Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«Ҫурхи каникул» мероприяти

Мероприятисем мартăн 2-мӗшӗнчен пуçласа апрелӗн 2-мӗшӗччен иртрӗç.

Тутарстанра, ҫав шутра, пирӗн районта та, мартăн 22-мӗшӗнчен пуҫласа ачасем хушшинчи ҫул-йӗр-транспорт травматизмне профилактикӑлас енӗпе «Ҫурхи каникул» мероприяти старт илнӗччӗ. Вăл апрелӗн 2-мӗшӗччен пычӗ. Кун ҫинчен пире Çӗпрел районӗнчи ГИБДД уйрăмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов пӗлтерчӗ.

«Ҫурхи каникул» оперативлӑ-профилактика мероприятийӗ шайӗнче, «Çул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗн» Пӑвари уйрӑмӗн тата Çӗпрел районӗнчи ГИБДД уйрăмӗн представителӗсем, районти шкулсемпе ача сачӗсенче ачасен ҫул-йӗр-транспорт травматизмне профилактикăлас, ҫуран ҫынсем хутшӑннипе ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсене асăрхаттарас, талӑкăн тӗттӗм вӑхӑтӗнче тумтир ҫинче ҫутта тавăракан элементсене популяризацилес енӗпе мероприятисем ирттерчӗç. Мероприятисем пынă хушăра ачасене ҫул ҫинче, ҫуран çынсем каçакан вырăнта тата общество транспорчӗсенче хӑйсене мӗнле тӗрӗс тытасси ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ, талӑкăн тӗттӗм вӑхӑтӗнче ҫутта тавăракан элементсемпе усӑ курмалли ҫинчен аса илтерчӗҫ.

РФ Çул-йӗр юхӑмӗн правилисен 22.9 пункчӗпе килӗшӳллӗн, 12 ҫула ҫитичченхи ачасене ҫӑмӑл автомобилӗн малти ларкӑчӗ ҫинче, 7 ҫула çитичченхи ачасене кайри ларкӑч ҫинче лартса çӳренӗ вăхăтра ача ӳсӗмӗпе йывăрăшне тӳрӗ килекен тивӗҫлӗ хатӗрсемпе усӑ курма тивӗçлӗ. Патшалӑх инспекцийӗ 12 ҫула çитичченхи ачасене кайри ларкӑч çинче лартса çӳренӗ чухне те  ачасен оборудованийӗпе усӑ курма сӗнет. 12 ҫултан аслӑрах ачан хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗсемпе ҫыхăнмалла.

ТР Шалти ӗçсен министерствин Патшалăх инспекцийӗн ӗҫченӗсем ачасене турттармалли правилӑсене пӑсасран асӑрхаттарас енӗпе активлă ӗç илсе пычӗç. Ҫак правӑна пӑснӑшӑн Раççей Федерацийӗн Административлă право йӗркине пăсни çинчен калакан кодексăн  12.23 статьян 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн, виçӗ пин тенкӗ виҫепе штраф пӑхса хӑварнӑ.

Ҫул-йӗр правилисене пӑснӑ ачасем те полици ӗçченӗсен тимлӗхӗнчен айккинче юлмарӗç. Право йӗркине пăснă ача ҫинчен калакан информацие профилактика ӗçӗшӗн вӑл çӳрекен пӗлӳ паракан организацие пачӗҫ.

Районти автоинспекторсем ҫул-йӗр юхӑмне хутшӑнакансене тимлӗ те асӑрхануллӑ пулма чӗнсе калаççӗ, ҫул-йӗр правилисене пурнăçоама сӗнеççӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев