Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ҫуран утакан çынна таптанă

Çулсем çинче

 

Хусан–Ульяновск–Кивӗ Çӗпрел автомобиль çулӗн 37+944 çухрăмӗнче авари пулчӗ.

Кӑҫалхи çулăн октябрӗн 19-мӗшӗнче 18.00 сехетре, Хусан – Ульяновск – Кивӗ Çӗпрел автомобиль çулӗн 37+944 çухрăмӗнче ҫул-йӗр-транспорт аварийӗ пулчӗ. Унта 1998 ҫулта çуралнă автомобиль çӳретекен, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗ еннелле килнӗ чухне, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерекен хӑвӑртлӑха суйламан, çапла вара  1958 ҫулта çуралнă ҫуран ҫынна ҫаптарса хăварнă. Инкеклӗ ӗç тӗттӗм вӑхӑтра пулса иртет. Шел пулин те, ҫуран ҫӳрекенӗн тумӗ çинче автотранспортпа çӳрекен водителе ҫуран ҫӳрекене аякранах курма май паракан ҫутта тавăракан элементсем пулман.

Инкеке пула çуран çӳрекен трагеди вырăнӗнчех вилет. Çан-çурăм суранӗсене илнӗ автомобиль çӳретекен те медицина учрежденине килнӗ.

ГИБДД ӗҫченӗсем мӗнпур ҫул-йӗр юхăмӗнче  хутшăнакансене ҫул-йӗр правилисене ҫирӗп пурнăçлама чӗнсе калаççӗ.

– Ҫутта тавӑракан элементсем – вӗсем ятарлӑ материалсенчен тунӑ, ҫутӑ пайӑркине каялла тавӑрма пултаракан, автомобиль фарисен ҫутинче ҫап-ҫуттӑн ҫуталса тӑракан элементсем.

Статистика тӑрӑх, ҫуран ҫӳрекенсене таптатни – çул-йӗр-транспорт инкекӗсен чи анлӑ сарӑлнӑ тӗсӗ. Таптатнисен  тӗп пайӗ талăкăн тӗттӗм вӑхӑтне тӳрӗ килет, мӗншӗн тесен ҫак вӑхӑтра автомобиль çӳретекене  ҫул ҫине тухнă çынна  курса илме май пулмасть. Çакна лайăх мар çанталӑк  условийӗсем: ҫумӑр, йӗпе юр, тӗтре тата çуран çӳрекенсен тумтирӗ çинче çутта тавăракан элементсем çукки те сăлтав пулма пултарать. Статистика информаци парать –  ҫутта тавăракан элементпа усӑ курни çуран çӳрекенсене таптатас хăрушлăха 65% чакарать. Ҫавӑнпа та тӗттӗм вăхăтра ҫуран ҫӳрекенсен тумтирӗ ҫинче çутта тавăракан элементсем пулма тивӗçлӗ, – тет çак енӗпе Ҫӗпрел районӗнчи Шалти ӗçсен министерствин ГИБДД уйрӑмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев