Успени типпи пуçланать
Хыпарсем

Успени типпи пуçланать

Православи тĕнне тытса пыракансем августăн 14-мĕшĕнче Пыл сăпасне паллă тăваççӗ.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе уявра çынсем чиркӳре пыла сăваплаççӗ, ăна çемьепе, çывăх çынсемпе астивĕç.

Çак кунтан Успени типпи пуçланать. Вăл икĕ эрнене тăсăлать, августăн 28-мӗшӗччен пырать.

 

Халăх календарӗ – август

 

13-мӗшӗ – хӗлле валли пахча çимӗç тăварламалла.

14-мӗшӗ – пыл сăпасӗ. Çу вӗçӗ. Пыл карасӗ çимелле. Чӗкеçсемпе вӗршӗнсем вăрăм çула хатӗрленме пуçлаççӗ. Çак кунран сивӗ сывлăм ӳкет.

15-мӗшӗ – халăх календарӗпе Степан-сеновал. Çак кун мӗнле, сентябрь çапла пулать.

16-мӗшӗ – çак кунхи çанталăк мӗнле, октябрь çапла пулать тенӗ.

17-мӗшӗ – халăх календарӗпе – Авдотья. Çулнă утта йăлтах пухса кӗртме тăрăшнă, çак е тепӗр кунран çанталăк çумăра каять тенӗ. Хăмла çырли, хăяр татнă.

18-мӗшӗ – çак кунхи çанталăка кура декабрь çапла пулать тенӗ. Кăларнă сухана çыхăсем туса çыхма тытăнмалла.


Нет комментариев