Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ҫурхи призыв пуҫланчӗ

РФ Хӗç-пăшаллă вăйсен ретне кайма ҫурхи призыв апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуçланчӗ, вăл июлӗн 15-мӗшӗнче вӗҫленет

Тăван çӗршыва хӳтӗлесси – чыслă

Ҫар службине 18 ҫултан пуҫласа 27 ҫулчченхи каччăсене илӗç.

Ҫавна май районта призывăн медицина комиссийӗ виҫӗ кун хушши ӗҫлерӗ. Çакă мероприятитйӗн тӗп тапхăрӗ пулса тăрать. Шӑпах ҫак комисси пӗтӗмлетӗвӗпе Раҫҫей Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен ретне кайма ҫамрӑксем «юрӑхлӑ» пулнине палӑртаҫҫӗ.

Призыв медкомисийӗ урлӑ 200 яхӑн ҫамрӑк иртме ӗлкӗрнӗ. Паллах, ҫакӑ вӗсем пурте салтака кайнине пӗлтермест. Тӗрлӗ сӑлтавсене пула: хӑшӗ-пӗрисен сывлӑхӗ начар, теприсем хальлӗхе аслă вӗренӳ çуртӗнче вӗренеҫҫӗ – вӗсен каярахпа кайма ирӗк пур.

Çурхи призывра 40-е яхӑн Ҫӗпрелӗн каччи Тӑван çӗршыва хӳтӗлеме кайӗ тесе палăртнă. Вӗсен хушшинче Кивӗ Шемӗршел ялӗнчен йӗкӗрешсем Айратпа Марат Айзятовсем те пур. Каччăсем Хусанти колледжран вӗренсе тухаççӗ, Тӑван çӗршыв умӗнчи тивӗҫе пурнӑҫлама хатӗрленеҫҫӗ. Пӑва тата Ҫӗпрел районӗнчи ҫар комиссарӗ Рамиль Замалетдинов: «Эсир служить тума хатӗр-и? – тесен, пӗртăван Айзятовсем: «Шӑпах ҫапла!» – тесе хуравланă. Ҫар комиссарӗ каланӑ тӑрӑх, пӗртăвансене пӗр чаҫе ярассине контроле илӗç.

Коронавирус инфекцийӗ сарӑлнине пула, санитари нормисем – маска режимӗ, ӳт температурине виçесси, социаллӑ дистанци сыхланчӗ медкомисси вăхăтӗнче. Призывниксене пурне те чаҫсене ӑсатас умӗн коронавирусран тишкерӗç.

Ҫак кунсенче районти культура çуртӗнче «Призывниксен кунӗ» мероприяти те пулса иртрӗ. Пулас салтаксене ертӳçӗсем пил пачӗç, концерт номерӗсем хатӗрленӗччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев