Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Утӑм хыҫҫӑн утӑм 10 пин таран

«Пурнӑҫ патне 10 пин утӑм» акцие 2015 ҫултанпа ирттереҫҫӗ.

Кӑҫал Пӗтӗм Раҫҫейри ҫак акцире шкул ачисем, «Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн» студенчӗсемпе педагогӗсем, «Малтисен юхӑмӗн» активисчӗсем, пенсионерсем хутшӑнчӗç. Мероприяти «Чупрэле» паркӗнчен пуҫланчӗ. 

Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтусем енӗпе ӗҫлекен çумӗ Айрат Залялов акцие хутшӑнакансене саламларӗ.

— Çак акцие эпир ҫулталӑкра икӗ хут, ҫуркунне тата кӗркунне ирттеретпӗр. Утни вӑл — хускану, пурнӑҫ текен сăмах тата ҫак акци çынсен сывлăхне тӗреклетмешкӗн тӗллев пулса тăрать. Эпир пурсӑмӑр та сахал утни вӑрттӑнлӑх мар. Ҫӗпрел çыннисенчен нумайӑшӗ, уйрӑмах аслисем, тӑтӑшах утаҫҫӗ, ҫакӑ савӑнтарать. Пурне те сывлӑх тата ăнăçусем сунатӑп, — терӗ Айрат Залялов.

Акцие хутшӑнакансем палӑртнӑ маршрутпа, 10 000 утӑма хаваспах иртрӗç.

— Эпир лайӑх кӑмӑл-туйăм илтӗмӗр, — тесе палӑртрӗҫ «Малтисен юхӑмӗн» активисчӗсем, ҫакӑн пек мероприяти йӗркеленӗшӗн тав турӗҫ.

Справка

Акцие 2015 ҫултан пуҫласа ҫӗршыври тӗрлӗ лаптăксенче ирттереҫҫӗ тата Пӗтӗм Раҫҫейри «Сывӑ муниципаллă» обществăлла программăн пӗр пайӗ пулса тӑрать. Программӑна сывлӑхӑн ҫутҫанталӑк меслечӗсене аталантарма тата вӗсене популярлă тума палӑртнӑ тата «Чи пӗчӗк тӑкаксемпе чи лайӑх сывлӑх» девизпа иртет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев