Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ҫурхи призыв пуҫланчӗ

Çар служби

 

«2023 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа июлӗн 15-мӗшӗччен запасра пулман тата ҫар службине кайма тивӗҫлӗ пулнӑ 18 çултан пуçласа 27 çула çитичченхи Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсене – 147 пин каччăна ҫар службине чӗнтермелле», – тенӗ Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин алă пуснă Указра.

Документпа килӗшӳллӗн призывниксене ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнма ямаҫҫӗ, служба вӗçленисене вара запаса кӑларӗç, вӗсем хӑйсем пурӑнакан вырӑна таврăнӗç.

Ҫак эрнере районта ҫар службине чӗнтерме тивӗҫлӗ граждансене тишкерес енӗпе виҫӗ кун медицина комиссийӗ ӗҫлерӗ. Комисси пӗтӗмлетӗвӗсемпе килӗшӳллӗн Раҫҫейри Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйсен ретне каякан каччăсем юрӑхлă пулни палăртăнать.

Пур даннăйсемпе, кӑҫалхи çурхи призывра Тӑван çӗршыва хӳтӗлеме 40 яхӑн Ҫӗпрел каччи кайӗ. Призыв комиссийӗ урлӑ виҫӗ кун хушшинче 131 ҫамрӑк тишкерӳ иртрӗ.

Пӑвапа Ҫӗпрел районӗнчи ҫар комиссарӗн Радик Тухватулловăн комисси вӑхӑтӗнчи: «Ҫар службине хатӗр-и?», текен ыйтăвӗ çине, пулас салтаксем: «Хатӗр», – тесе хуравларӗç. Каччăсенчен нумайӑшӗ часах вӗренӳ заведенийӗсене пӗтерӗç, экзамен парса, алла диплом илмелли çеç юлнă. «Тӑван çӗршыв умӗнчи тивӗҫе пурнӑҫласан, ун хыççăн ӗҫ ҫулне тăнăçлăн пуҫлатӑн», тесе вӗсем хӑйсен умне тӗллев лартнӑ.

– Пирӗн районти каччăсем комиссие те иртеççӗ, службӑна та каяҫҫӗ. Ҫар чаҫӗсенчен эпир яланах вӗсем пирки ӑшӑ сӑмахсем ҫеҫ илтетпӗр, – тет призыв комиссийӗн ертӳçи, районти Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçин ӗçне пурăçлакан Айрат Залялов. – Çурхи призывпа каччăсене ҫар службине ăсатма апрелӗн иккӗмӗш декадинче планлаççӗ.

 

Малалла тăсса

Ҫурхи призыв комиссийӗн ӗҫӗ хыҫҫӑн, районти Культура çуртӗнче «Призывник кунӗ» ятлă ҫарпа патриотла мероприяти те пулса иртрӗ. Ăна ырӑ йӑлапа ҫулсерен ирттереҫҫӗ.

Кӑҫал та пулас салтаксене ертӳçӗсем, тӗн представителӗсем, ҫапӑҫу юхăмӗн ветеранӗсем, аслӑ ӑру, ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен пиллӗхне пачӗҫ. Сцена ҫинче патриотла юрӑсем янӑрарӗç, сӑвӑсем каларӗç. Кашнинех ҫӗр ҫинче тăнăçлăх пултӑр, каччăсем ырă-сывă хӑйсен тӑван енне, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем патне чиперех таврӑнччӑр, терӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев