Валентина Тарават (Игнатьева)
Хыпарсем

Валентина Тарават (Игнатьева)

Валентина Тарават (Игнатьева Валентина Николаевна) 1946 çулхи çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Кĕçĕн Упи ялĕнче çуралнă.

Ялти вăтам шкул хыççăн Пăвари медицина училищинче, каярах Чĕмпĕрти педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Тĕрлĕ çулта Чĕмпĕр тата Амур облаçĕсенчи больницăсенче медсестрара тата медицина пункчĕн заведующийĕнче ĕçленĕ.

В.Тарават пултарулăхĕ нумай енлĕ, вăл медицинăра çеç мар, юрă-ташăра та, литературăра та ăнăçлă та хастар ĕçлет. Вăл ертсе пыракан пултарулăх коллективĕсем Чĕмпĕр облаçĕнчи фестивальсенче пĕрре çеç мар çĕнтерӳçĕ пулса тăнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна «Раççей Федерацийĕн культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чысланă.

В.Тарават 1994 çултанпа Раççей писателĕсен союзĕн членĕ. Паллăрах кĕнекисем: «Ĕçчен мăнук» (1992), «Уяв парни» (1993), «Хаклă сасă» (2000), «Чун тараси» (2001).

Пирӗн ентеш, писательница, поэтесса В.Н.Тарават (Игнатьева) августăн 19-мӗшӗнче 75 çул тултарать Эпир ăна сывлăх, творчествăра çитӗнӳсем сунатпăр. Çавна май вулаканăмăрсене унăн «Шăпа» ятлă калавне тата хăш-пӗр сăввисене вулама сӗнесшӗн.

Шăпа

 

Юрла, юрла сăра сĕрет Ульха. Вăхăт-вăхăт пĕчĕк куркана тултарать те астивсе пăхать. Техĕмлĕ, кăпăклă сăри. Ара, пĕтĕм чун хăватне, пĕтĕм çепĕçлĕхне, юратăвне хушса хатĕрленĕ-çке ăна. Пĕртен-пĕр ывăлне авлантарать Ульха. Пĕчченех пăхса çитĕнтернĕ ăна хĕрарăм.

Радиопа юрă сасси илтĕнет:

 

Красивая и смелая

Дорогу перешла.

Черешней скороспелою

Любовь её была…

 

 Пĕтĕм чуна çурса юрлать Анна Герман юрăç. Çак юрра итленĕ майăн шăпăр-шăпăр юхать хĕрарăм куççулĕ. Акă вăл, Ульха питĕнчи шăпа парнеленĕ пĕркеленчĕксене тулчĕ пулинех, аллисем çине тумла пуçларĕ, сăра али çине ӳкрĕ…

– Савнăç валли хатĕрленĕ сăра çине хурлăх куççулĕ ӳкет-çке, – сасăпах хăйне хăй ятласа илчĕ те хĕрарăм, умĕнчи саппунĕпе пит-куçне шăлса типĕтрĕ.

Çак юрăри пекех пулса тухрĕ-çке унăн шăпи те. Унăн телейлĕ пурнăçне те аркатрĕç. Аркатаканнине юрăри пек çамрăк тесе калаймăн паллах. Ульхаран та, упăшкинчен Василирен те пĕр пилĕк-ултă çул аслăччĕ вăл. Анчах та илемĕпе, хăюлăхĕпе пĕр-пĕр çамрăк пикерен те ирттеретчĕ. Ăçтан килсе тухрĕ-ши çав хĕрарăм вĕсен пурнăç çулĕ çине? Коммунистсен партийĕ çĕршывра пуç пулса тăнă вăхăтра вĕсен салине ĕçлеме янăччĕ ăна. Хуçалăхра парторг пулса тăрăшатчĕ вăл. Васили тĕп инженер тивĕçне пурнăçлатчĕ.

Инкеке çав вăхăтра коммунистсен партине салатса ячĕç. Хуçалăхсем юхăнма пуçларĕç. Васили ăнланасса, чун-чĕрипе, юратăвĕпе çемйине таврăнасса ĕненсе пурăнакан хĕрарăм шанăçĕ ĕмĕрлĕхе татăлчĕ. Упăшкипе майра саларан тухса кайрĕç. Çур çул вĕсем çинчен нимĕн те пĕлмерĕ Ульха. Çур çултан, шыраттарма заявлени çырас тенĕ вăхăтра, Василирен укçа килме пуçларĕ. «Алимента ан пар. Мĕтрие ӳстермелĕх хам ирĕкпе укçа ярса тăрăп», – çырнă укçа куçаракан хут çине. Ку енчен йĕркеллĕ пулчĕ упăшки. Шеллерĕ пуль ывăлне. Тен, тунсăхлать те-и? Питĕ юрататчĕ ашшĕ пĕчĕк Мĕтрие.

– Ман атте ăçта? Ма киле таврăнмасть вăл? – ыйтрĕ пĕррехинче пĕчĕк Мĕтри амăш куçĕнчен шăтарасла пăхса.

Ульха ачин тунсăхлă, тĕмсĕлсе пăхакан куçне курсан шарт! сиксе каялла-каялла чакрĕ. Мĕн чухлĕ асап çав куçра! Ачан тесе те калаймăн. Хĕрарăм ывăлне хăй ытамне илчĕ те темĕнччен ним калаймасăр тăчĕ. Хăй юратăвне те, упăшкин юратăвне те пĕр пепкине парасшăн пек чăмăртарĕ вăл ăна хăй çумне.

Çупăрларĕ, çупăрларĕ…

Хăçанччен улталаса, шантарса пурăнмалла ачана?

– Яланлăхах кайрĕ аçу пирĕнтен уйрăлса.

– Яланлăхах командировка пулать-и вара? Алюш ашшĕ шапашка каять те, нумай-нумай укçа ĕçлесе илет те килне таврăнать. Алюш валли тĕрлĕ тетте, кучченеç илсе килет. Алюш хыт кукар мар. Мана та хăналать. Теттисемпе те выляма чармасть.

– Яланлăхах янă çав аçуна. Вăл сана валли укçа ярса тăрать вĕт, – куççульне шăлчĕ Ульха.

– Ман аттене курас килет, Алюш пек ун чĕрçи çинче ларас килет.

«Атте-аннепе ӳсрĕм пулин те вĕсен ачашлăхне, çепĕçлĕхне туйман эп», – явăнать аса илӳ.

Йышлă ачаллă çемьере ӳсрĕ теме те çук Ульхана. Шăллĕпе иккĕшĕ çехчĕ вĕсем. Ашшĕ чĕмсĕрччĕ. Пит нумай сăмах вакламастчĕ. Çапах та вăхăт-вăхăт ывăлĕпе хĕрне чĕрçи çине лартса, пуçĕсенчен шăлса юмах ярса паратчĕ. Амăшĕ çирĕп, пĕр сăмахпа каласа пăхăнтаракан хĕрарăмччĕ. Ачисене ачашласа та курман пуль вăл. Яшка антарса сĕтел çине лартатчĕ те, пĕр сăмахпа: «Çийĕр!» – тесе хуратчĕ. Тем пек ачашланас килетчĕ пĕчĕк Ульухăн.

«Чăрмантарса ан çӳре-ха ура айĕнче. Ав урай шăл», – тĕксе яратчĕ вăл пепкине. Ульхапа шăллĕ такки ашшĕ тавра кускалатчĕç.

– Анне пилне те ăша хывса пулмарĕ. Çавăнпах шăпам та пилсĕр пулчĕ пуль, – сасăпах хурланать Ульха.

 

                    *   *   *

Сакăр класс пĕтерсен Ульха малалла вĕренме каймарĕ. Хулана кайма – унта пĕлĕш-тăванĕ çук. Укçа тенкĕсĕр ăçта тухса кайăн? Шкулта пĕлĕвне тăсас тесен кӳршĕ яла çич-сакăр çухрăм çуран танккамалла. Хĕлле çын патне хваттере кĕрсе пурăнмалла.

– Мана анне тăватă класс пĕтерсенех çăм арламалла тесе шкула ямарĕ. Вулама, çырма, укçа шутлама вĕренсен çитет, – тесе хучĕ амăшĕ типпĕн. Ашшĕ хутăшмарĕ. Вăл унтан-кунтан укçа ĕçлесе илсен çитĕнсе пыракан хĕрне амăшĕнчен вăрттăн укçа паркалатчĕ-ха.

«Ăпăр-тапăр илме», – куçне хĕссе кулатчĕ хăй.

Амăшĕ укçине шутлама аван вĕреннĕччĕ вара. Колхоз ферминче тăрăшакан Ульхан ĕç укçине те каплаттарса ярса илетчĕ. Чееленме пуçларĕ Ульха. Ĕç укçи илсен тантăшĕсемпе пĕрле кӳршĕри тутар ялне утатчĕ. Тутарсем яланах пусма-тавар, çӳхе çитсă, тутăрсем сутатчĕç. Пĕрре хĕрлĕ тĕслĕ «хранцус» тутăра амăшĕпе иккĕшĕ валли те илнĕччĕ. Ун чухне лавккасенче пит пусма-тавар сутмастчĕç. Эх, мĕнле савăннăччĕ пĕринче хĕр хăй валли кĕпелĕх «штапель» текен тавара туянсан. Пайтах пусма-тавар хатĕрленĕччĕ Ульха. Хĕрупраçăн качча каймалла-çке. Пусма-тавара асламăшĕ парнеленĕ симĕс арчана хурса пыратчĕ.

«Ку сана манран парне. Качча кайнă чухне кирлĕ пулать», – тенĕччĕ ырă кăмăллă асламăшĕ. Асламăшĕн ăшшине пайтах туйрĕ Ульха. Уйрăм çуртра пурăнаканскер, Ульхапа шăллĕне тутлă кучченеçпе сăйлатчĕ. «Сирĕн хыт кукарăр питех тыттармасть пуль-ха», – пăшăлтататчĕ вăл куштăрканă тутипе. Унăн типшĕм, йывăр ĕçпе хытнă алли Ульхашăн сиплĕ эмел пекехчĕ.

Кӳршĕ ял каччипе Василипе пĕрлешсен вĕсем кӳршĕ облаçа тухса кайрĕç. Василие, ял хуçалăх техникумне пĕтернĕскере, пĕр хуçалăха хаваспах ĕçе илчĕç. Хваттерпе те тивĕçтерчĕç. «Эп чăвашсене питĕ хисеплетĕп. Ĕçчен вĕсем», – терĕ хуçалăх ертӳçи.

Ульха фермăнах вырнаçрĕ. Ăна, ял хуçалăх техникумĕнче куçăмсăр майпа вĕренекенскере, ферма пуçлăхĕ туса хучĕç. Йĕркеллех пыратчĕ пурнăçĕ.

Декрет отпускне кайсан Ульха яла çул тытрĕ. Ара, ача çуралсан пусма-тавар питĕ кирлĕ-çке. Лавккасенче нимех те тупса илеймĕн. Кипкесем, кĕпе-тумтир кирлĕ ачана. Ульхан алли ылтăн, хăех хатĕрлĕ вĕсене.

– Ак,– терĕ амăшĕ тавар татăкĕсен тĕркине сĕтел çине хурса. – Санран утмăл тенкĕ (ĕлĕкхи укçа). Ульхан куçĕ-пуçĕ хуралса килчĕ. Чутах стена çумне пырса çапăнмарĕ вăл.

– Анне, ку пусма-тавара эп хам ĕçленĕ укçапа илнĕ вĕт, – пăшăлтатрĕ Ульха куççульне çăтса.– Анне вĕт эс манăн.

– Укçан тăванлăхĕ çук, – татса хучĕ амăшĕ.

Хĕрĕ утмăл тенкĕ укçа кăларса хучĕ те пусма-тавара хутаçне тултарса алăка уçрĕ.

– Сĕт тултарса илсе каймаллаччĕ, — илтĕнчĕ хыçра.

… Асаилӳ ытамĕнчен тухрĕ те Ульха пукан çинчен çĕкленчĕ. «Ун пек пулас марччĕ манăн. Пулас кинĕме те ывăла юратнă пекех юратасчĕ. Ачасемшĕн, мăнуксемшĕн пурăнасчĕ», – пăшăлтатрĕ хĕрарăм.

 

 

 

Çуралнă кун

 

Сăпас! Сăпас! Хресчен уявĕ.

Ак панулми сĕткен сапать.

Симпыл чашки... Епле кун савăк!

Умра – сĕтел тулли апат.

 

Çак тулăх ир куçа эп уçнă,

Çĕре вăратнă кăшкăрса.

Таса чĕреллĕ, ырă куçлă

Пулма пилленĕ çĕр тулса.

 

Мана чĕр пурнăç пиеленĕ,

Юлма хăйман эп парăмра:

Вăй пур таран ятне çĕкленĕ

Хастар ĕçре, çĕн юрăра...

 

Сăпас! Сăпас! Пуçа таятăп.

Юнпа эп çыхăннă санпа.

Сăпай пуласчĕ, ырă ятлă —

Сан пек пуласчĕ чунăмпа.

 

«Ах, пурăнăç!..»

 

Ах, пурăнăç! Ах, пурăнăç!

Нумай кулянмалли...

Вăл çук. Ку çук.

Ман пурпĕр

Апат пур чун валли.

 

Янраттарап-и юррăма,

Е çаптарап ташша –

Сапатăп хамăн куллăма,

Сапатăп эп ăшша.

 

Çитет-и вăл тăван патне,

Е ют патне çитет –

Хуйха вырттартăр вăл ӳпне –

Çын хуйхăпа ĕнет...

 

Пĕри, тепри сипленейсен –

Сипленĕ манăн чун.

Туссем, ютсем те тăвансем,

Сунатăп ырă кун!

 

«Тӳпе те йăлтăркка паян...»

 

Тӳпе те йăлтăркка паян,

Йăлтăртатать çаран.

Ярас килмест куна сая –

Чупас килет çарран.

 

Ирхи асамлă сывлăша

Каçса кайса çăтас.

Чĕр шыв пек тăрă сывлăмпа

Пите-куçа çăвас.

 

Çак ырă ир пек, манăн кун

Иртинччĕ юрласа...

Тӳпеçĕм, ялкăш та – ан çун,

Ман пирĕшти пулсам!

 

«Кама савса

юрлан, саркайăк?..»

 

Кама савса юрлан, саркайăк?

Мĕне саватăн? – Пурнăçа.

Тата çынна савса юрлатăп:

Хăй шăпине çын – хăй хуçа.

 

Ал тавăрса ĕçлет пулсассăн,

Тупатех кунлăх çăкăрне.

Малашлăха савса пăхсассăн –

Кĕтсе илетех телейне.

 

Ак, эпĕ ирӗкре. Юрлатăп.

Çак ырă вырăна мухтатăп.

Анчах иртет те савăк çу –

Йăлттам пуласлăх маншăн çук.

 


Нет комментариев