Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Уй-хирсем шăпланчӗç...

Ял хуçалăхӗ

Ял хуҫалӑх предприятийӗсене пăхăнса тăракан обществăсем уй-хир ӗҫӗсенчен пушаннӑ техникӑна хӗллене упрама тахҫанах лартнӑ. Ҫак кунсенче кӑна районта çак ӗҫӗн пахалӑхне тӗрӗслес тӗллевпе районта комисси ӗҫлерӗ.

Комисси составне Тутарстан Республикин Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗн çумӗ Ришат Хабипов, Агроуниверситечӗн машинӑсемпе оборудованисен кафедрин заведующийӗ Дамир Халиуллин, ҫавӑн пекех районти ял хуҫалӑхӗпе апат-çимӗç управленийӗн,  хуҫалӑхсен тата агрофирмăсен ертӳҫисемпе специалисчӗсем, «Гостехнадзор»ӑн тӗп патшалăх инспекторӗ Ильдар Шайхаттаров тата ыттисем  кӗнӗччӗ.

Тишкерӳ ӗçӗ «Эталон-Агро» обществӑран пуҫланчӗ. Унтан вӗсем «Цильна» обществӑра, Дементьев ячӗллӗ агрофирмăн Упи кустӗнче, Хулаçырми филиалӗнче, «А.А.Низамов»  хресчен-фермер  хуçалăхӗнче малалла пычӗ.

Дементьев ячӗллӗ агрофирма, хресчен-фермер хуçалăхӗсен филиалӗсенче тата районти ытти хуҫалӑхӗсенче механизаторсем техникӑна тусанран тата ӳсентӑран юлашкисенчен тасатас, кустăрмисене хӗвел пайӑркисен витӗмӗнчен  тата атмосфера нӳрӗлӗхӗнчен сыхлас енӗпе пысăк ӗç пурнăçланă. Комисси техникăн ҫуракипе уй-хир ӗҫӗсене хатӗрленмелли программисене туса хатӗрленине, юсав бригадисене йӗркеленине, машинӑпа трактор паркӗн территорине тирпей-илем кӗртес, юсавпа пулăшу кăтартас базăн хӗллехи ӗçсене хатӗрлес ӗҫне хак панӑ.

Ҫакна та палӑртмалла: чылай хуҫалӑх техникӑна хӗллехи вӑхӑтра упрама хурассине кӗске вӑхӑтра пурнăçланă. Паянхи кун тӗрлӗ хуҫалӑхсенче сӳресене, сеялкӑсене тата культиваторсене юсас ӗҫ пырать.

Комисси районта техникӑпа комбайнсене хӗллене упрама хурас тата юсас ӗҫсене йӗркеленине пысӑка хурса хакларӗ. Ришат Хабиповăн «Дуслык» цехне, «Тăваньел пахчисем» обществӑна тата «Исток» сӗте тирпейлемелли цеха та ҫитсе курнӑ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев