Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Уроксем хыççăн ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарасси

Вӗрентӳ

Кристина Максимова, Алешкин-Саплăк вăтам шкулӗнче пуçламăш классене вӗрентекен

XXI ĕмĕрте пирĕн пурнăç питĕ улшăнчĕ, нумай çĕнĕлĕх кĕчĕ. Уйрăмах техника тата çĕнĕ технологи тĕлĕшĕнчен. Çакă вара вĕрентӳ ĕçне те питĕ нумай улшăну кĕртрĕ. Паян ачана шкулта çеç пĕлӳ пани çителĕксĕр. Вĕренекене хăй тĕллĕн информаци шырама, суйлама тата çавна усă курма пĕлме вĕрентни тĕп вырăна тухса тăрать.

Патшалăхăн çĕнĕ стандартĕнче ача-пăчана сывлăхлă, пур енлĕ аталаннă çын туса ӳстересси, унăн çынлăхлă тавра курăмне, гражданла ăнланулăхне, Тăван çĕршыв туйăмне йĕркелесси, тăван халăха юратма, хисеплеме, упрама хăнăхтарасси тĕп вырăна тухса тăрать.

Ачасем пĕлӳпе воспитание урокӗсенче çеç мар, уроксем хыççăн та илеççĕ. Класс тата шкул тулашĕнчи мероприятисене хутшăнни ачасен пултаруллăхне тата вĕсен тавра курăмне чылай ӳстерет. Вӗсем хăйсем тĕллĕн шутлама, ĕçлеме хăнăхса пыраççĕ. Урок хыççăнхи вăхăта ачасем хаваспах кĕтсе тăраççĕ.

Пĕтĕм ĕçе пĕр тĕллев çыхăнтарса тăрать — ачасене тăван чĕлхен пуянлăхне курма вĕрентесси, хăвăн халăхăн культурине çывăха хурса паллашасси, кăмăл-сипет нормисене паллаштарасси. Çĕнĕ технологисемпе урокра çеç мар, класс тулашĕнчи мероприятисенче те усă курни вырăнлă. Хатĕрленнĕ май ача çулĕпе ӳсĕмне, вĕренӳ кăсăклăхне мала хурас пулать.

Анлă сарăлнă ĕç-хĕлсенчен пĕри — проект. Проект ĕçне шырав меслечĕсĕр пурнăçлама май çук. Шырав меслетне йĕркелеме музее, экскурсие, библиотекăна, театра, виртуаллă çулçӳреве тата ыттине те усă курма пулать. Ачана вара чăн артистсен вылявне кăтартни татах та усăллă, мĕншĕн тесен ача вылявра хутшăнма хăнăхать, геройăн кăмăл-туйăмне кăтартма вĕренет. «Шкул театрĕ» ĕçне ытти ачасене те кăтартма тăрăшмалла. Тишкерӳ меслетне те анлă усă курсан, ачасем çыруçă пултаруллăхĕпе, унăн ĕç-хĕлĕпе тарăн паллашма пултараççĕ. Çавна май вĕренекенсене тĕрлĕ хаçат-журналпа, наукăпа критика статйисенче информацие хăйсен тĕллĕн шырама вĕрентни питĕ вырăнлă. Пултаруллăх мелне усă курни ачасен ӳнер хевтине палăртма хăнăхтарать. Ачасем хăйсем тĕллĕн инсценировка çырасси тата выляса пăхасси, буклет, видеоролик, стена хаçачĕ хатĕрлесси, пуçватмĕш хатĕрлесси — пурте пултаруллăх меслечĕсем хушшине кĕреççĕ. Пултаруллăха кăтартма тата танлаштарма тĕрлĕ конкурссенче хутшăнма пултарни тата вырăн йышăнайни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вăйă меслечĕпе усă курни вĕренекенсен курăмлă-сăнарлă тата логикăллă шухăшлавĕсене малалла аталантарма пулăшать. Пуçламăш классенче вара вăйă меслечĕ уроксенче паллă вырăн йышăнса тăрать. Вăтам классенчи ачасем вĕрентекен пуçарнипе пултаруллăх проекчĕсене пурнăçлама пултараççĕ. Аслă классенче вара тĕпчев тата тишкерӳ проекчĕсем вырăнлăрах.

Çапла вара уроксем хыççăн ачасене тĕрлĕ енлӗ аталантарма май пур. Вĕрентекен хăй те интересленсе ертсе пырсан, ачасем те ун хыççăн юлмĕç, çĕнĕлĕхсемпе паллашма тăрăшĕç, вĕренӳпе пултаруллăхра та лайăх результатсем кăтартĕç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев