществӑн ертӳҫи Барис Гафуров савӑнтарать. Ялта кăçал та кашни аслă çулсенчи çынна хуратул кӗрпи, сахӑр, ҫӑнӑх тата тутлă кучченеç пек парнене килӗсене кайса панă.

Уяв ахрăмӗ

Ҫак тапхӑрта редакцие хаçат урлă тав тунине пӗлтерсе,  çырусем килчӗç, шӑнкӑравлакансем те пулчӗç.

Гулина Нуретдинова, Анат  Хураката ялӗнчен:

– Манӑн ӗҫ ҫулӗн ытларах пайӗ «Росстрах» страховани организацийӗпе ҫыхӑнса иртрӗ. Кăçал Ватăсен кунӗ умӗн, çак организацире ӗçлесе тивӗçлӗ канăва тухнисене чысласа, ырă сунăмсем сунса парнесем панă çамрӑк ертӳҫӗне Ленар Залялова тав тӑватӑп. Аслă çулсене çитсен хăйӗн те ҫавнашкалах чыс-хисеп туймалла пултăрччӗ.

Мучелей ялӗнчен Фаркать Тазетдинов:

–Кашни ҫулсенчи пекех, кӑҫал ир-ирех, октябрӗн 3-мӗшӗнче, ярмăрккӑна ҫитрӗмӗр. Ирхинехи 5 сехет иртнӗ кăна пулин те, рынок территорийӗнче районти социаллӑ пулӑшу паракан  ӗҫченсем чупса ҫӳреççӗ, апат-ҫимӗҫ, тырӑ тиенӗ (хакӗсем те йӳн) автомашинӑсем, илнӗ продукцие  тиесе тăракансем те пур,  ӑна илсе  кайма транспорт хатӗрленӗ. Тырӑ, ҫӑнӑх, сахӑр песукӗ илтӗмӗр. Питӗ меллӗ пулчӗ. Ватăсене хисеплесе, ӗçе çакăн пек йӗркелекенсене пысӑк тав.

Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчен  Венера Алимова:

– Ҫулсерен, октябрь уйӑхӗнче, пире, районти шалти ӗҫсен пайӗнчен ӗçлесе тивӗçлӗ канăва тухнисене,      килӗмӗре килсе, саламлаҫҫӗ, сывлăхăмăр çинчен ыйтса пӗлеçҫӗ, парнелеҫҫӗ. Ватлӑх вӑл – савăнăç, енчен те сана манмаҫҫӗ пулсан, тимлӗх парсан.

Пире ҫакăн пек савӑнтарса тăнăшăн шалти ӗҫсен районти уйрăмӗн начальникне Рустам Мухаметзянова, отставкӑри  милици майорне Фаргать Шигапова, ветерансен Совечӗн ертӳçине Фариз Шакирова тата полици сотрудникӗсене  тав тунине пӗлтеретпӗр.

Пăрăнтăк станцийӗнчен Лидия Васиярова:

– Пирӗн поселокра вырнаҫнӑ элеваторăн ертӳҫи Васил Салахов пире, пенсионерсене, йывӑр вӑхӑтра та нихăçан манмарӗ. Акӑ сентябрӗн 23-мӗшӗнче те, унччен элеваторта ӗҫлесе тивӗçлӗ канăва тухнисене Ватă çынсен кунӗ умӗн, 25 килограмм чи пысӑк сортлă ҫӑнӑх пачӗç.

Хамӑн ятран тата мӗнпур пенсионерсен ятӗнчен В.Салахова тав тӑватӑп, ҫирӗп сывлӑх, телей, ӗҫӗнче ăнăçусем   сунатӑп.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев