Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ватă çынсем валли ярмӑркка йӗркелерӗç

Ӗнер. Паян. Ыран

Район халăхне, йӑлана кӗнӗ тăрăх, улма-ҫырла тата ял хуҫалӑх продукцийӗсене суйласа илсе, туянма май пачӗҫ.

Ирхинехи 5 сехетренех ӗçлеме пуçланă пасар районти тӗрлӗ вырăнӗсенчен кӑна мар, Чӑваш Енрен, Ульяновск облаҫӗнчен килнӗ машинӑсемпе те тулнӑччӗ.

Сутуҫӑсем пахчаҫимӗҫ: купӑста, сухан, ыхра, кишӗр, улма-ҫырла, хунавсем, сахӑр песукӗ, ҫӑнӑх, хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗ тата ыт.те илсе килнӗччӗ. Суту-илӳре çавăн пекех вутӑ, утӑ тата улӑм, пӗрчӗллӗ культурăсем: урпа, тулӑ, пӑрҫа, сӗлӗ, ҫавӑн пекех выльӑх-чӗрлӗх те пурччӗ.

Уҫӑ сывлăшра юрă-кӗвӗ янăрарӗ. Районти Культура çурчӗн ӗҫченӗсем творчество номерӗсене пурнăçларӗç.

Ярмăрккӑна килекенсене ҫавӑн пекех отрасль технологийӗсен техникумӗн поварӗсем вӗри чей тата тутлӑ пӑтта тутанса пӑхма йыхравласа тăчӗç.

Ярмăркка мӗнле пынипе район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров та паллашрӗ. Вӑл сутуҫӑсемпе тата ял ҫыннисемпе калаҫрӗ, вӗсене мӗнпе тивӗçтермелли ҫинчен ыйтса пӗлчӗ.

«Пăшăрхану» халӑха комплекслă социаллӑ пулӑшу кăтартакан центрăн специалисчӗсем тата социаллӑ ӗҫченсем, ҫавӑн пекех волонтерсем аслă çулсенчисене кирлӗ продукцие туянма тата ӑна килӗсене леҫсе пама пулӑшрӗç.

Аслă çулсенчисем питӗ кӑмӑллӑ юлчӗҫ тата хăйсемшӗн тăрăшнăшăн, тимлӗ пулнӑшӑн тав тунине пӗлтерчӗç.

Антонина Карсакова, Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗ:

– Кашни ҫул ярмăрккӑна кӗтетпӗр. Кӑҫал та  урпа тата тулӑ туянма тухрӑм, мӗншӗн тесен чӑхсем усратӑп, кӑвакалсем ӳстеретӗп. Пурне те лайӑх йӗркеленӗ, михӗсене тултарса хунă. Пулӑшаҫҫӗ, киле леçсе параççӗ, пушатаҫҫӗ.  Аслă çулсенчисене çакă питӗ пысăк пулăшу, йӗркелӳҫӗсене  тавтапуç.

Гульсина Фаизова, Кивӗ Ҫӗпрел:

– Хуҫалӑхра чӑхсем, кӑвакалсем, хурсем пур. Халӗ ытлашши нумай кирлӗ пулмасан та, ял ҫыннин чунӗ канăçсăр вӗт ӗнтӗ, ӗҫсӗр лараймастпӑр. Акă вӗсем валли апат туянма тухрӑм. Сахӑр песукӗ те илтӗм. Кӑҫалхи ҫанталӑка шута илсен, хаксемпе килӗшмелле. Турӑ кашнине сывлӑх патӑр. Йӗркелӳçӗсене тавтапуҫ.

Ҫав кунах ҫӗпрелсем Хусан хулинче иртекен, йăлана кӗнӗ, ял хуҫалӑх ярмӑрккинче те хутшӑнчӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев