Реклама
Хыпарсем
«Ҫурхи каникул» оперативлă профилактика мероприятийӗ
Мартăн 17-мӗшӗнчен пуҫласа мартăн 30-мӗшӗччен «Çурхи каникул» оперативлӑ профилактика мероприятийӗ иртрӗ.
Çак вăхăт хушшинче Хусан хулин «Çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ» ДБУ территорири управленийӗнчи профилактика уйрăмӗн Пăва уйрăмӗ тата Çӗпрел районӗ енӗпе Шалти ӗçсен министерствин ГИБДД уйрăмӗн представителӗсем районти шкулта вӗренекенсемпе тата ача садӗнчи ачасемпе ачасен çул-йӗр-транспорт травматизмне профилактикăлас, ҫуран ҫӳрекенсем хутшӑннипе çул-йӗр-транспорт аварийӗсем тăвас мар, çири тум çинчи ҫутӑ элементсене хирӗç тавăракан элементсене популяризацилес енӗпе мероприятисем ирттерчӗҫ. Ачасене ҫулсем ҫинче, ҫуран ҫӳрекенсемшӗн тунă çул урлă каçмалли вырăнсенче тата обществăлла транспортра хӑйсене мӗнле тӗрӗс тытма кирли ҫинчен каларӗç, талăкăн тӗттӗм вӑхӑтӗнче ҫутта тавăракан элементсемпе усӑ курмалли çинчен аса илтерчӗҫ. Çавăн пекех, ачасене ҫул урлӑ каçнă чухне наушниксем тӑхӑнса телефонран музыка итлеме юраманнине те ӑнлантарчӗҫ.
Мероприяти вӗҫӗнче ачасене асăнмалăх парнесем пачӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев