Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ҫурхи призыв вӗҫленчӗ. Çак призывра Ҫӗпрел районӗн 37 каччи салтак тумӗ тӑхӑнчӗ

Ҫар службине каяççӗ тата таврăнаççӗ каччăсем

Ҫурхи призыв вӗҫленчӗ

Призыв тапхӑрӗ пӗр пӑтӑрмахсӑр иртрӗ. Çар ретне чӗнтернисем хушшинче десантниксен, Росгвардипе спецназ чаҫӗсенче служить тума кăмăллакансем пурччӗ. Анчах халӗ ҫак чаçсем контрактсен шучӗпе нумай туллиленеççӗ, ҫавӑнпа унта каччăсене служить тума ярасси те чикӗленсе пырать иккен.

– Сентябрь пуҫламӑшӗнчен республикӑн ҫар комиссариачӗсем çитес призыва 2020 ҫулхи кӗркуннене хатӗрлеме пуҫлаççӗ. Çар комиссариачӗн ӗҫченӗсем çул çитмен çамрăксене медицина тата ҫар учетне тăратассипе, çар службине каякансен списокне тăвассипе ӗçлӗç», – тет Пӑва тата Ҫӗпрел районӗсен ҫар комиссариачӗ Радик Тухфатуллин.

Кашни ушкăна салтака ăсатмалли мероприятие район пуçлăхӗ Марат Гафаров,  районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин çумӗ Айрат Залялов, ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем, пулас салтаксен ашшӗ-амӑшӗсем, тӑванӗсем тата тусӗсем хутшăнчӗç. Каччăсем ӳт-пӳ енчен ҫирӗп, мораль енчен те ҫар ретне кайма хатӗр. Вӗсем професси алла илме тата хăш-пӗрисем ӗҫлеме те ӗлкӗрчӗç ӗнтӗ.

– Тӑван ҫӗршыва, ҫемьене, тӑвансене хӳтӗлесси – арҫынсен таса тивӗҫӗ. Пире те, ҫамрӑк вăхăтра, ҫак тивӗçе пурнӑҫлама тӳрӗ килнӗччӗ. Эсир те ҫар службине тӗслӗхлӗ пурнăçласа тăван енӗрсене таврӑнасса шанатпӑр, – терӗç митингра тухса калаçакан ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем.

 

Фото        Альфис Мердеев – Кивӗ Ишлӗ, Арсений Стратонов – Чӑваш Ҫӗпрел, Динар Хаернасов - Кивӗ Ҫӗпрел, Ильназ Мардиев – Çӗнӗ Ишлӗ, Ильназ Садертдинов – Тутар Паснапуç, Кирилл Краснов – Кӗçӗн Упи, Миннильнар Алимов – Ҫӗнӗ Ҫӗпрел, Марсель Залялов – Кивӗ Ҫӗпрел, Нияз Исматов - Мучелей, Раиль Алимов – Шланка тата Равиль Ахметгараев – Кивӗ Чукал ялӗсенчен. /Автор сăн ӳкерчӗкӗ.

 

Фото      Алмаз Аббазов тата Язнур Багаветдинов (Кивӗ Ҫӗпрел), Александр Акимов (Матак), Фагиль Нуртдинов тата Ильгам Сафин (Шланка), Евгений Кириллов (Пăрăнтăкри чугун ҫулсен поселокӗ), Сергей Наумов (Упи ялӗ), Нагим Низамов (Çӗнӗ Ҫӗпрел), Ильсаф Низамутдинов (Çӗнӗ Чукал), Кирилл Першин (Кӗҫӗн Аксу), Айрат Самерханов (Кивӗ Кахăрлă), Вадим Степанов (Алешкин-Саплăк) тата Александр Яруков (Хулаҫырми) Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен ретне июлӗн 8-мӗшӗнче кайрӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев