Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ҫӑварни уявӗ кăмăллă иртрӗ

Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче Ҫӑварни уявӗ иртрӗ. Кӑҫал ӑна «Ҫӗпрел» паркӗнче ирттерчӗҫ

Хӗле ăсатни

Çӑварни эрни мартӑн 8-мӗшӗнчен пуҫланса мартӑн 14-мӗшӗччен тӑсӑлать.

Ҫав кун ҫӗпрел çыннисем, хӑнана килекенсем хăйсене юмахри пек туйса илчӗҫ: юмахри геройсем, пӗринчен пӗри  илемлӗ персонажсем, наци тумӗсене тăхăннă культура ӗçченӗсем вӑйӑ картине выляма, тӗрлӗ вӑйӑсенче хутшӑнма чӗнчӗҫ. Михӗпе те кӗрешрӗç, кăçатă тăхăнса та сиккелерӗç, алăпа та кӗрешрӗç,  алă вăйне те виçрӗç, çӳллӗ юр кӗрчӗ çине те чупса хăпарчӗç.

Йăлана кӗнӗ тăрăх пултарулӑх коллективӗсен концертне, декоративлă алă ӗçсен ярмăрккине, ачасемшӗн мастер-классем, хатӗрленӗччӗ, асăнмалăх  сӑн ӳкерттерме те май пулчӗ.

Çатма çинче çуллă икерчӗ пиçрӗ, сăмаварта чейӗ вӗресе тăчӗ. Апат-çимӗçӗн тутлă шӑрши пӗтӗм лаптăка сарӑлчӗ. Ӗлӗк ку уяв шăпах икерчӗ уявӗ пулса шутланнă. Çавăнпа та хальхинче те кашни ял тăрăхӗ уявра хутшăнакансене хӑйсем пӗçернӗ икерчче тутанма, сӑмаварпа вӗретнӗ вӗри чей ӗҫме чӗнчӗ.

– Икерчисем питӗ тутлӑ. Çынсем те питӗ савăнăçлă, кӗтсе илнӗ ҫуркунне килет, йӗркелекенсене тавтапуҫ! –  тесе пӗлтерчӗç Нурзиган Айметдиновапа Фильсина Хаярова.

Ҫак кун вырсарникун пасарӗ те Нафиев урамӗнче кӗрлерӗ, унта кашни çын тӑванӗсем тата ҫывӑх ҫыннисем валли парне илме пултарчӗ.

Пӗр кӗтесре мӗнпур начаррине, усаллине хăйӗнче пуçтарнă Çăварни карчăкне те çунтарса ячӗç. Ҫакӑ ӗнтӗ мӗнпур йывăрлăхсемпе чир-чӗре хӗл хăйпе пӗрле илсе кайнине, илемлӗ ҫуркунне ҫитнине пӗлтерет.

Справка

Ҫӑварни эрни вӗҫленнӗ хыҫҫӑн вара православи тӗнӗпе пурăнакансен  Аслӑ типӗ пуҫланать. Вăл 40 кун пырать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев