Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Упи ялӗн мухтавӗ

Чăваш наципе культурине упраса

Надежда Сердцева, Упи вăтам шкулӗнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ

Çĕпрел районĕнчи Упи енĕн мухтавĕ, пултаруллă юрăçи, терлĕ енлĕ талантлă вĕрентекенĕ, чăваш наци культурине упрас тата аталантарас, çамрăк яш-кĕрĕме çĕршывшăн, чăвашлăхшăн, пуласлăхшăн тăрăшма вĕрентес ĕçре ырми-канми тăрăшакан, «Хĕлхем» халăх фольклор ушкăнĕн тата «Çăлкуç» ушкăнĕн ертӳçи Людмила Петровна Сердцева çинчен пулӗ çак статья.

Ачалăх

Людмила Петровна 1957-мĕш çулхи августăн 4-мĕшĕнче Хурăнвар-Шăхаль ялĕнче учительсен çемйинче çуралнă. Унăн ашшĕпе амăшĕ, Петр Ивановичпа Нина Ивановна Сетнеровсем, иккĕшĕ те Хурăнвар-Шăхаль вăтам шкулӗнче ĕçленĕ. Петр Иванович географипе истори вĕрентнĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă. Мускавра иртнĕ Çĕнтерӳ парадне те хутшăннă. Вăрçăран йывăр аманса таврăннă. Суранĕ хăйĕн çинчен аса илтерсех тăнă. 1978-мĕш çулта  вилсе кайнă.

Амăшĕ, Нина Ивановна, çак шкултах  кĕçĕн классен вĕрентекенĕ тата лаборантка пулса ĕçленĕ. Вĕсем 5 ача çуратса ӳстернĕ.  Люся, ăна ача чухне çапла чĕннĕ, çемьере чи кĕçĕнни, чи юратни пулнă.

«Пирĕн çемье çав тери юрра-кĕвве ăстаччĕ. Атте, тетесемпе аппа, пурте – музыка инструменчĕсемпе вылятчĕç. Ăçтан пулнă вĕсен çав пултарулăх? Ăна калама пултараймастăп. Атте гитара калама юрататчĕ. Аслă аппа, Олимпиада,  домра текен инструментпа вылятчĕ. Чăваш кĕввисем çав тери илемлĕ тухатчĕç унăн. Ун хыççăнхи тете, Анатолий, гитарăпа калама ăстаччĕ. Тепĕр тете, Валерий, балалайкăпа выляма маçтăрччĕ. Эпĕ те пĕчĕккĕллех вĕсенчен балалайкăпа выляма вĕрентĕм. Хĕлĕхсене савăнсах пăнтăртаттараттăм. Юрлама та питĕ юрататтăм», – тесе аса илет Людмила Петровна.

Пĕчĕк чухнех тăрăшуллă, маттур, правур, хастар пулнă вăл. Пур ĕçе те вăхăтра та тĕплĕ ĕçлеме юратнипе палăрса тăнă. Ахальтен мар пĕр-пĕр ĕç тумалла е ăçта та пулсан каймалла чухне Петр Иванович: «Люсьăна ярăр, вăл кайсан веçех пулать»,  – тенĕ иккен.

Шкулта питĕ тăрăшса вĕреннĕ, нумай вуланă, тĕрлĕ уявсемпе концертсене хастар хутшăннă. Ачаранах унăн кĕçĕн классен вĕрентекенĕ пуласси килнĕ. Анчах та юрă-кĕвĕ тĕнчи ытларах илĕртнĕ пулмалла. Шкул саккипе сывпуллашсан Людмила Петровна Чĕмпĕр хулинчи культурăпа çутĕç училищине вĕренме кĕнĕ. Кунта пианинопа баян калама вĕреннĕ.

Çамрăклăх çулӗсем

Училище хыççăн хăйсен ялĕнчи Культура çурчĕн илемлĕх ертӳçинче ĕçлеме пуçланă. Клубра ĕçленĕ  вăхăтрах хăй вĕреннĕ шкултах музыка урокĕсене те илсе пынă. «Спектакльсем лартаттăмăр, юрă-ташăпа  савăнтараттăмăр. Хамăр пултарулăхпа кӳршĕ ялти ҫынсене те паллаштараттăмăр. Агитбригада йышĕнче тăрса колхоз хирĕнче ĕҫлекенсене тĕнчери хыпарсемпе паллаштарма доклад вулама нумай ҫӳренĕ, концертсем лартнă. Пĕр сăмахпа каласан, тулли те кăсăк пурнăҫпа пурăнма тăрăшнă», – тесе аса илет çамрăк чухнехи пурнăçа Людмила Петровна.

 1976 çулта унăн аслă аппăшĕ Олимпиада сарăмсăр вилсе каять. Аслă ывăлĕ Слава 3 çулта, кĕçĕнни Саша 5 уйăхра тăлăха тăрса юлаççĕ. Аслă ывăлне йыснăшĕ хăйĕн тăван çĕршывне, Пушкăрт тăрăхне, пурăнма илсе каять.  Кĕçĕннине Людмила Петровна, 19 тултарнă хĕр, усрава илет. 

1977 çулта Люся аппа Турхан Упи каччине Анатолий Иванович Сердцева качча тухать. Пĕчĕк Сашăна та мăшăрĕнчен хăвармасть Анатолий Иванович. Хăйĕн ывăлĕ пекех пăхса ӳстерет. Шкултан вĕрентсе кăлараççĕ, Пĕкĕлме хулинчи пĕр техникумра вĕренсе, алла специальность илсе, Тольяти хулинче ĕçе вырнаçса, çемье çавăрать Саша. Унăн хăйĕн те икĕ ача ĕнтĕ.

Шăпа Людмила Петровнăна маттур та пултаруллă яша парнеленĕ. Анатолий Иванович Упири вăтам шкулта учитель, директор, районти çутĕç пайĕн пуçлăхĕ, колхоз ертӳçи пулса та ĕçленĕ. (Шел пулин те, 2006 çулта çемье пуçлăхĕ сарăмсăр вилсе каять.) Çапла ăшă та ырă кăмăллă мăшăрĕпе вĕсем пĕр-пĕрне хисеплесе, чунтан юратса, çурма сăмахран ӑнланса пурӑннӑ. Ывăлпа хĕр çуратса çитĕнтернĕ. Виçĕ тӗпренчӗкне ӑса вӗрентсе ҫитӗнтерсе ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫын тунӑ. Сергей ывăлĕ тăван килтех çемье çавăрса пурăнать. Унăн 3 ача ĕнтĕ.

 Хĕрĕ, Наташа, ашшĕпе амăшӗн çулĕпех кайнă. Малтан Теччĕри педагогика училищинчен, кайран Чăваш патшалăх университечĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухать. Упи вăтам шкулӗнче кĕçĕн классен вĕрентекенĕ, директор çумĕ пулса ĕçлерĕ. Пултарулăхĕпе тăрăшулăхне кура Наталья Анатольевнăна Упи вăтам шкулĕн директорĕн ĕçне те шанса пачĕç. Вăл та 3 ача амăшĕ ĕнтĕ.

Хамăн ялăм, çыннисем тесе

45 çул ĕнтĕ такăрлатать шкулпа кил хушшинче выртакан сукмака Упи ялĕнче пурăнакан Людмила Петровна. Вăл Упири вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентет, музыка урокĕсене илсе пырать. Вăл – сумлă учительсенчен пĕри. Хусанти культура институчĕнчен вĕренсе тухнисĕр пуçне куçăн мар майпа учитель специальноçне те алла илнĕ.

Реклама

Уроксене тĕрлĕ енлĕ ирттерме тăрăшать, пĕри тепринчен интереслĕрех, вăйă   выляттарать – мĕн вĕреннине ачасем лайăхрах астуса юлаççĕ. Сасă хăпартмасăрах çирĕп ыйтма пĕлет, хавхалантарать, мухтаса та илет. Тĕрлĕ сăвă-калавсене çав тери илемлĕ вулать, ăна татах та татах итлес килет ачасен. Ӳкерме,  çыхма, çĕлеме, тĕрлеме, юрлама, ташлама – мĕн кăна тума вĕрентмест пуль вăл! Калаçаççĕ кăна мар, урокра кирлĕ пулсан юрă та юрласа илеççĕ ачасем. Экскурсисене, походсене каяççĕ – курманнине кураççĕ, пĕлменнине пĕлеççĕ. Пĕчĕк шăпăрлансене пĕр-пĕрне хисеплеме, туслă пурăнма вĕрентет.

 Хальхи вăхăтра учителĕн ачана вĕрентнипе çеç çырлахмалла мар-çке-ха. Кружок ертсе пымалла, шăпăрлана тĕрлĕ конференцие, конкурса, олимпиадăна хутшăнмашкăн хатĕрлемелле… Çак ĕçе те тĕплĕ туса пырать вĕрентекен. Пултаруллă çын пĕрре те ахаль лармасть. Ялан шыравра, тĕрлĕ конкурссене ачасене хутшăнтарса, хавхалантарса тăрать. Унăн вĕренекенĕсем чăваш чĕлхине юратса вĕренни сисĕнет. Пӗчӗкрен вĕренекенсене чӑваш культурине те явӑҫтарма тăрăшать.  Уйрӑмах – арҫын ачасене. 15 çул каялла Упири вăтам шкулта «Çăлкуç» ача-пăча фольклор ушкăнĕ йĕркелесе ярать.

Çулсем иртсе пыраççĕ, пирĕн шкулти артистсен шучĕ Людмила Петровна тăрăшнипе çĕнелсех пырать. Пĕчĕк ялти ӳссе пыракан талантсене музыкана явăçтарас тесе ырми-канми тăрăшать вĕрентекен. Людмила Петровнăн кабинетĕнче кунĕпех ачасем хĕвĕшеççĕ. Пĕрисем юрлаççĕ, теприсем балалайкăпа калама  вĕренеççĕ, виççĕмĕшĕсем кашăксемпе шакăртаттарса илемлĕ кĕвĕ кăлараççĕ. Пĕр ачана та санăн сассу çук, санран нимĕн те пулмасть тесе хăваласа ямасть. Сцена çинче мĕнле хăвна тытмаллине, сасса илемлĕрех кăлармаллине те ăнлантарать.  Вăл ертсе пынипе ачасем социаллă проектсене, форумсене, акцисене хутшăнаççĕ.  «Çăлкуç» ушкăнăн çитĕнĕвĕсем курăмлă: районта тата республика шайĕнче иртекен пултарулăх конкурсĕсенче, фестивальсенче яланах малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Ăнăçусем

«Ăçта кăна çитсе курмарăмăр пуль эпир? Мĕнле кăна Хисеп хучĕсем, парнесем илмерĕмер пулĕ çак 15 çул хушшинче. «Салават купере», «Эпир пĕрле» тата ытти нумай  фестивальсенче пулни нихăçан та ачасен асĕнчен тухмасть. Чи пысăк парне 3 çул каялла пулчĕ. Эпир Гран-при çĕнсе илтĕмĕр. «Артек» кану лагерьне кайма сертификат пачĕç. Мĕн тери савăнчĕç ачасем, анчах та укçа-тенкĕпе çыхăннине пула-и, тен урăхла сăлтавсене пула,  пире унта ямарĕç. Анапа хулинчи пĕр лагерьте пулса курчĕç ачасем. Кăçалхи çул та пирĕн ушкăншăн çав тери тухăçлă çул пулчĕ. Çак ушкăнпа эпир «Созвездие-Йолдызлык» фестивале хутшăнса,  пĕтĕм тапхăрта çĕнтерсе пырса Пирамидăри сцена çине тухма пултартăмăр. 3-мĕш вырăна çĕнсе илтĕмĕр. Мĕн тери пысăк çĕнтерӳ пулчĕ ку ачасемшĕн», – тесе каласа парать Людмила Петровна.

Çынра пултарулăх çăлкуçĕ тапса тăрать пулсан – вăл телейлĕ. Ялан шыравра, ĕçре, пултарулăх анинче пирĕн мухтавлă ентеш, ĕçтеш, çывăх юлташ. Людмила Петровнăн пултарулăхĕ пирки пĕр статьяра çырса пĕтерме те çук…

 2012 çулхи октябрь уйăхĕнче Çĕпрел районĕнчи тĕрлĕ ялсенчи  юрра ăста çынсене, тивĕçлĕ канурисене, пуçтарса «Хĕлхем» фольклор ушкăнĕ йĕркелесе ярать. «Çак ушкăна йĕркелесе яма  «Балкыш» («Сияние») фестиваль пулăшрĕ. Кашни районтах пулнă иккен кун пек ушкăнсем, анчах пирĕн районтан çак фестивале хутшăнма нимĕнле фольклор ушкăнĕ те пулман. Ку фестивальте тивĕçлĕ канăва тухнисем анчах хутшăнма пултарнă. Мана вара пуçлăхсем кĕске вăхăт хушшинче фольклор ушкăнĕ йĕркелесе яма ыйтрĕç. Эпир çав çулхинех çак фестивале хутшăнса лауреат пулса тăтăмăр. Çавăн хыççăн кашни çулах çак фестиваль çĕнтерӳçисем пултăмăр»,  – теса аса илет Людмила Петровна.

10 çул каялла пӗр тӗллевпе, пӗр шухăшпа ушкӑна чӑмӑртанса чунĕсене юрӑ-кӗвӗ урлӑ пуянлатма пуҫланă «Хĕлхем» артисчĕсем. Унта юрлама кăмăллакан кашни çын çӳреме пултарать. Ятарлă пĕлӳ илнĕ профессионалсем çук, Турă панă сасăпа юрлакансем, Людмила Петровна пулăшăвĕпе юрра-кĕвве юратакансем. Унта пурĕ 15 çын: тĕрлĕ çулсенчи тивĕçлĕ канăва тухнисем. Вĕсем – несӗлӗмӗрсен авалтанпа тытса пынӑ пур уява та ҫӗнӗрӗн чӗртсе тӑратакансем, халӑх патне ҫитерекенсем. Районти, республикăри, Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕсенче хăйсен пултарулăхне тивĕçлипе кăтартса миçе диплом çĕнсе илнин шучĕ те çук. Крымра пулса иртнĕ чăваш Акатуйĕнче пулса курни вĕсен асĕнчен нихăçан та тухмасть. Чăваш культурин республика Уявĕнче те малтисен ретĕнчех «Хĕлхем». Районăн сумлă юбилейĕсенче халăха çепĕç юрăсен ытамне илсе кĕрекенсем, ăшăлăх парнелекенсем те яланах  хĕлхемсем. Районти  пĕр уяв та вĕсемсĕр иртмест. Хусан хулинчен килекен чаплă хăнасене кĕтсе илмелле-и, пуçлăхсене чыс, хисеп тумалла-и? Каллех «Хĕлхем» артисчĕсем илем кӳреççĕ Çĕпрел çĕрне. «Хĕлхем» ушкăна «Халăх фольклор ушкăнĕ» ята пани те пысăк сум. Артистсен çи-пуçĕсене, хĕрарăмсен капăр эрешĕсене, тухйи-хушпăвĕсене Анат Чакăри Олег атте илсе панă. Унан сăваплă ĕçĕ чăннипех те пысăк хисепе тивĕçлĕ.

– Пирĕн коллектив питĕ туслă. Пĕрле пуçтарăнсан малашнехи ĕçсене палăртса хуратпăр, çĕнĕ юрăсем вĕренетпĕр. Юррисене те хăйсемех тупса килеççĕ «Хĕлхем» хĕрĕсем. «Акă çак юрра вĕренер-ха, юрласа пăхар-ха», – тет Тутарстан Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Людмила Сердцева.

Ӗçне хисеплесе

Чунне парса ĕçленĕшĕн пултаруллă вĕрентекене, шăпчăк сассиллĕ юрăçа 1995 çулта «Тутарстан Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ» ята панă. Çĕпрел район администрацийĕн, вĕрентӳ пайĕн, культура пайĕн, Тутарстан Республикин Вĕренӳпе наука министерствин Хисеп хучĕсемпе чысланă. Тĕрлĕ дипломсемпе Тав çырăвĕсен шучĕ те çук. Медальсемпе те пуян Людмила Петровна. Пĕрремĕш ылтăн медале Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Союзри халăх пултарулăхĕн пĕрремĕш фестивалĕнче илме тивĕçлĕ пулнă.  Нумаях пулмасть «Çĕпрел районне – 90 çул», «ТАССРа – 100 çул» медальсем парса чысларĕç. Çак наградăсене Тутарстан Республикин социаллă-экономикăллă аталанăвне пысăк тӳпе хывнăшăн, регионта пурăнакансене ăс-хакăлпа патриотизм енĕпе воспитани панăшăн, культурăри пысăк çитĕнӳсемшĕн тивĕçеççĕ.

 – Тутар кĕпи тăхăнсан – тутар пулаймастăн. Артист кĕпи тăхăнсан – артист пулаймастăн. Турă панă талант пулмасан – нимĕнле юрăç та пулаймастăн, – тет Людмила Петровна.

Аллинче тĕрлĕ инструмент вылянса кăна  тăракан, пĕр самантра йĕс шăнкăравлă сасăпа юрласа ыттисен пурнăçне илем кӳрекен, ырă сăмахсемпе хавхалантарса çынсен кăмалне çĕклеме пĕлекен çын вăл Людмила Петровна. Çавăнпа ăна ачасем юратаççĕ, вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе ĕçтешсем хисеплеççĕ.

Людмила Петровнăна ӗçлесе илнӗ хисепе, сума тытса пыма, малалла та тăрăшулăхпа ӗçлеме Турă сывлăх патăр.              

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев