Упири ырă чӗреллисем
Пулăшу
Ку ӗçе халь çеç пуҫласа янă пекчӗ, икӗ ҫул та иртсе кайрӗ. Çак тапхăрта 150 яхӑн маскировка сетки ҫыхса салтаксем ӑсатнӑ. Гуманитари пулăшăвӗ леçекенсенчен те, канма килнӗ ӗнтешсенчен те парса янӑ. Паянхи кун та сетка çыхас ӗç малалла пырать.
Ӗҫе пуҫличчен культурӑ тытӑмӗнче ӗҫлекенсем Чӑваш Ҫӗпрел ялӗнче волонтёрсем мӗнле сетка ҫыхнипе паллашнăччӗ, хӑйсем те ҫыхма вӗренсе килчӗç. Палӑртнӑ кун, ялти ырă чӗреллӗ хӗрарӑмсем пухӑнсан, малтанах ӗҫе пуҫӑнма йывӑртарах пулчӗ. Алӑ пымасть, е йӑнӑшса каясси пулчӗ. Хӑнӑхса пычӗҫ. Тытӑннӑ ӗҫӗ пӑрахмарӗҫ. «Манран нимӗн те пулмасть», – тесе калакан пулмарӗ. Халь хайсем те ҫыхас ӑсталӑхпа ыттисене те вӗрентме пултараҫҫӗ.
… Малтанхи вăхăтра, 2024 çулта пуҫару ушкӑнӗ ялти Культура çуртӗнче пухӑнса, ӗҫе мӗнлерех йӗркелемелли пирки калаçрӗç. Мӗнле пулăшу пама пултаратпăр-ха ятарлă çар операцийӗнчи салтаксене? Кӗмӗл волонтерсен «Ырӑ чӗреллисем» ушкӑнне йӗркелесе ячӗç. Малтанласах 20-е яхӑн ҫын та ҫӳренӗ, каярахпа тӗрлӗ сӑлтавсене пула хăш-пӗрисем ҫӳреме пăрахрӗç. Хальхи вӑхӑтра «чӑтӑмлисем», чунпа парӑннисем ҫеҫ малалла ӗҫлеҫҫӗ. Ирпе 9 сехет тӗлне хӑнӑхнӑ йӑлапа Культура ҫуртне васкаҫҫӗ.
Ҫапла, ыркӑмӑллӑхӑн чикки ҫук. Кашниех мӗнле те пулин ырӑ ӗҫпе пулӑшас тесе тӑрӑшать. Ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпах кашниех апат ҫимӗҫне, пылне, пахчаҫимӗҫне те кӳрсе парать. Ҫак вӑхӑтра килти салма, сурансене çыхмалли материалсем, курӑк чейӗ те хатӗрлесе ӑсатнӑ. Анне кунне халалланӑ, ыркӑмӑллӑх концертӗнчен пухӑннӑ укҫапа ҫаплах, спанбонд, маскировка сеткисем заказ тунă.
Волонтерсем, конвейерти пек, пурте кар тӑрса ӗҫлеҫҫӗ. Кунта ӗç пӗр-пӗринпе тачă ҫыхӑннӑ. Культура тытӑмӗн волонтёрӗсем маскировка сеткин никӗсне ҫип-кантрапа йӗри-тавра ҫыхса ҫавăраҫҫӗ, кайран сетка куçӗсене пурҫӑн ҫиппе çирӗппӗн ҫыхса тухаҫҫӗ. Станок ҫинче лентӑсене тӑваткалсене вырнаҫтарса ҫыхаҫҫӗ. Çав хушӑра пӗри те ахаль лармасть, хӑюсем касса хатӗрлеҫҫӗ.
– Ывăннине нихăçан та туймастпăр, – теççӗ ырă кăмаллă, сӳрӗк пулман, чун ӑшшишӗн тăрăшакан хастарсем.
Канса илнӗ хушӑра сиплӗ пылпа курӑк чейӗ ӗҫеҫҫӗ, юррине те юрлаççӗ, унтан вара ӗҫе тӑсаҫҫӗ. Ҫаплах, пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах, «Ангел малта, эпир ун хыҫҫӑн» кӗнекене те вулаççӗ. Кӗнеке авторӗпе Ирина Кузьминапа тӗл пулма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Ирина Краснова та хӗллехи каҫсенче ахаль лармасть. Кашнинчех нускисене Раççей ялавӗн евӗр виçӗ тӗспе илемлетсе ҫыхать. Нумаях пулмасть, черетлӗ гуманитари пулӑшӗвӗпе пӗрле ăсатма, ҫирӗм мӑшӑр нуски кӗртсе панă.
– Хӳтӗлевҫӗсен урисем ан шӑнччӑр. Чун-чӗре ӑшшипе ҫыхнӑскерсем тӑван ен ӑшшине туйччӑр, – тет Ирина Васильевна.
Пурте пӗр ӗмӗт-тӗллевпе пурӑнаҫҫӗ: «Хӑвӑртрах çар операцийӗ чарӑнтӑрччӗ. Тăнăç пурнăç çӗр çинче хуçалантăр. Салтаксем килӗсене ырӑ-сывӑ таврӑнччӗр», – теççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев