Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ҫутта тавӑракан элементсем те пӗлтерӗшлӗ

Ҫак аксессуарсем талӑкӑн тӗттӗм вӑхӑтӗнче питӗ кирлӗ элемент пулса тӑраҫҫӗ.

Тӗпчевсем кăтартнă тăрăх: ҫывӑхри ҫула ҫутатакан фарӑсем пулӑшнипе водитель ҫуран ҫынна 50 метртан, инҫеретрен — 100 метртан ҫеҫ курма пултарать.

Тум çинче çутта тавăракан элементсем пур пулсан 200 метртан асăрхама пултарать, инçе çутă режимӗнче çак хушă 350 метра та çитет. Ку водителе тӗрӗс йышăну тума, хăвăртлăха чакарма е вуçех те чарăнма çителӗклӗ вăхăт туса парать, инкек тăвасран хăтарма пулăшать.

Ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисемпе ҫакӑн пек элементсемпе халӑх пурӑнакан вырӑнсенче усӑ курма сӗнеҫҫӗ, вӗсене талӑкӑн тӗттӗм вӑхӑтӗнче е начар курӑнсан халӑх пурӑнакан вырӑнсен тулашӗнче усӑ курма хушаҫҫӗ.

Анчах та 2024 çулхи пӗрремӗш çур çулăн статистикине пăхас пулсан, ку правилăна тимлӗх паманни палăрнă. Çуран çӳрекенсемпе пулнă 116 аварире 114-шӗнче çынсен тумӗ çинче çутта тавăракан элементсем пулман.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев