Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ҫутҫанталӑка упрама пӗчӗкрен вӗренеççӗ

«Солнышко» ача садӗнче «Эко-шкул/Симӗс ялав» программа шайӗнче регионсем хушшинчи семинар иртрӗ.

Семинар ӗҫӗнче Пӑва, Мамадыш, Зеленодольск районӗсенчен тата Хусан шкулӗсенчен 35 ытла педагог тата шкул çулне çитичченхи учрежденисен заведующийӗсем хутшӑнчӗç. Программӑра ачасене экологи воспитанийӗ парассине халалланӑ мастер-классем, тухса калаҫнисем, уҫӑ уроксемпе куравсем сӗнчӗç.

Тутарстан Республикинчи «Эко-шкул/Симӗс ялав» программӑн координаторӗ Роза Исаева ҫутҫанталӑка «аслӑ воспитатель» тесе каларӗ.

— Экологи воспитанийӗн тӗп тӗллевӗ — ачасенче экологин пуҫламӑш культурине йӗркелесси, — терӗ вӑл, çак çул-йӗр енӗпе хастарлӑрах ӗҫлеме чӗнсе каласа.

Ҫак кун «Солнышко» ача сачӗ опытпа паллашмалли тата шкул çулне çитичченхи учрежденисенче экологи воспитанине аталантармалли площадка пулса тӑчӗ. Унта хутшӑнакансем Тутарстанри «Эко-шкул/Симӗс ялав» программăн актуаллăхне палӑртрӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев