Вăрçăра хутшăннă аслашшӗпе ашшӗ çинчен Анатолий Ивановăн аса илӗвӗ
Вăрçă – ӗмӗр тӳрленми чӗрери суран
Çӗр çул иртес пулсан та, е тата пин çул иртес пулсан та, халăх асӗнчен çак хăрушă вăхăт нихăçан та тухас çук. Мӗншӗн тесессӗн тар юхтарса, юнпа пӗвенсе çӗнсе илнӗ лăпкă пурнăçа çак çамрăк ăрăва парнеленӗ. Вилнӗ паттăрсен ячӗсем çӗр çинчен çухалмӗç. Паянхи кунчченех вӗсен ачисем, мăнукӗсем çак паттăрсен ячӗсене чӗрисенче усраççӗ. Ятарласа документсем пуçтараççӗ, вӗсен ячӗсене архивра та упраççӗ.
Çак кунсенче «Тăван ен» хаçат редакцине Анатолий Иванов килчӗ. Вăл Кӗçӗн Аксу ялӗнче, 1970 çулта çуралнă. Анатолий Сергеевич Пăва вăрман хуçалăхӗн Çӗпрел вăрман хуçалăхӗнче 10 çула яхăн вăй хурать. Мăшăрӗ, Валентина Юрьевна, учительница пулса ӗçлет. Кӗçӗн Аксури вăтам шкулта кӗçӗн класри ачасене пӗлӳ парать. Туслă çемьере икӗ хӗр çитӗнет. Çак çемьен историйӗ питӗ пуян. Питӗ интереслӗ тата хисеплӗ йăх-несӗл шутне кӗрет.
Анатолий Сергеевичăн ашшӗ, Сергей Семенович Иванов, Кӗçӗн Аксу ялӗнче, 1923 çулта, августăн 20-мӗшӗнче çуралнă. Вăл вăхăтри çынсен шăпи каламасăрах паллă ӗнтӗ, йывăр пулнă, пурнăç никама та ачашламан. Шăписене те тӗлли-паллисӗр ирттермен. Ӗçпе пиçӗхнӗ, выçлăха ирттернӗ ăру çирӗп пулнă, тарпа хутăш юн юхтарнă. Сергей Семенович 18 чухнех, ачалăхран та уйрăлманскер, хул-çурăмӗ тӗрекленсе çитмесӗрех, вăрçа тухса каять. Нумай çапăçусенче хутшăнать. Анатолий Серггеевичăн аслашшӗ те, Семен Филиппович, 1941 çулта фронта каять. Ашшӗпе ывăлӗ Тăван çӗршыва хӳтӗленӗ çӗрте нумай паттăрлăхсем кăтартаççӗ. Семен Филиппович вăрçăра пулнă вăхăтра килне нумай çырусем вӗçтерет. Хăйӗн çырăвӗнче ачи вăрçа тухса кайнишӗн чунтан хурланнине пӗлтерет. Çак çырусем паянхи кунччен те мăнукӗн килӗнче упранаççӗ.
Ак çапларах çырать вăл унта:
«1943-мӗш çул. Январӗн 4-мӗшӗ. Чи пирвайхи йӗркеренех пуçласа çыратăп çыру, хам çуралнă çӗршывăма, хамăн хыпара пӗлтерсе. Эпӗ хальлӗхе сывă пурăнатăп-ха, ӗлӗкхи пекех. Малашне те мана Турă ан пăрахтăрччӗ, хамăн ачасен тата тăлăхсен телейӗшӗн тăшмана аркатса киле таврăнасчӗ. Тата манран пурне те питӗ пысăк салам кашни çемьене, ман çырăва итлесе ларакана та хӗрӳллӗ салам. Тата манăн питӗ пӗлес килет, ывăлăм Сергей çинчен хыпар. Çыру ярать-и вăл е çук-и? Çавна пит пӗлес килет. Мӗн çырать вăл, ăçталла çӳрет-ши? Сывă-ши е çук-ши? Мана унăн адресне çырса пӗлтерӗр, эпӗ хамшăн хуйхăрмастăп. Сергей ывăлăм пӗрре те асран каймасть. Чăтайманнипе хама-хам чуна лăплантармашкăн мишерле такмак каласа, юрласа яратăп. Ах, тулльккăш нимӗн тума та çук-çке, халлӗхе чăтас пулать. Тата пиччен хыпарне пӗлес килет манăн. Тепӗр хыпар пӗлтерем. Эпӗ киле пӗр сăнӳкерчӗк ятăм. Мана асăнса тăвансемпе калаçмалăх пултăр тетӗп. Тăшмана çӗмӗрсе тăкса, çут хӗвел пек çаврăнса пырăпăр-ха атте-анне çӗршывне. Тумтир таврашӗ енчен çире шинель, урара кăçатă, пуçра çӗлӗк, ваткăллă шăлавар, алăра пӗр пӳрнеллӗ ăшă алса. Тум енчен маншăн ан хуйхăрăр. Ну, Наçтук, тата сан хална та пӗлес килет. Мӗнле хăтăлса юлайрăн çăмăлланă чухне? Эпӗ связистсен батальонӗнче çӳретӗп. Кирлӗ çӗре хутсем, пакетсем салататăп. Службăна аван пурнăçланăшăн январӗн 1-мӗшӗнче мана парне пачӗç. Çур килограмм шурă сухари, çӗр грамм çу. Çакнашкал парнене кам лайăх ӗçлесе пыракана кăна пачӗç. Наçтук, анне, тăвансем маншăн ан хуйхăрăр. Сывă пулăр, эпӗ те çак çырура сывă юлатăп. Ку çырăва илсенех çыру ярăр. Сиртен çыру илменни пайтах пулать ӗнтӗ, икӗ уйăха яхăн».
Çапларах шăрçаланă хăйӗн çырăвӗнче мăнтарăн салтакӗ. Çакнашкал чуна ыраттаракан çыру йӗркисем тăван килне тăтăшах вӗçнӗ. Анчах та, Семен Филиппович вăрçă хирӗнчен таврăнаймасть. 1944 çулта паттăрла пуçне хурать.
Ывăлне, Сергей Семенович Иванова, вăрçăра паттăрлăх кăтартнăшăн тӗрлӗ медальсем параççӗ. «Хӗрлӗ Çăлтăр» орденпа, «Паттăрлăхшăн», «Вăрçăри паллă ӗçсемшӗн», «1941-1945 çулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче Германие çӗнтернӗшӗн», «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн» медальсемпе наградăланать. Тата тӗрлӗ çапăçусенче хутшăннăшăн нумай Тав хучӗсене тивӗçлӗ пулать.
1947 çулта, çӗнтерӳпе тăван килне таврăнать. Вăрçă хыççăн Пăвари чугун çул станцийӗнче ӗçлет. Каярахпа тăван колхозӗнче вăй хурать, вăлах ăста платник та. Мăшăрӗпе, Анна Петровнапа пӗрле, ултă ача пăхса çитӗнтереççӗ. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вӗçленсен 28 çул кăна пурăнать. Ун чухне вăл 50 çулта кăна пулнă. Шел, çут тӗнчерен вăхăтсăр уйрăлса каять.
Анатолий Сергеевич Иванов ашшӗне астăвать. «Атте чирлени, больницана кайни те, вилни те куç умӗнче. Пирӗн тăванăмăр паянхи кун та аттен сăмахӗсене хурлăхпа та мăнаçланса асăнать: «Пирӗн ачасем нихăçан та вăрçă тутине ан пӗлччӗр!» – аса илсе ларчӗ Анатолий Сергеевич.
Çапла, çӗр чăмăрӗ лăпкă тăрсассăн, ыранхи пурнăç та хăратмасть. Ачасемшӗн, мăнуксемшӗн пурнăç тăнăç та мирлӗ пултăрччӗ. Туслăх кăвакарчăнӗ çӗр чăмăрӗ тавра тăтăшах вӗçтӗрччӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев