Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Унăн хуйхи те, савăнăçӗ те нумай пулнă

Кивӗ Чукал ялӗнче пурăнакан Альфия Шагиахметовна Юсупова йăх-несӗлӗнче — хаклă та хисеплӗ çын

Ҫак кунсенче Кивӗ Чукал ялӗнче пурăнакан тыл тата ӗҫ ветеранӗ Альфия Шагиахметовна Юсупова хăйӗн 95 ҫулхи юбилейне палӑртрӗ.

Ӑна саламлама ачисем, тӑванӗсем пуçтарăннăччӗ. Унăн савӑнӑҫне пӗрле пайлама район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рамис Низаметдинов тата Кивӗ Чукал ялӗнчи ветерансен совечӗн ертӳçи Гульсира Халиуллова та килнӗччӗ. 

Юбилярăн ачалӑхӗ йывӑр вӑрҫӑ ҫулӗсене тӳрӗ килнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Альфия Шагиахметовна ӗмӗр тӑршшӗпех тӑван колхозӗнче ӗçлет. Мӑшӑрӗпе пӗрле вӗсем пилӗк ывӑлпа икӗ хӗр пӑхса ӳстереççӗ. Альфия аппана хуйхине те, савăнăçне те нумай курма тӳр килет. Ывӑлӗсенчен пӗри çуркунне пăр кайнă чухне, 7 ҫулта, шывра путса вилет. Мăшăрне те питӗ ир ҫухатать. Альфия аппа каланӑ тӑрӑх, ютра ӗçлекен унӑн пӗр ывӑлӗнчен нумай ҫул хушши нимӗнле хыпар та çук.

Паян тыл тата ӗҫ ветеранӗ ывӑлӗн Рашитăн ҫемйипе пурӑнать.

— Ҫак куна çитиччен пурăннăшăн эпӗ хамӑн шӑпама тата ачасене тав тӑватӑп. Кинӗм Диля маншӑн хӗрӗм пекех, тӑрӑшать, эпӗ ӑна уйрӑмах тав тӑватӑп, — тет Альфия Шагиахметовна.

Альфия аппан паян та астăвăмӗ лайăх, иртнӗ ҫулсене вӑл вак-тӗвек таранах астӑвать, вăл пурнăçа юратасси пек пахалăха сыхласа хăварма пултарнă, районти тата ҫӗршыври пулăмсемпе те паллашсах пырать. 

Альфия Шагиахметовна хăйӗн савăнăçне пайлама килнӗшӗн питӗ савӑнчӗ, парнесемпе ырӑ сунăмсемшӗн ача пекех савӑнчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев