Усăллă канашсем
Пуҫ ҫаврӑннине тӳсмелле мар
Кӗркунне ҫитрӗ. Ку вӑраха кайнӑ чирсем ҫивӗчленнӗ вӑхӑт.
Нумайӑшӗн ҫак тапхӑрта пуҫ ыратать, пуҫ ҫаврӑнать. Анчах та врач патне кайма кирлӗ тесе шутламасть. «Иртсе каять», – тесе эмел ӗҫет те выртса тăрать. Ку тӗрӗс-и? Районти тӗп больницăн врачӗ Ильмас Шигабутдинов каланӑ тӑрӑх, пуҫ ҫаврӑннин сӑлтавӗ юн пусӑмӗ тӑрук чакни пулма пултарать.
– Ларнӑ е выртнӑ чухне пуҫ ҫаврӑнать. Ҫак лару-тӑру час-часах тепӗр хут пулсан тӳрех терапевт, кардиолог тата эндокринолог патне каймалла. Юн пусӑмӗ пысӑккипе, анемипе, сахӑр диабечӗпе аптӑракан ҫынсем тӑтӑшах пуҫ ҫаврӑннипе аптӑраҫҫӗ. Куç хуралса кайсан, хӑсма пуҫласанах невролог патне каймалла, – тесе канаш парать врач.
Пуҫ ҫаврӑнакан ҫынна мӗнле пулӑшмалла?
– Выртса тăма сӗнӗр ӑна. Чӳречене уҫса уçă сывлӑш кӗртӗр. Чирлӗ ҫыннӑн пуҫне пăркаламасăр, куҫӗсемпе пӗр тӗле кăна тӗллесе пăхса выртма тивӗçлӗ. Куҫсене хупма та пулать. Выртса тăма кансӗр пулсан, пуçа чӗркуҫҫи тӗлнелле усса лармалла. Ҫапла тусан юн пуҫ мимине лайӑхрах пыма пуçлать. Ҫакӑ ҫыннӑн сывлӑхне самай лайӑхлатать. Кӑкӑр тулли сывлани те, тарӑннӑн сывласа илни те усӑллӑ. Тӑрук хусканусем туни, япала ҫӗклесе илни сиенлӗ.
Кишӗр, кавӑн – усӑллӑ
Кишӗрпе кавӑнӑн усӑллӑ енӗсем нумай, тет районти тӗп больницăн врачӗ Марина Трофимова.
Вӑл – хӑватлӑ антиоксидант, каротиноидсен ҫӑлкуҫӗ. Каротиноидсем куҫ кураслăхне контрольте тытма, ӳт-тир сывă пулнишӗн, иммун тытӑмне ҫирӗплетмешкӗн, нерв тытӑмӗпе пуҫ мимине ӗҫлеттермешкӗн, онкологие сиплемешкӗн кирлӗ.
Кишӗр клетчаткӑпа пуян – 100 г продукт пуҫне 2,8 г клетчатка. Çак пахчаҫимӗҫӗн гликеми индексӗ пӗчӗк (35). Ку юнри сахӑр шайӗ тӑрук хӑпарасран пулӑшать. Начарланас текенсемшӗн, диабетиксемшӗн лайӑх.
Пӗҫернӗ, ӑшаланӑ кишӗр диабетиксемшӗн хӑрушӑ, мӗншӗн тесен пӗçернӗ, ăшаланă хыҫҫӑн гликеми индексӗ 85 таран ӳсет.
Кишӗр калипе пуян, ку вӑл чӗрепе пӳрешӗн усӑллӑ, юн пусӑмне нормăра тытать. Кишӗре чӗрӗлле ҫисен ҫу хушмалла, çакă А витамина ӗçе кӗртме кирлӗ (мӑйӑр, авокадо, ӳсентӑран ҫӑвӗ, хӑйма хушма юрать). Ҫавӑн пекех смузи хатӗрлеме юрӑхлӑ ҫимӗҫ пулса шутланать. Пиҫнӗ кишӗре юрататӑр-тӑк, выльӑх белокӗ е ҫу хушӑр.
Кавӑна вара ăшри хуртсене пӗтерме усӑ курăр. Кун валли: хуппинчен тасатнӑ 300 г кавӑн тӗшшине лайӑх ирмелле, пыл е отвар хушмалла. Ҫак хутӑша выҫӑ варла васкамасăр (1 сехет хушши) ҫийӗр.
Ват хӑмпипе пӗвер шыҫсан та «кавӑн сӗчӗ» ӗҫни усӑллӑ: хуппинчен тасатнă 50 г апат ҫине шыв (80 мл) тата сахӑр песокӗ (20 г) ярса ирмелле, выҫӑ варла ӗҫмелле. Чирлӗ пӗвере кавӑн вӑррин настойки те пулӑшать. 250-500 г кавăн вӑррине 0,5-1 л вӗри шыва ямалла, 2 сехет лартмалла. Настоя 1 сехет хушшинче ӗҫмелле.
Вата хăвалас тесен кавӑнăн çемçине турăр, вир пӑтти пӗҫерӗр: пӑтӑ ҫине ҫу, сӗт, пыл хушӑр. Кун пек пӑтта кашни кун ҫийӗр. Ват хӑмпи чирӗсен вăхăтӗнче усӑ курсан унăн усси пысăк пулнине тахҫанах сăнанă.
Сыпӑсене ҫирӗп-летекен тӑватӑ ҫимӗҫ
Ҫулсем иртнӗҫемӗн шӑмӑ сыпписем хăйсем майлă ыратни палӑрать
1. Чӗкӗнтӗр хушӑр. Вӑл шыҫҫа чакарма пулӑшать, сыпӑсем тавра юн ҫаврӑнӑшне лайӑхлатать.
2. Аҫтӑрхан мӑйӑрӗ. Ӑна пула сыпӑсем ҫирӗпленӗҫ, вӗсене сиенлес хӑрушлӑх чакӗ. Мӗншӗн тесен ку йышши мӑйӑрта E витамин тата Омега-3 ҫуллӑ йӳҫексем пур!
3. Ыхра. Чӗкӗнтӗр пекех ыхра хӑватлӑ антиоксидант пулса тăрать, сыпӑсен иммунитетне витӗм кӳрет.
4. Студень (холодец). Ку апат – коллаген ҫӑлкуҫӗ, вӑл шӑмӑ сыпписене ҫирӗплетет, вӗсен хусканулӑхӗпе ҫемҫелӗхне лайӑхлатать.
Ыйхӑ тăрансан та, тӑранмасан та хӑрушӑ
Ыйхӑ – ҫынпа ӗмӗр тӑршшӗпе пӗрле пулакан тӑрӑмсенчен пӗри.
Ҫывӑрманни чӑннипех те ӳт-пӳ йывӑрӑшне ӳстерет. Ҫын тӑраниччен ҫывӑрмасан, организмра выҫăлӑхшӑн, тутăлăхшăн яваплӑ гормонсен ӗҫӗ-хӗлӗ пӑсӑлать.
Хырӑм ҫинче выртса ҫывӑрнӑ чухне ҫурӑм шӑммин мӑй пайӗ патне йывăрлăх килет. Ҫавна пула ҫыннӑн мӑй ыратать, юн ҫаврӑнӑшӗ пӑсӑлать.
Кӑнтӑрла кăштах çывăрса илес хӑнӑху чир палли пулма пултарать. Сӑмахран, ҫывӑрнӑ чухне (апноэ) пӗр вӑхӑт хушши сывлама пултарайман ҫынсем час-часах кӑнтӑрла та çывăрса илме юратаççӗ. Апноэ – питӗ каварлӑ чир. Вӑл ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче пурӑнакансенчен ҫурринче тенӗ пекех палӑрать.
Ыйха лайӑхлатма:
– Кашни кун пӗр вăхăтра çывӑрма выртса, пӗр вӑхӑтрах тӑрӑр.
– Ҫывӑрма выртиччен 4-6 сехет маларах кофеинпа никотинран сыхланӑр.
– Ҫывӑрма выртиччен пӗр сехет маларах гаджетсене аяккине илсе хурсан аванрах. Вӗсем ыйхӑ гормонне (мелатонин) кӑларма чӑрмантараҫҫӗ.
– Ҫывӑрма выртас умӗн пӳлӗме лайӑх уҫӑлтармалла, унта шăплăх пулмалла.
– Ҫывӑрма выртас умӗн вăй-хал хăнăхăвӗсем те тума сӗнмеҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев