Урам тирпейлӗ пулсан, илемлӗ
Тавралăх
Ку пурнӑҫра кашни япалан хӑйӗн виҫи, хӑйӗн правили пур. Кил-çуртăмăр вырнаçнă çӗрӗн те паллă пӗр чикки, лаптăкӗ пур. Ҫак чикӗ — «хӗрлӗ йӗрӗн» умӗнчи ҫӗр — урам пулса шутланать, е, калӑпӑр, пахча хыçӗ — общество территорийӗ, урӑхла каласан, кашниех вӗсемпе усă курма пултарать. Анчах паллă пӗр йӗркепе.
Урамсене тирпейлӗ тытассинче те хӑйӗн правилисем пур. Анчах ҫак правилӑсем пуррине нумайӑшӗ пӗлмеҫҫӗ, ҫӳп-ҫап кӑларса ывăтаççӗ, хӑйӑр, кирпӗч, йывӑҫ турттарса килсе пушатаççӗ (вӗсем унта темиҫе ҫул выртаҫҫӗ). Хуҫасене ку пӑшӑрхантармасть пулсан, общественность, ял тăрăхӗ, экологи тата полици пур.
Вӗсем ӗнтӗ обществăлла вырӑнсене варалани çине «куҫ хупма» пултараймаҫҫӗ: асӑрхаттараҫҫӗ, протоколсем тултараççӗ тата ытти те. Протоколсене вара района тирпейлӗ тытас енӗпе комиссире тишкереҫҫӗ.
Нумаях пулмасть ҫакӑн пек комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ пулса иртрӗ.
Строительство ӗҫӗсем, йӗри-тавралăха тирпейлӗ тытманни çумне юлашки вӑхӑтра ҫӗнӗ курăну хутшӑнчӗ — килте кайӑк-кӗшӗк ӳстерме юратакан хуҫасем пахча, кил-ҫурт таврашӗнчи участоксенче, урӑхла каласан, урамри лаптăка сетка е ытти япаласемпе тытса илме пуçланă. Унта хурсемпе кӑвакалсем тытаҫҫӗ, имӗш.
Аякран пӑхсан, вӑл та илемсӗр курӑнать. Ку та, çавӑн пекех, тирпей-илем кӗртмелли правилăсене пӑсни пулса шутланать. Административлӑ комисси тӑтӑшах ҫакӑн пек правилăсене пӑснине регистрацилет, протоколсем ҫырать, кил хуҫисене ларӑва чӗнет.
Хаҫат страницисенче тата сайтра эпир тӑтӑшах хӑтлӑх кӗртмелли правилăсем тата штрафсем ҫинчен ҫырса тăратпӑр. Пурӑнакансенчен нумайӑшӗ хӑвӑрт хушăра йӗркене пӑснине тӳрлетеҫҫӗ, тасалӑпа тивӗçтерме тăрăшаççӗ.
Черетлӗ ларӑва чӗннӗ Кивӗ Кахăрлă, Аслă Аксу тата Кивӗ Йӗлмел ялӗнче пурӑнакансем çак курăнусене кӗске вӑхӑтра пӗтерме сӑмах панӑ тата пурнăçланă та. Ҫапла вара, хальлӗхе вӗсене асӑрхаттарнă ҫеҫ.
Анчах ҫулталӑк хушшинче çак правилăсене тепӗр хут пӑссан, штраф 3500 тенкӗрен пуçланать. Çакăн пек штраф тирпей-илем кӗртмелли правилăсене пăсакансене те кӗтет.
Тишкерӳсем район тăрăхӗсенче малашне те малалла тӑсӑлӗç. Ҫавӑнпа та, районăн хисеплӗ ҫыннисем, хӑвӑрăн кил-çурт умӗсене тирпейлӗ тытӑр. Тасалӑх пирӗнтен кашнинчен пуҫланать!
Малалла тăсса
Районти администраци комиссийӗн яваплӑ секретарӗ Ильяс Насибуллин кӑҫал ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен пуҫласа тирпей-илем кӗртес енӗпе правилăсене пӑснӑшӑн 40 яхӑн ӗҫ пӑхса тухни ҫинчен пӗлтерчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев