Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Уяв ячӗпе спорт мероприятийӗсем

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 77 çул çитнине район шайӗнче тӗрлӗ спорт мероприятйӗсемпе те палăртса ирттерчӗç

 

Пиçиххипе çыхăнса тата ирӗклӗ кӗрешӳ турнирӗ

Турнирта Ульяновск облаҫӗнчен, Чӑваш Республикинчен тата Ҫӗпрел районӗнчен 100е яхăн ҫамрӑк спортсмен хутшӑнчӗ.

Матак вӑтам шкулӑн спорт залӗнче «Çӗнтерӳ» XIX-мӗш регионсем хушшинчи тата Совет Союзӗн Геройне С.А.Уганина асӑнса пиçиххипе çыхăнса кӗрешес тата ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе районти малти вырăншăн турнир иртрӗ. Ӑна фашистла Германие çӗнтернӗренпе 77 ҫул ҫитнине халалланӑччӗ.

Ӑмӑртусем пуҫланас умӗн район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин тата «Тус» строительство компанийӗн генеральнӑй директорӗ, ТР пиçиххипе çыхăнса кӗрешес енӗпе федерацийӗн президенчӗ, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче вилнисене асӑнса обелиск умне чечексем хучӗҫ.

Турнирта Ульяновск облаҫӗнчен, Чӑваш Республикинчен, районти спорт шкулӗнчен, Тутар Паснапуç, Алешкин-Саплăк, Çӗнӗ Йӗлмел, Кӗçӗн Чăнлă, Аслă Аксу шкулӗсенчен 100е яхӑн спортсмен вăй виçрӗç. Ҫӗнтерӳҫӗсене тӗрлӗ йывăрăшри виçе категорийӗсенче, пиҫиххипе çыхăнса тата ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе, уйрăм-уйрăммăн, палăртрӗç. Вӗсене медальсемпе, грамотӑсемпе тата хаклӑ парнесемпе парнелерӗç.

Район пуҫлӑхӗнчен Марат Гафаровран турнирăн асăнмалăх парнине – велосипеда кăçал чи çамрăк кӗрешӳçӗ Матак вӑтам шкулӗнче вӗренекен Данил Ермолаев тивӗçлӗ пулчӗ.

Турнир спонсорӗ – «Тус» строительство компанийӗн генеральнӑй директорӗ Николай Угаслов.  Ăна Матак ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Шумилов торжествăлла майпа Тав ҫырӑвӗ пачӗ.

 

«Малалла, Ҫӗнтерӳ патне!»

VII эстафета шайӗнче ҫӑмӑл атлетика енӗпе ГТО комплексӗн нормативӗсене пурнӑҫларӗç.

Сабантуй лаптăкӗнчи йӗлтӗрпе ҫӳремелли ҫӗнӗ базăна, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 77 çул çитнине халалланă «Малалла, Ҫӗнтерӳ патне!» ҫӑмӑл атлетика эстафетинче хутшăнма шкулсенче, отрасль технологийӗсен техникумӗнче вӗренекекнсем, ялсенчен, ҫавӑн пекех, тӗрлӗ учрежденисемпе организацисенчен халăх та килнӗччӗ.

Эстафета трассине 9 этапа пайланӑччӗ. Кашни команда составӗнче тӑхӑршар ҫын хутшӑнчӗ. Этапсене яваплă судьясем контрольлесе тӑчӗç.

Ял тăрăхӗсен хушшинче Хулаçырми ялӗ – I, Упи – II, Чӑваш Çӗпрел виҫҫӗмӗш вырӑна çӗнсе илчӗç.

Предприятисемпе организацисем хушшинче I вырӑна районти спорт шкулӗн ӗҫченӗсем тивӗçлӗ пулчӗç. Районти шалти ӗҫсен уйрăмӗн спортсменӗсем – II вырӑна, культура пайӗн команди вара  виҫҫӗмӗш вырӑна йышӑнчӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн филиалӗн ертӳҫин тата район пуҫлӑхӗн грамотисене, кубоксем, парнесем пачӗҫ.

Çак кун Алина Рахматуллина (Кивӗ Ҫӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицей), Игнат Игнатьев (Матак вăтам шкулӗ), Виктор Явкин (шалти ӗҫсен районти пайӗ), Фарит Камусин (районти шалти ӗҫсен пайӗ), Ильмас Нафиев (районти Культура çурчӗ), Булат Ханбиков (пурлӑхпа ҫӗр хутшӑнӑвӗсен палатин ертӳçи) Пӗтӗм Раҫҫейри «Ӗçе тата хӳтӗлеве хатӗр» физкультурӑпа спорт комплексӗн ылтӑн паллисемпе те парнеленчӗç.

Ăмăртăва кӳршӗ облаçсенчен те килнӗччӗ

«Чемпион»  спорт комплексӗнче Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 77 ҫул ҫитнине халалланӑ бадминтон турнирӗ иртрӗ.

Ӑмӑрту мӑшӑрлă категорисенче пулчӗ.

Турнирта чи вӑйлӑ спортсменсем вылярӗç. Пирӗннисемсӗр пуҫне, Чӑваш Республикинчен тата Ульяновск облаҫӗнчен те спортсменсем килнӗччӗ.

Район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин спортсменсене çӗнтерӗвӗсемпе саламласа, грамотӑсем, кубоксемпе медальсем пачӗ. Ҫавӑн пекех, вӑл Çӗпрел районӗнчи бадминтон федерацийӗн президентне Сингх Раджеш Кумара бадминтона районта популярлă тăвас тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав турӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев