Унра – иксӗлми вăй-хал
Ветерансем
Ватӑ ҫынсемпе тӗл пулса калаçни чӗрере яланах тарăн йӗр хӑварать. 90 ҫул тултарнине пӗлсен вара вӗсен хастарлӑхӗнчен, ырӑ кӑмӑлӗнчен тата пурнăçа юратма пӗлнинчен пушшех те тӗлӗнетӗн.
Нина Семеновна мана хӑйӗн ҫӑмӑл уттипе, тирпейлӗхӗпе, ăс-тăнӗпе тӗлӗнтерчӗ. Нумаях пулмасть вăл хăйӗн 90 ҫулхи юбилейне кӗтсе илчӗ.
Нина Семеновна Казакова Ҫӗнӗ Йӗмел ялӗнче çуралса ӳснӗ. Ӗмӗр тӑршшӗпех тăван колхозра вӑй хунӑ. Упӑшкипе пӗрле пилӗк хӗр пӑхса ӳстернӗ. Мăшăрӗ, Дмитрий Яковлевич 1966 ҫултах çут тӗнчерен уйрăлса кайнӑ. Нина Семеновна ун чухне 35 ҫулта ҫеҫ пулнӑ.
Вӑрҫӑ пуҫлансан Нина аппа, 11 ҫулта пулнӑ. Вăрçă никама та шеллемен. Нина Семеновна аслисемпе пӗр тан, ир пуҫласа каҫчен хирте ӗҫленӗ. «Пирӗн ăру çыннисем саманан пур нушине те астивсе пăхнă. Çăкăр чӗллишӗн касăлнисем те пулнă. Пит йывăр пулнă, пит нушаллă. Тимӗре вутсăр шăратнă тесен те юрать», – тет кинеми асаилӳ çăмхине сӳтнӗ май. Вăл Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин юбилей медалӗсемпе нумай хут парнеленнӗ.
Нина Казакован 10 мӑнук тата 16 кӗçӗн мӑнукӗ пур.
Паянхи кун ветеран пӗчченех пурӑнать. Икӗ хӗрӗ ялта пурӑнаҫҫӗ, тӗп килне час-часах килеççӗ. Амăшне хуҫалӑхра пулӑшса хăвараççӗ.
Нина Казакована район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин тата ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗ Роберт Дружков саламларӗç, сывлӑх, чун канӑҫлӑхӗ, вăрăм ӗмӗр сунчӗҫ. Раççей Президенчӗн Владимир Путинăн саламлӑ ҫырăвне, район пуҫлӑхӗн ячӗпе чечек тата парнесем пачӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев