Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Валентина Ярзуткина: «Йывăр пулсан та, пуçа усман»

Тыл ветеранӗ вӑкӑрсем те пӑхнӑ, мӗн канӑва тухичченех дояркӑра ӗҫленӗ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 80 çул çитсен те унăн ахрăмӗ кашни çыннăн чун-чĕрине паян та хумхантарать. Амăшĕсем, тăванĕсем мĕн чухлĕ куççуль тăкман-ши мăшăрĕ, ывăл-хĕрĕ вăрçă хирĕнчен тăван ене ырă-сывă таврăнасса кӗтсе. Хуйхи-суйхине чăтса ирттерме Турă пулăшнă пуль. Кашни килтен вăрçа кайман çын та çук пулĕ. Тылрисем те çĕнтерĕвĕ çывхартас тесе тăрăшнă.

Ялсенче хальхи вӑхӑтра сывă фронтовиксем те ҫук, тыл ӗçченĕсен речӗ те сахалланса пырать. Сывӑ чух асаилӗвӗсене ҫырса хумалла. Кайран камран ыйтса пӗлӗпӗр? 
Упи ял тӑрӑхĕнчи Валентина Ярзуткина ялти чи ватӑ ҫынсенчен пĕри, 99 ҫулпа пырать пулин те, тĕлпулура аса илмелли нумай пулчӗ, ачалăхĕпе вăрçặ çулĕсенчи вăхăтсем пирки каласа пачĕ.

— Эпӗ Çĕнĕ Упи ялĕнче 1926 çулта çуралнă. Шкулта 4 класс çеç пӗтернӗ. Пуçламăш классенче Анна Кирилловна Корнилова вӗрентрӗ. Шкулти пысăк тăхтавсен вӑхӑтӗнче ачасемпе ашакла, кусналла выляттăмăр. Аттепе анне шкулта хуралçăра ӗҫлӗнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи çулсенче ял Советӗнчен Сталиногорска ӗҫлеме ячӗç, вакунсенче пурӑннаттăмăр. Вӑхӑт иртсен тарса килтӗмӗр. Кайран каллех Молотов вăрманĕсене (Пермь тăрăхĕ) ячĕç, унта пермяксем пурăннă, алӑпа вӑрман каснӑ. Малтан арҫынсем йывӑҫӗсене юр ҫине йӑвантарнӑ, вӗсем вара турачӗсене пуртӑсемпе иртнӗ. Пӗр метр тӑршшӗ каснă, çатӑркисене пӗр ҫӗре пуҫтарса хураттăмăр, тӑватӑ кубометр ура тӑва-тӑва хурса пынă. Таврӑнсан нумай та тӑман килте, каллех Кайпӑҫ районне вăрман касма ячӗç, — тесе, иртнисем çинчен калаçрӗ Валентина аппа.

Каярахпа ялти Чапаев ячĕпе хисепленекен колхоза ӗҫлеме кӗнӗ. Вăл вăхăтра хуçалăха Лазарь Дергунов ертсе пынă пулнă. Фермӑран вӑкӑрпа вӑрман турттарнӑ. Ҫуна хыҫне «пацанкӑ» кӑкарса. Вӑрмана кайнӑ чухне амӑшӗ пашалу пӗҫерсе панă, ăна хӗве чиксе кайнӑ. Ҫав тери сивӗ пулнӑ хĕл. Тӗкĕ вăрманне вӑкӑрсемпе кайнă, уйӑх ҫутипе лава тиенĕ те ирпе яла килме тухнӑ. Вӑкӑрсем те пӑхнӑ, мӗн канӑва тухичченех дояркӑра ӗҫленӗ.

Молотовра хастар ĕçленĕшĕн ăна Хисеп хучĕпе чысланă, медалӗсем те сыхланаççĕ. Ялтан пĕрле кайнисем татах пулнӑ, Александра Михайлована аса илчӗ. 

— Вĕсем халь ҫук ӗнтӗ, сыввисенчен хам кăна юлтăм çав ялта, — тесе пӗлтерчӗ кинеми.

Çемьере çиччĕн ӳссе çитĕннĕ вӗсем. Савăнса пурăнмалла чухне, вăл вăхăтрисен шăпине вăрçă татнă. Вăрçă пӗр çемьерен те пăрăнса иртмен. Тимофеевсен те тетĕшĕпе шăллĕ Тăван çĕршыва хӳтĕлеме тухса кайнă. Иван тетĕшĕ, 1910 çулхи, çăм чавакан пулса ĕçленĕ. 1941 çулхи Сталинград патĕнчи çапăçусене хутшăннă, çыхăну татăлнă, киле таврăнман. Василий, 1923 çулхи, 1939 çулта Донбасса кайнă. Донецкри ФЗО шкулне вĕренме кĕнĕ. Электросварщик пулса çар заводĕнче ĕçленĕ. 1941 çулта тăван тăрăха таврăнса Хусан çывăхĕнчи хӳтĕлев чиккине тума хутшăннă. 1942 çулта вăрçа кайнă, çав çулах Сталинград патĕнче пуçне хунă.

— Çакă питĕ пысăк çухатусем хальте чун-чĕрене ыраттараççĕ, никам та пуласлăхне пĕлмен çав, — ассăн сывларĕ Валентина аппа.

Амӑшӗ, Татьяна, Алешкин- Саплӑк хӗрӗ пулнӑ, Дементьевсен ачисене пӑхма Упие илсе килнӗ. Ҫавӑнтан качча килнĕ те Ҫӗнӗ Упи ялĕнчи Тимофеев Алексей çемйине, пите интереслӗ самант пулчӗ ҫакна илтме.

— Пĕр кунхине анне кӑмака умӗнче капӑртма пӗҫерсе тăратчĕ. Пӳрте пĕр палламан арҫын килсе кӗчӗ. Хресна ывăлĕ пулса кайнă, палласа илеймерĕмĕр. Петр Васильевич илме янă пулнӑ, — тесе аса илчĕ ентешĕ пирки.

Ҫамрӑк чух юрланă юррине аса илсе юрласа кăтартрӗ Валентина аппа:
«Кас суханне те касмӑтӑм,
Ҫиес килни те пӗтерет.
Каҫхи те вӑййа тухмӑттӑм,
Тухас килни те пӗтерет».

— Нушапа иртнӗ, ырлӑхпа иртмен ачалӑх, — терĕ пире ăсатма тухсан. — Хальхи ҫамрӑксене тăнăç та лăпкă пурнăçпа пурăнма, сывлăхлă пулма сунатăп. Ман пек мĕн ватăлличен пурăнăр. 

Халь Валентина Алексеевна килĕнче мӑнукӗпе Александрпа пурăнать, куллен социаллă ĕҫчен Зинаида Саландаева пӑхса тӑрать. Пӳртре ҫыхнӑ кавирсем куҫа илӗртеҫҫӗ. Кун каçа пĕрре те ахаль ирттерменни паллă. Яланах ал ӗçĕпе аппаланни курăнать. Халь те ҫыхса саванӑччӗ, хаҫатсем вулӗччӗ, анчах сывлӑхĕ кăшт япăхни кансĕрлетет çав. Эпир те Валентина Алексеевнана, çирĕп сывлăх, вӑрӑм ӗмĕр сунатпӑр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев