Ҫуркунне ҫитсен, пит ан хӗрелтӗр
Экологи
Тавралӑха таса тытасси – пӗрлехи тивӗç. Ӑна пурнӑҫласси вара, кашни ҫыннӑн патриотизм туйӑмӗпе те çыхăннă. Çапах та комисси членӗсем, вырăнсенчи ял тăрăхӗсен пуçлăхӗсем тата экологсем пурăнмалли пунктсенче тишкерӳ ирттернӗ чухне правилăна тӳрӗ килмен фактсемпе тӗл пулаҫҫӗ.
Çакă, тӗпрен илсен, ҫурт-йӗрпе йӑла проблемисене, урӑхла каласан, строительство материалӗсене, ҫӳп-ҫап, кирпӗч, ПГС тата хӑйӑр куписене хапха умне вырнаҫтарнине тӳрӗ килет. Транспорт хатӗрне те ешӗллӗх зонине, ача тата спорт, çаплах, кил-çурт çумӗнчи хуçалăх лаптăкне лартма юрамасть.
Кирек мӗнле ялăн тасалӑхӗпе тирпейлӗхӗ – унта пурăнакансен культура тата воспитани шайӗн пӗрремӗш кӑтартӑвӗ. Яла килекенсем те малтанах урамсем мӗнле шайра пулнине кураççӗ, кайран ҫеҫ ҫуртсен тӑрӑмне асӑрхаҫҫӗ...
– Эпир пурӑнакан вырăн тасалса пырать. Унчченхи ҫулсенче урам варрине таса мар шыв кăларса тăкасси яланхи пулӑм пулнӑ пулсан, халӗ ун пек курăнусем пӗтрӗç темелле, – тет Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн çумӗ Рамиль Низамов. – Çынсенчен ытларахăшӗ çак тасалӑх ыйтӑвӗ çине яваплӑ пăхать.
Тирпейлӗх хамăр урамран, хапха умӗнчен, кил-çурт, хваттерсенчен пуҫланни ҫинчен районти Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫи (вӑлах административлӑ комисси пуçлăхӗ те) Данис Сатдинов та палӑртса иртрӗ:
– Штраф хывасси административлӑ комиссишӗн тӗллев мар. Анчах тасалӑх тумалли правилисене пурнăçламаннисене, муниципаллă право акчӗсене пӑхӑнман ҫынсем ҫине витӗм кӳме пулӑшакан ытти майсем ҫук. Ҫавӑнпа та хӑш-пӗр граждансен тӗлӗшпе çирӗпрех мерӑсемпе те усӑ курма тӳрӗ килет, – тет вӑл.
Ҫак кунсенче кӑна комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Унта Кивӗ Йӗлмел, Кӗҫӗн Упи, Кивӗ Ҫӗпрел, Чӑваш Ҫӗпрел тата Аслă Аксу ялӗнче пурăнакан темиçе çынна чӗнтернӗччӗ. Вӗсем Тутарстан Республикин административлӑ право йӗркине пӑсни çинчен калакан кодексăн 3,6 статйинчи 1-мӗш пайӗпе явап тытрӗç.
Чӑваш Ҫӗпрел тата Кӗçӗн Упи ялӗсенчен пӗрер çын икшер пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗçлӗ пулчӗç.
Тавралăхра кӗр кунӗсем. Часах шап-шурӑ юрлӑ хӗл те çитӗ. Паллах, куҫа курӑнакан ҫӳп-ҫап та юрпа витӗнӗ. Анчах ҫуркунне те килет вӗт. Ҫуркунне, кӗркунне пуçтармасăр юлнӑ çӳп-çап килсе ан тухтăр тесен, хамăрăн пурăнакан вырăнăмăра санитарипе экологи требованийӗсемпе тӳрӗ килмелӗх туса, халех тасатар!
Темăна малалла тăсса
Правилӑсене пурнӑҫламан чухне: Тутарстан Республикин Законӗн 3.6 статйипе килӗшӳллӗн, тавралӑх хутлӑхне таса тытмалли правилӑсене пӑсакансене асăрхаттарас енӗпе е 2000 тенкӗрен пуҫласа 3500 тенкӗ таран, должноҫри ҫынсене –15000 пуҫласа 30 пин тенкӗ таран, юридически сӑпатсене – 200 пинрен пуçласа 500 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме палӑртнӑ. Правӑна тата тепӗр хут пăснă тӗслӗхре административлӑ штраф виҫи пысӑкланать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев