Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Валерий Юдина асăнса

Çакăн пек ӑмӑртусенче хутшӑнакансем ҫулран ҫул ытларах та ытларах хутшӑнаççӗ

Иртнӗ эрне вӗҫӗнче Алешкин- Саплăк вăтам шкулӗнче вырăнти предпринимателе Валерий Юдина халалланă сӗтел çи теннисӗн районти 22-мӗш уçă турнир иртрӗ. 

Турнир Раççей тата Тутарстан гимнӗсене итленинчен пуçланчӗ. Турнира пухăннисем Валерий Юдина асăнса пурте пӗр минут шăп тăчӗç. Районти çамрӑксен ӗҫӗсен, спорт тата туризм енӗпе уйрăмӗн начальникӗ Руслан Вильданов турнира хутшăнакансене ăнăçу сунчӗ. Çавăн пекех, Валерий Юдинӑн пӗртăванӗ, çак ӑмӑртусене йӗркелекен Борис Юдин турнира хатӗрлеме тата ӑна спонсор пулӑшӑвӗсӗр ирттерме май пулманнине палӑртрӗ. Турнирăн йӗркипе тата условийӗсемпе ăмӑртусен тӗп судйи Виктор Кузьмин паллаштарчӗ.

Ӑмӑртӑва шкул ачисем те, вӑтам тата аслӑ ҫулсенчи ҫынсем те хутшӑнчӗҫ. Турнира хутшăнакансем ҫичӗ ӳсӗм категорийӗнче вăй виçрӗç. 

5-7-мӗш классенче вӗренекенсем хушшинче 3-мӗш вырӑна Алешкин-Саплăк вăтам шкулӗнчи Егор Юдин, 2-мӗш вырăна Хурăнвар-Шӑхаль шкулӗнчи Федор Денисов йышӑнчӗç, Аслă Аксу вӑтам шкулӗнчи Николай Мускатинов ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ. 

8-9-мӗш классенче вӗренекен арçын ачасем хушшинче 3-мӗш вырăна Хурăнвар-Шӑхаль шкулӗнчи Никита Юманов, 2-мӗш вырăна Кӗçӗн Чăнлă шкулӗнчи Расим Халилов тивӗçрӗç, Аслӑ Аксу шкулӗнчи Дмитрий Ярмушов ҫӗнтерӳҫӗ пулса тăчӗ. 

10-11-мӗш классенче вӗренекен каччăсем хушшинче Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗнчен Семен Варфоломеев ҫӗнтерӳҫӗ пулса тăчӗ, Аслӑ Аксу шкулӗнчен Станислав Ефремов — 2-мӗш, районти техникумран Станислав Чернов виҫҫӗмӗш вырăнсене çӗнсе илчӗç.

5-11-мӗш классенче вӗренекен хӗрачасем хушшинче Хурăнвар-Шăхаль шкулӗнчи Дарья Горбунова çӗнтерӳçӗ пулчӗ, вырăна вара Кивӗ Ишлӗ шкулӗнчи Ильгиза Фаизова — 2-мӗш, Анат Чакă шкулӗнчи Дарья Макарова 3-мӗш вырăнсене йышăнчӗç. 

18-30 ҫулсенчи ăмăртакансем хушшинче Алешкин-Саплăк ялӗнчи Виктор Кузьмин — 3-мӗш, отрасль технологийӗсен техникумӗнчен Александр Журавлев 2-мӗш вырăнсене йышăнчӗç. Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи Илья Карсаков çӗнтерӳçӗ пулчӗ. 

40-50 ҫулсенчи арçынсем хушшинче 2-мӗш вырӑна Сергей Тарасов (Хурăнвар-Шӑхаль) çӗнсе илчӗ, Александр Пляшев (Алешкин-Саплăк) ҫӗнтерӳҫӗ пулчӗ. 

51 ҫултан аслӑраххисем хушшинче те ӑмӑрту интереслӗ иртрӗ, кунта 3-мӗш вырӑна Геннадий Карсаков (Çӗнӗ Йӗлмел ялӗ) йышӑнчӗ, Вячеслав Антонов (Çӗнӗ Ишлӗ) — иккӗмӗш призер, Çӗнӗ Йӗлмел вӑтам шкулăн директорӗ Владимир Мискин ҫӗнтерӳçӗ пулчӗ.

Çӗнтерӳҫӗсене гра-мотӑсемпе медальсем парса чысларӗç. 

Турнирăн спон-сорӗсем вырӑнти предприниматель Владимир Журавлев, Валерий Юдинăн тăванӗсем, «Фламинго» обществӑн ертӳҫи, районти сӗтел çи теннисӗн Федерацийӗн уйрӑмӗн пуçлăхӗ Альфред Низамов пулчӗç. 

— Ҫавӑн пек сӗтел çи теннисӗн турнирӗсем йӗркелесе, астăвăма упраса хӑварма пултарнӑшӑн тата ҫак ӑмӑртусене хутшӑнакансем ҫулран ҫул ытларах та ытларах хутшӑннӑшӑн савӑнатпӑр эпир, апла пулсан Валерий Михайлович Юдин пирӗн чӗресенче яланах пурӑнӗ, — тесе палăртрӗç ҫак мероприяти вӗҫӗнче ертсе пыракансем Анастасия Полторацкаяпа Диана Скворцова.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев