Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Утрăмăр

«Пурнăç патне 10 пин утăм» Пӗтӗм Раҫҫейри акцие 500тен ытла Çӗпрел ҫынни хутшӑнчӗ. Мероприяти Пӗтӗм Тӗнчери сывлӑх кунӗнче иртрӗ.

«Пурнӑҫ патне 10 пин утӑм» акци пӗрремӗш хут ултӑ ҫул каялла тата Пӗтӗм Тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗн сӗнӗвӗсемпе килӗшӳллӗн иртнӗччӗ. Кивӗ Çӗпрелӗнче кăçал иртнӗ акцие «Созидание» ҫамрӑксен клубӗ умӗнче старт пачӗç. 10 пин утӑма пӗрле утма клуб умне шкул ачисем те, пенсионерсем те килнӗччӗ. Вӗсене Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин çумӗ Айрат Залялов саламларӗ. Вӑл дистанцие ӑнӑҫлӑ иртме, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма чӗнсе каларӗ.

Маршрута та хӑйне евӗрлӗ туса суйланă – район центрӗ, центральнӑй парк урлӑ иртрӗ. Ҫакӑ пӗр вăхăтрах вырăнти пейзажпа тата районăн культурӑпа истори еткерӗпе паллашма май пачӗ.

– «Пенсионерсен союзӗ»нчен  ҫакӑн пек акци пулать тесе пӗлтернӗ хыççăн, вӑхӑтăма шеллемерӗм – тухрăм. Питӗ лайӑх мероприяти. Хускану – сывлӑх никӗсӗ вӗт, – тесе хӑйӗн шухӑшне пӗлтерчӗ Гульсина Фаизова.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев