Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Уй-хире тухрӗç

Районти çӗр ӗçченӗсем çурхи хир ӗçӗсене пуçласа ячӗç. «Цильна» тата «Дементьево ячӗллӗ агрофирма» та нумай ҫул ӳсекен курӑксен лаптăкӗсене, кӗрхи культурăсене апатлантарма пуҫӑнчӗç

Кӑҫал ҫуркунне районăн ҫӗр ӗҫченӗсен умӗнче 11 пин гектар çинче акнӑ кӗрхи культурӑсене минераллă удобренисемпе апатлантарас тивӗç тӑрать. Ҫакӑнпа пӗрлех 8,5 пин гектар çинчи нумай çул ӳсекен курӑксен лаптăкӗсене те апатлантармалла.

«Цильна» обществӑра 550 гектар лаптăка йышăнакан кӗрхи культурӑсене хушма апатлантарассине вӗҫлерӗç. Унта, яланхи пекех, ӗçе йӗркеллӗ пурнăçлаççӗ. Рамиль Акберов «Туман-2» маркăллă агрегатпа ӗç пурнăçласан, Дамир Раимов «Амкадор» погрузчикпа пысӑк михӗсенчи удобрение ҫӗклесе, çав агрегат бункерне пушатать, Азат Сатдинов вара «Т-150» тракторпа хире удобрени турттарать. Тӗп агроном Раис Раимов пӗр ӗçе те куçран вӗçертмесӗр, пăхса, тишкерсе тăрать

Ильгиз Миначевпа Александр Антонов «МТЗ-12,21», Фаргать Аббазовпа Фарит Ахметзянов «МТЗ-82» тракторсемпе нумай ҫул ӳсекен курӑксене сӳрелеме те тытӑннӑ.

Реклама

– Техника юсавлӑ, çунтармалли-сӗрмелли материалсем енӗпе кăткăслăх çук,  удобрени ҫителӗклӗ, ӗҫленӗшӗн тӳлеççӗ. Пире, механизаторсене, тата мӗн кирлӗ, – теҫҫӗ вӗсем.

Пӗтӗмлетсе каласан, «Цильна» обществӑра ҫурхи уй-хир ӗҫӗсенче 46 единица техника хутшăнать. Вӗсене пурне те кирлӗ кадрсемпе тивӗҫтернӗ. Цильнасем техникӑна паянхи ӗçсем валли хӗл варринчех хатӗрлесе хунăччӗ. Вӗсенче минераллă удобрени  те пӗр гектар лаптăк пуçне 134 килограма тӳрӗ килет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев