Ҫурхи призыв пуҫланчӗ
Ҫурхи призыв апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа июлӗн 15-мӗшӗччен тӑсӑлать.
Ҫӗршывӗпе, мӗнпурӗ 150 пине яхӑн, ҫав шутра, Тутарстанран 3500 яхӑн ҫынна, çурхи призывпа çар службине илме планлаççӗ.
Призыв енӗпе служба срокӗ улшӑнмасть. Малтанхи пекех, вӑл — пӗр ҫул. Çар службине вăхăтлă службăна каякансем ятарлӑ ҫар операцийӗнче хутшӑнмаҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев