Ух, чӗрем...
Районти тӗп больницӑн врач-неврологӗн Альфия Рафаиловна Амирханован канашӗсем
«Пирӗн кирек мӗнле вырăн ыратсан та — щит евӗрлӗ пар, вар-хырӑм, е тата ӳпке – чӗре пулӑшăва килет. Вӑл икӗ хут вăйпа халсăрланнă органсем патне кислород илсе ҫитерме васкать. Ҫапла вара, вӑл хӑйне йывӑрлӑх кӳрет», – тесе каласа парать районти тӗп больницӑн врач-неврологӗ Альфия Амирханова.
– Чӗре кашни кунах 8000 литр юн «çавăрать». Чӗре кунне 100 пин хут тапать. Пӗтӗм хуйхӑ-суйхӑ чӗре витӗр тухать. Ҫавӑнпа та ҫак пурнӑҫӑн паха органне вăйсăрлатма питӗ ҫӑмӑл.
Ҫуралнă чух ҫыннӑн юн тымарӗсем тап-таса пулаççӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн юн тымарӗ «хытать», ун ӑшӗнче сарӑ тӗслӗ ҫуллӑ веществосем (липида) ларма пуҫлаҫҫӗ. Майӗпен вӗсем чӑмаккасене çаврăнаççӗ, атеросклероз кăларса тăратаççӗ. Унӑн чăмаккисем, вӑтам тата пысӑк артерисен ҫулне пӳлсе, кислорода пурнӑҫӑн пӗлтерӗшлӗ органӗсем патне кӗме чӑрмантараҫҫӗ. Чӗре патне вӑл «кӑкӑр шапи» пек, пуҫ мимине сиен кӳрсе инсульт майлă çаврăнса çитет. Атеросклероз урасене сиенлетет. Юнри холестерин шайне яланах тӗрӗслесе тӑмалла. Холестерин 6-7 ммоль/л пулсан ку норма.
«Кӑкӑр шапи»
– Стенокарди хӑй тӗллӗн чир мар. Ку – чӗре ишемийӗн чирӗн пӗр палли. Ӑна урӑхла «кӑкӑр шапи» те теҫҫӗ. Мӗншӗн тесен паллӑсем ҫавӑн пек: кӑкӑр ҫинче мӗн-тӗр темскер пусса, хӗртсе тăрать тейӗн. Ыратни сулахай алла, сулахай хул калаккине, мӑя, янаха пама пултарать, 1 минутран пуҫласа 15 минута ҫити тӑсӑлма пултарать. Ҫакăн пек вӑхӑтра тӳрех лармалла е выртмалла, мăй патӗнчи кӗпе тӳмисене вӗçертмелле, тарӑннӑн сывласа илмелле. Чи малтанхи хут ыратни кăна пулмасан, корвалол е валидол хыпмалла. Ҫакӑ нерв чирӗпе ҫыхӑннӑ пулсан, тен, чир хӑй тӗллӗнех иртсе кайӗ. Тепӗр хут килсе тухсан, тăхтаса тăмасăр, врач чӗнтерме сӗнетӗп.
Миокард ишемийӗ вӑхӑтӗнче те чир паллисем ҫавнашкалах – кӑкӑр ыратать, сывлӑш пӳлӗнет. Хӗрарӑмсем, ватӑрах ҫынсем, диабет чирӗ пулнă ҫынсем ҫакна сисмесӗрех юлма пултараҫҫӗ. Пурӗ те чӗре хӑвӑрт-хӑвӑрт тапма пуҫлать, пуҫ ҫаврӑнни, ӑш пӑтранни, вӑйлӑ тарлани палăрать. Ишемипе чирлисенчен хӑш-пӗрисем ишеми миокардишемийӗ пулнине сисмесӗрех те юлаççӗ.
Чӗре таппи
– Тен, эсир аритми ӑнланӑвӗ ҫинчен илтнӗ те пулӗ. Чӗре пӗр пек тапманни вăл. Эпир тăнăç чухне, сăмахран, выртса тăнă чухне, эпир чӗре тапнине ҫеҫ илтетпӗр, ритмӗ çук. Аритми вӑхӑтӗнче ҫын ӑна тӳрех туять: чӗри пӗрре тапать, тепре чарӑнать пек. Вӑл чӗре чирӗпе чирлӗ ҫынра та, сывлӑхлӑ çынра та тӗл пулать, урӑхла каласан, ку чиртен никам та пăрăнаймасть. Ку вӑл эмоциллӗ, ӑс-хакӑллӑ туйӑмсемпе ҫыхӑннӑ пулма та пултарать.
Тӗрӗссипе, чӗре минутра 60-80 хут тапма тивӗçлӗ. Ҫапах та, йывӑр вăй-хал ӗҫне пурнӑҫланӑ чухне, сӑмахран, чупнӑ чухне, пусма тӑрӑх хӑпарнӑ чухне вӑл хӑвӑртрах тапать. Чи пахи – ҫын, вӑй кӗрсен, кӗске вӑхӑтра каялла малтанхи шая таврӑнма пултарать-и?! Кирек хăш орган ыратсан та, чӗрере йывăр килет, терӗмӗр. Вӑл яланхинчен ытларах тапни те çакăнпа ҫыхӑннӑ. Сӑмахран, ӳпкен вăй-халӗ ҫук пулсан, чӗре тивӗçлӗ шайра кислород илес тесе тата хытӑрах ӗҫлеме пуҫлать, юна ӳпке витӗр хӑвӑртрах хăвалать.
Спортпа интересленекен ҫыннӑн чӗре таппи минутра 50-60 хут тапнипе танлашать. Çыннăн чӗре таппи 60ран, уйрӑммӑнах 50ран та анса кайсан, чӗрен импульс паракан пайӗнче е вӑл импульса ирттерекен ҫулсем ҫинче чăрмавлăх килсе тухать.
Вӑхӑтра кирлӗ импульс йӗркеленмест. Ҫак самантра чӗре майӗпен ӗҫлет, хӑйӗн насус функцине пурнӑҫлаймасть. Ҫакӑн хыҫҫӑн ӑш пӑтранать, пуҫ ҫаврӑнать, хал каять. Этем тӑнне те ҫухатать. Чирлӗ ҫынна больницӑна инсульт тесе илсе килеççӗ. Кӑштахран вӑл тӑна кӗрет. Опытлӑ невролог пулсан, вӑл ӑна çав вăхăтрах кардиолог патне ярать. Чирлӗ çынна талӑкри мониторинг тăваççӗ, чӗрен тапман вырăнӗсем уçăмланаççӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн тин чирлӗ ҫынна аритмолог патне яраҫҫӗ.
Аритми ҫамрӑксенче те, ваттисенче те тӗл пулать. Анчах япăх, вӑрӑм та пиҫӗхмен çынсенче час-часах палăрать. Чӗрен икӗ камери хушшинчи клапанӗсем тӗрӗс хупăнманни е митраллă клапансен пролапсӗ çакăн сăлтавӗ пулса тăрать. Чӗре хӑвӑртлӑхне нормӑра тытас тесен ӳт-пӗве пиҫӗхтермелле, час-часах уҫӑ сывлӑшра пулмалла, ку çӗнӗлӗх мар. Уйрӑмах шывра ишни усӑллӑ. Хӗвел ҫинче ӗҫлемелле мар, кана-кана, виҫеллӗ ӗҫлемелле. Ку чир пурнӑҫ йӗркипе те ҫыхӑннӑ. Ҫавӑнпа та пирус туртмалла мар, спиртлă шӗвексем ӗҫмелле мар, пахчаҫимӗҫ, улма-ҫырла ытларах ҫимелле, ҫуллӑ, ӑшаланӑ апатран пӑрӑнмалла... Стресспа депресси те усӑ кӳмеҫҫӗ.
Чӗре читлӗхрен вӗҫсе тухнӑ кайӑк пек тапать.
– Ӑна тахикарди теҫҫӗ (чӗре таппи 90ран иртет). Ку чир мар, унӑн паллисенчен пӗри ҫеҫ. Хӑранипе – юна гормонсем, стресс пулнă чухне адреналин кӗрет. Акӑ мӗн хистет чӗрене час-часах тапма. Пульс 140-рен иртсен, врача чӗнтерӗр. Кун пек чухне вӑл ҫеҫ пулӑшма пултарать. Вӑл киличчен 40 тумлам валокордин е корвалол ӗҫӗр.
Чӗри ыратнă çынна
– Чире асӑрхаттарас тӗллевпе, куллен ирхи апат хыҫҫӑн (вар-хырӑма сиен кӳрес мар тесе) пӗр хут 125 мг аспирина (таблеткăн тăватă пайӗнчен пӗр пайне) ӗҫме сӗнетӗп. Ку вӑл юна шӗветмешкӗн питӗ лайӑх эмел... Гемоглобин ӳссен юн ҫӑралнине асра тытăр. Тӑварланӑ апат-ҫимӗҫпе усӑ курма чарăнăр. Мӗншӗн тесен тӑвар шыва тытса тăрать, юн пусӑмне хăпартать. Ирхине гимнастика тума ан манӑр. Ӑна вырӑн çинчен тӑриччен тума тытӑнсан авантарах. Паллах, яланах хускануллӑ пулӑр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев