Вăрçăсем ан пулчăрччӗ!
Гульфия Иниятулловна Хайрутдинова Ҫӗнӗ Кахӑрлӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.
Ҫитӗнсе ҫитсен вӑл район центрне килсе, больницӑн васкавлӑ пулӑшу уйрӑмне ӗҫе вырнаҫать.
Пӗр ял каччипе Адельжанпа çемье çавăрнă хыҫҫӑн, икӗ ача: ывӑлпа хӗр пӑхса ӳстереҫҫӗ. Ипотекӑпа икӗ пӳлӗмлӗ хваттер туянаççӗ. Ачисем ӳссе çитӗнсе, савăнса пурӑннă вăхăтра Адельжан пурнăçран уйрăлса каять. Ҫак вӑхӑтра ывӑлӗ Азат ҫарта службӑра тӑнӑ, хӗрӗ Лилия та хулана кайнă пулнă ӗнтӗ. Çухату йывӑр пулсан та, пурнăçа малалла тăсмаллине çемьере кашниех ăнланать.
Азат çар тивӗçне пурнăçланă хыҫҫӑн, службине контрактпа малалла тăсать. Унӑн йышăнăвне Гульфия та ырлать, тӗрек пулас тесе тăрăшать.
— Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансан, Азат службăра тăракан çар чаçӗ те унта хутшӑнма пуҫлать. Тăван çӗршывăн Аслӑ вӑрҫинче ман атте фашистсемпе ҫапӑҫнӑ пулсан, халӗ акă, миҫе ҫултан, ывӑлăм ҫӗршывăмăра вӗсен «юлашкийӗсенчен» тасатать. Паллах, малтанхи кунсенче, ҫыхӑну пулман вăхăтсенче, питӗ йывӑр пулчӗ. Азат нумаях пулмасть отпуска килсе кайрӗ. Савнăçăмăр тулли пулчӗ, чунтанах калаçрăмăр. Тӗнче хӑвӑртрах лӑплантӑрччӗ, ман ывӑл та, ытти ҫар ҫыннисем те ырă-сывă тӑван ене таврӑнччӑрччӗ, — тет Гульфия Иниятулловна.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев