Вакцинаци – чи тухӑҫлӑ меслет
Апрелӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа апрелӗн 30-мӗшӗччен Раҫҫей Федерацийӗнче, ҫав шутра пирӗн районта та, пӗрлехи иммунизаци эрни иртрӗ
Пирӗн районта вакцинопрофилактикӑна пула юлашки 50 ҫул хушшинче дифтери, хӗрлӗ шатра, полиомиелит, гепатит пек чирсене 40 ҫул хушшинче регистрацилени пулман.
COVID-19 пандемийӗн коронавирус инфекцине хирӗҫ вакцинаци туни мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине кӑтартрӗ. Анчах ачасемпе ҫитӗннисене инфекци чирӗсене хирӗҫ планпа пӑхăннă иммунизацилессине тивӗҫтересси те питӗ пӗлтерӗшлӗ.
Вакцинаци пулӑшнипе ҫулсеренех 6 миллиона яхăн ачан пурнăçне ҫӑлса хăвараҫҫӗ. Прививкӑна ҫын шухӑшласа кӑларнӑ чи тухӑҫлӑ медицина меслечӗ тесе палăртнă.
Иммунизаци дифтери, столбняк, полиомиелит, корь, грипп, вирус гепатичӗ пек инфекциллӗ чирсенчен хӳтӗленме май парать. Раҫҫей Федерацийӗнче прививкӑсене профилактика прививкисен календарӗпе килӗшӳллӗн ирттереҫҫӗ.
Иммунопрофилактика пулăшнипе пӗр ӑру ӗмӗрӗнче теçеткерен ытла инфекциллӗ кӑткӑс чирсене пӗтернӗ е чакарнă: сӑмахран, 1962 ҫулта Раҫҫейре 1 миллион ытла çын хӗрлӗ шатрапа чирленин тӗслӗхне регистрациленӗ пулсан, 2021 ҫулта – 1 тӗслӗх юлчӗ.
Фактсем:
80-мӗш ҫулсенче СССРта дифтерие хирӗҫ прививка тума килӗшменни (прививкӑсем 68,7 процента тӳрӗ килнӗ) пысӑк эпидеми патне илсе ҫитернӗ.
Урнине вакцина пулӑшнипе 100 процента ҫӗнтернӗ.
2000 – 2016 ҫулсенче хӗрлӗ шатраран вакцинаци 20,4 миллион вилӗме сирсе янӑ. Хӗрлӗ шатраран глобальлӗ вилесси 75% чакнӑ.
Гриппран вакцинăпа усӑ курни чире 1,4-1,7 хут чакарать, чире çăмăллатма пултарать, йывӑр кӑткӑслӑхсемпе вилӗмпе вӗçленекен тӗслӗхсене асăрхаттарма пулăшать.
Гепатитран вакцина туни пӗверте усал шыçă килсе тухасран сыхлать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев