Алешкин-Саплăк вăтам шкулӗнче Валерий Юдина асӑнса сӗтел çи теннисӗн турнирӗ иртрӗ.
Асăннă спорт мероприятийӗ 2005 ҫултанпа иртет. Кӑҫал Алешкин-Саплӑк, Çӗнӗ Йӗлмел, Хурăнвар-Шăхаль, Аслă Аксу вăтам шкулӗн вӗренекенӗсем, Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн студенчӗсем хутшӑнчӗҫ. Мӗнпур спортсменсем икӗ хут ҫӗнтериччен ӑмӑртрӗҫ. I – III вырӑн йышӑннӑ призерсене дипломсемпе медальсем пачӗç. Ӑмӑртусене йӗркелекенӗ В.Юдинăн шăллӗ – Борис Юдин.
Вӑйӑсен спонсорӗсем – Теннис федерацийӗн районти уйрӑмӗн ертӳҫи Альфред Низамов тата Галина Юдинапа Виктор Артемьевсем.
Нет комментариев